23 июня 2016 г.
Укçа тесен шапа та алă тăснă теççĕ. Халĕ çырса кăтартакан тĕслĕх шăван-куçансен (рептилисен) шутне кĕмест, паллах.
Вăл 52 çулти хĕрарăм, Рязань облаçĕнче пурăнать, Ольга П. тесе çыртарать. Следстви версийĕпе вăл ватта сулăннă хĕрарăмăнне вăрттăн 5000 тенкĕ вăрланă (РФ уголовнăй кодексĕн 158 статйин 1 пайĕ).
Ольга П. йăмăкĕпе, тус-юлташĕпе тата паллакан çынпа пĕрле вырăн таврашĕ №простынь, утиял çитти тата ытти те№ сутса çỹренĕ пек пулса Раççей тăрăх çул çỹренĕ. Тутарстанран Тăвай районне çитнĕ, пĕр ватта сулăннă хĕрарăм патне эмел ĕçме шыв кирлĕ пек пулса картишĕнчен пỹртне кĕнĕ. Ольга П., хĕрарăм тимсĕрлĕхĕпе усă курса, тепĕр пỹлĕме йăпшăннă. Арча ларнине асăрхасан, унта укçа пулма пултарнине сиссе, питĕркĕçне ватса, ухтарма тытăннă. Унта 5000 тенкĕ тупăннă. Ăна вăрласа, пỹртрен тухнă.
Юрать-ха, кỹрши асăрханă кĕтмен хăнасене. Вĕсене чикансем вырăнне йышăнса, тỹрех ырă мара сиснĕ, арча уçă пулнине тата укçа çуккине асăрхаса çийĕнчех милицие шăнкăравланă.
"Çулçỹревçĕсене" часах тытса чарнă. Ольга П. йышăннă, тăкакне тавăрса панă. Инкек тỹсекенĕ те ỹлĕмрен кашни пыран-килене пỹрт çывăхне яхăнне те ямастăп тесе тупа тунă хăй ăшĕнче.
Халĕ Ольга П. пирки уголовнăй ĕçе районти пĕрремĕш номерлĕ суд участокĕн аллине панă.
О.ЯСТРЕБОВА,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ
Источник: "Ял ĕçченĕ"