13 мая 2016 г.
Ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче район территорине право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерес, преступноçа чакарас (çав шутра çемьепе йăла сферинчисене те) ыйтусене те тишкернĕ. Унта сыхлăх хуралĕсенче тăрăшакансем хутшăннă.
Иртнĕ ларура палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ-ха? Малтанах çак ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Прокуратура ĕçченĕсем полици тата уголовлă ĕçсене пурнăçа кĕртекен инспекци сотрудникĕсемпе Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи ялсене тухса судпа айăпланнисен, инспекцире учетра тăраканнисен пурнăçĕпе интересленнĕ. Ял тăрăхĕн профилактика советне çемьепе йăла сферинче право йĕркине пăсакансене, эрехпе иртĕхекенсене чĕнтернĕ. Сăмакун сутакансене хирĕç кĕрешĕве вăйлатмалли пирки те çивĕч калаçу пынă.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта районта ỹсĕрле преступлени тăвасси ỹснĕ. Уйрăм ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку енĕпе мĕнле мерăсем йышăннине райадминистраци çумĕнчи профилактика совечĕн анлă ларăвĕнче сỹтсе явнă.
Ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче прокуратурăпа полици уйрăмĕ пĕрле преступленисем тăвассине сирсе яма тĕллевлĕ мероприятисем туса хатĕрленине пĕлтернĕ.
О.ЯСТРЕБОВА,район прокурорĕ.