13 мая 2016 г.
Район прокурорĕ ертсе пынипе ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ пулса иртнĕ.
Иртнĕ уйăхра ĕç ушкăнĕ терроризмпа экстремизм çулне пỹлес тĕлĕшпе палăртнă тĕллевлĕ мероприятисене мĕнле пурнăçласа пынине пăхса тухнă. Ку енĕпе полици уйрăмĕпе, надзор ĕçĕсен пайĕпе пĕрле чиркỹсемпе часавайсене тĕрĕсленĕ.
Кăçалхи I кварталта миграци служби полици органĕпе пĕрле ют çĕршыв гражданĕсем пурăнакан вырăнсенче 33 хутчен пулнă. Йĕркелĕхе пăснă 5 тĕслĕх тупса палăртнă: Молдавин 2 тата Украинăн 1 гражданинĕ хăйсем Раççей Федерацийĕнче пурăнни пирки пĕлтермен. Вĕсене КоАПăн 18.8 статйипе килĕшỹллĕн 2 пиншер тенкĕ штрафланă. Ют çĕршыв çыннисене пурăнтарма ирĕк паракан документсене кирлĕ пек туса çитерменшĕн Раççейĕн 2 гражданинне административлă майпа явап тыттарнă.
Экстремизмпа терроризмран сыхланас ĕçри законодательствăна пăснăшăн пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени çырнă.
Ларура пĕрлехи профилактика ĕçĕсем çине малашне те пысăк пĕлтерĕш хумалли çинчен калаçнă, тăтăшрах тĕрĕслевсем ирттерме йышăннă.