13 мая 2016 г.
Майăн 9-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш Республикипе чаплă уяв - Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятисем иртнĕ.
Чăваш Ен тĕп хулинче Çĕнтерỹ кунне чысланă митингра Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнтерỹ пирĕн халăхшăн çав тери пысăк хакпа, миллионшар çын пуçĕсене хунипе, шăпасем хуçăлнипе, нимĕнпе тавăрма çук йывăр çухатусемпе килнине палăртнă. Инкек кашни киле, кашни çемьене хурлăх кỹнĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Республика Пуçлăхĕ фронтра кăна мар, тылра та çĕнтерĕве туптанă çынсен паттăрлăхне кăтартса панă.
"Вилĕмсĕр полк" акци пĕтĕм çĕршывĕпех пур ỹсĕмри çынсен чун-чĕрине хускатнă. Унта Аслă Отечествăлла вăрçăри хаяр çапăçусене кĕнĕ тата тылра та хастар ĕçпе Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсен ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем хăйсен çывăх тăванĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтса утнă. "Вилĕмсĕр полк" колонна тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ статуслă тата профессильлĕ пур ỹсĕм çыннисене те пĕрлештернĕ. Вĕсем çакăнпа çав хăрушă вăрçа чăтса ирттернĕ паттăрсене тав тунă.
Шупашкарти "Вилĕмсĕр полк" колонни 20 пин ытла çынна пухнă, унта Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл хăйĕн ашшĕн, Балтика флотĕнче çапăçнă тата блокадăри Ленинграда Ладога кỹлли урлă хывнă "пурнăç çулĕпе" апат-çимĕçпе, çар хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ краснофлотецăн Василий Игнатьевич Игнатьевăн сăн ỹкерчĕкне йăтса пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хĕрĕпе ывăлĕ хăйсен мăн аслашшĕн Николай Алексеевич Семеновăн сăн ỹкерчĕкĕпе пулнă. Мăн аслашшĕ вăрçăра сапер пулнă, унтах пуçне хунă, ăна Калинин облаçĕнче (хальхи Псков облаçĕ) пытарнă. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх, хăйсен ашшĕсемпе, аслашшĕсемпе, мăн аслашшĕсемпе мăнаçланасси, Тăван çĕршыва тата тăван çĕре юратнă пекех, ачасене куçса пымалла, вара эпир вăйлă та никам çĕнтерейми пулатпăр.
Çĕнĕ Шупашкарта асăннă хула çыннисемпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри "Вилĕмсĕр полк" акцие "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Николай Малов та хутшăннă. Николай Владимирович мăнукĕпе (сăн ỹкерчĕкре) пĕрле хула урамĕсемпе амăшĕ енчен хăйĕн кукашшĕн Петр Федорович Цыгановăн портретне йăтса пынă. Петр Цыганов хĕрлĕ армеец 26-мĕш уйрăм стрелковăй (курсантсен) бригадинче пулнă, 1941 çулта Мускавшăн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă, çав çулхи декабрьтех вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Ашшĕ енчен Маловсен аслă ăрăвĕн представителĕсенчен тăваттăшĕ вăрçăран таврăнайман: пиччĕшĕсем Петр Иванович, Андрей Иванович, Владимир Иванович тата Федор Иванович, анчах çемье архивĕнче вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем упранса юлайман... Аслă Отечествăлла вăрçăн пилĕк салтакне те Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекине ĕмĕрлĕхе кĕртнĕ.
"Паян пирĕн çапăçу хирĕсенчен таврăнайманнисене асăнса тивĕçлипе хисеп тумалла, - палăртнă Николай Малов. -Пирĕн вĕсене асра тытса çитĕнекен ăрăва аттесен, асаттесемпе мăн асаттесен тата хамăрăн историн паттăрла тĕслĕхĕпе воспитани памалла".
Палăртни вырăнлă, Пĕтĕм Раççейри "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансен хисепĕ çулран-çул ỹссе пырать. Апла пулсан хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире мирлĕ тỹпе парнеленĕ ветерансен паттăрлăхĕ тата Аслă Çĕнтерỹ ĕмĕрлĕхе асра пулĕ.
Николай Малов пуçарăвĕпе 13-мĕш çул ĕнтĕ Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе ăшă тĕлпулу иртнĕ.
"Эпир пурте сирĕн умăрта тỹлесе татайми парăмра, - тенĕ ветерансене Çĕнтерỹ кунĕпе саламласа Николай Малов. -Эсир пирĕн тивĕçлĕх туйăмĕ, сирĕн тĕслĕхĕрпе çамрăксен воспитани илмелле, хăйсен историйĕпе мăнаçланмалла тата хăйсенче çĕнтерỹçĕ халăхĕн юнĕ пулнине асра тытмалла".