29 марта 2016 г.
Районти пĕр ялта пурăнакан Н.Р-на УКан 264 статйин 2 пайĕпе айăпланă (руль умне ỹсĕрле ларса çул-йĕр правилине пăснă, асăрханусăрлăхĕпе тепĕр çыннăн сывлăхне йывăр сиен кỹнĕ).
Следстви версийĕпе, иртнĕ çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче 45 çулхи арçын ỹсĕрле трактор рулĕ умне ларнă. Транспорчĕ çул айккине тỹнсе кайнипе прицеп çинчи пĕр пассажирĕ йывăр аманнă.
Р. айăпне йышăннă, питĕ ỹкĕннĕ, уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухма ыйтнă.
Суранланнă çынна обязательнăй медицина страховани фончĕн шутĕнчен сипленĕ. Прокуратура 50 пин ытла тăкака Н.Р-ран шыраса илме суда тавăç тăратнă.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"