29 марта 2016 г.
Паян Тĕмерти ача сачĕн хăни ялти пултаруллă алĕç ăсти Зоя Яцыкова пулчĕ. Ăшă та çепĕç куллипе, лăпкă калаçăвĕпе тыткăнларĕ вăл шăпăрлансене.
Зоя Ивановна тĕрлĕ тĕслĕ хут салфеткăсенчен ăсталанă хăш-пĕр ĕçĕсене пĕрле илсе килнĕ. "Çак ĕçĕн техникине торцевани теççĕ", - ăнлантарчĕ вăл. Аслă ушкăна çỹрекенсем илемпе киленчĕç. Хăшĕсем çакăн пек тĕлĕнтермĕшсене халиччен курманнипе ахлатса та илчĕç. Вăл ачасене ĕç вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ. Вара хăй те "вĕренекенсемпе" пĕрле чечек тума ларчĕ.
Малтанах салфеткăсенчен лентăсем касса вĕтĕ çаврашкасем пĕтĕрчĕç. Ăна хут çине çыпăçтарса хитре чечек турĕç. Ĕçлесе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Хăйсен аллипе тунă пĕчĕк ĕç савăнăç кỹчĕ ача-пăчана.
Тĕлпулу вăхăтĕнче хăна çинчен нумай интересли пĕлчĕç. Зоя Ивановна - педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Нумай çул ялти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пушă вăхăтра çыхать, бисерпа, хут салфеткăсемпе усă курса тĕрлĕрен япаласем ăсталать. Хутран пĕчĕк карçынккасем таранах çыхни те кăсăклă пулчĕ ачасемшĕн. Мăшăрĕн Михаил Степановичăн пултарулăхĕ те тĕрлĕ енлĕ. Сăмахран, бисертен темле кăткăс кỹлепесем тума пултарать.
"Хамăршăн, канма ĕçлетпĕр. Чун апачĕ те кирлĕ çынна",- кăмăллăн пĕлтерчĕ сатур хĕрарăм.
Тĕмертен кăна мар, ытти ял çыннисем, шкул ачисем килеççĕ экскурсие Яцыковсем патне. Музей-çурта аса илтерет вĕсен килĕ. Экспоначĕ те çуллен хушăнсах пырать. Мĕншĕн тесен Михаил Степановичпа Зоя Ивановна вĕçĕм шыравра, çĕнĕлĕхсене алла илсе пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе Интернет материалсенчен пуяннине палăртрĕç.
Çак ăшă та усăллă тĕлпулу ачасен асĕнче тарăн йĕр хăварчĕ, "Пысăк тав сире, татах килĕр", - тесе ăсатрĕç.
Р.ВАСИЛЬЕВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Зоя Ивановна Яцыкова ачасемпе.
Источник: "Ял ĕçченĕ"