29 марта 2016 г.
2015 çулта яллă вырăнта автомобиль çулĕсем тунин итогĕсене тата кăçал ялсенчи çул-йĕр инфраструктурине аталантарас плансене сỹтсе явнă РФ ялхуçалăх министрĕн заместителĕ ирттернĕ канашлура. Канашлăва Раççей транспорт министерствин тата Росавтодорăн представителĕсемпе пĕрле ирттернĕ. Видеоконференци тытăмĕпе йĕркеленĕ канашлăва пирĕн республикăран та хутшăннă.
Канашлура Чăваш Республики яллă вырăнсенче çулсем тума федераци бюджетĕнчен уйăрса панă субсидипе туллин усă курнă Раççейри пилĕк регион шутĕнче пулнине палăртнă. Хăш-пĕр регионсем вара пĕлтĕр унпа кирлĕ пек усă курайман. Кăçал çакна Раççей ялхуçалăх министерствипе общественноç тимлĕ контроллесе тăрĕç.
2016 çулта Чăваш Республикине ялти çулсем тума федераци бюджетĕнчен уйăрса паракан субсидисен калăпăшĕн малтанлăха палăртнă сумми 85,4 млн. тенкĕпе танлашать. Ку укçа-тенкĕне автомобиль çулĕсем тума Канаш, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш тата Елчĕк районĕсене яма палăртаççĕ. Халĕ тивĕçлĕ документсене Росавтодора тăратма хатĕрлеççĕ.
ЧР ялхуçалăх министерстви.
Источник: "Ял ĕçченĕ"