18 марта 2016 г.
Бюджетпа çыхăннă ыйтусем яланах тĕп ыйтусем пулса тăраççĕ.
Мартăн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ, унта тĕп ыйту "Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕ çинчен" Закона улшăнусем кĕртесси пулнă.
Михаил Игнатьев çакна палăртнă: çĕршыва ертсе пыракансемпе хутшăнусене лайăх йĕркеленине пула Чăваш Республикин бюджетне хушма укçа-тенкĕ явăçтарас енĕпе федераци центрĕпе тухăçлă ĕç пырать. "Федераци шайĕнче йышăннипе килĕшỹллĕн Чăваш Енĕн 2016 çулхи республика бюджетне пĕрремĕш хут тĕрĕсленĕ май каялла тавăрса памалла мар тупăшсем 2,4 млрд. тенкĕ ỹсеççĕ. Ку суммăна шута илсе федераци бюджетĕнчен 2016 çулта республика бюджечĕн тупăшне кĕрекен пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ хисепĕ 12,2 млрд. тенкĕпе танлашать, - тенĕ вăл тата çакна палăртнă - влаç органĕсен ертỹçисем умĕнче кăçал республикăна 15 млрд. тенкĕрен кая мар укçа-тенкĕ явăçтарас тĕллев тăрать".
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакна та аса илтернĕ: республика бюджечĕ малтанхи пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ пулать, унта "Пĕрле пурăнмалла - пĕрле тумалла" халăх программин задачисене пурнăçлама укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
Республика бюджечĕн тăкакĕсем пĕрремĕш тĕрĕслевпе 2,9 млрд. тенкĕ ỹсеççĕ. 405 млн. тенкине Шупашкарта çĕнĕ шкул çурчĕ хăпартма яраççĕ. "Эпĕ пĕтĕмĕшле суммăна асăнатăп. Республика бюджетне тишкерсе тĕрĕсленĕ чухне асăннă тĕллевпе хамăрăн укçана 125,7 млн. тенкĕ тăкаклама пăхнă. Ку укçа-тенкĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем тума федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ явăçтарма май парать", - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.
153,3 млн. тенкине Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче регионсем хушшинчи "Worid Skilis" проект компетенци центрĕ тума каять. Республика Пуçлăхĕ Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Правительство членĕсемпе Чăваш Ене килсен колледжа çитсе курнине аса илтернĕ, çавăнпа Чăваш Енĕн те çĕршыври 6 регион шутĕнче асăннă проекта пурнăçа кĕртме хушма укçа-тенкĕ илес шанăç пур.
160 млн. тенкĕ сывлăх сыхлав объекчĕсем, çав шутра 100 млн. тенкине онкологи диспансерĕн хирурги корпусне тума уйăраççĕ.
"Аса илтеретĕп, онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусне тăвассине вĕçлеме пирĕн федераци бюджетĕнчен 363,5 млн. тенкĕ явăçтарма май килчĕ. Палăртатăп, енчен те республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ яман пулсан, объект халĕ 65-70 процент хатĕррисен шутĕнче пулмастчĕ, федераци бюджетĕнчен те çав укçа-тенке илме çăмăл килместчĕ. Эпир çĕнĕ корпуса ĕçе кĕртме сăмах панă. Оборудовани валли кăна 200 млн. тенкĕ параççĕ. Пирĕн онкологи диспансерĕн республикăри клиникин хăватне çулталăкра 5 пин операци тăвасси таран хăпартма майсем пулаççĕ", - уйрăммăн палăртнă Михаил Игнатьев.
Республика бюджетĕнчен 5 млн. та 300 пин тенкĕ Канаш хулинче тата 10 млн. тенкĕ Вăрнар поселокĕнче стадионсем тума яраççĕ.
Михаил Игнатьев республика бюджетĕнче яла ĕçлеме килекен çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене пулăшмашкăн та укçа-тенкĕ пăхса хăварнине каланă.
70 тата 80 çултан аслăрах ватăсене нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав взносĕ тỹлеме пулăшма 10 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.
Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн тăкакĕсем бюджета пĕрремĕш хут тĕрĕслесе йĕркеленĕ чухне 323,5 млн. тенкĕ ỹсеççĕ, çапла вара 3 млрд. тенкĕ ытла е умĕнхи çулхинчен 4 процент пысăкрах пулаççĕ. 2016 çулта çул-йĕр хуçалăхне аталантарма федерацин бюджетĕнчен 1 млрд. тенкĕ уйăрма шантараççĕ. Çакна шута илсен Çул-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 4 млрд. тенкĕ шайĕнче е 2015 çулхинчен 37 процент пысăкрах пулма тивĕç.
Пур шайри влаç органĕсен ертỹçисен тĕп задачи вăл - общество укçи-тенкипе эффективлă усă курасси, палăртнă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Уçă правительстви хак панă тăрăх Чăваш Республики пĕлтĕр "Граждансем валли бюджет" проектпа малти 9 регион шутĕнче пулнине аса илтернĕ.
"Пирĕн бюджет пур гражданшăн та уçă та ăнланмалла. Эпĕ хамăр умма лартнă тĕллевсене пурнăçласса шанса тăратăп. Правительствăра вăйлă команда йĕркеленнĕ, эпир федераци влаçĕн территорири органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пирĕнтен Чăваш Енре пурăнакансем результатлă ĕç кĕтеççĕ", - пĕтĕмлетнĕ регион Пуçлăхĕ.
Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан 70-ти тата 80-ри ватăсене тĕп юсав взносĕ тỹлеме социаллă пулăшу памалли Чăваш Республикин законĕн проектне сỹтсе явма тăратнă. Унпа 23 пин çыннăн усă курма право пур.
ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕ çинчен" Закона кĕртекен улшăнусем пирки тĕплĕ информаци тăратнă. Улшăнусене шута илсе Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕн параметрĕсем тупăшсемпе 34 млрд. та 530,5 млн., тăкаксемпе 37 млрд. та 297,3 млн. тенкĕ пулаççĕ.
Республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов чи кирлĕ законопроекта Патшалăх Канашĕн чи çывăх сессийĕнче пăхса тухасси çинчен пĕлтернĕ.
ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ялти шкулсене, уйрăммăн илсен, вĕсенчи спортзалсене, стадионсене, столовăйсене çĕнетессипе питĕ тимлĕ пулмаллине каланă. "Эпĕ ку тĕлĕшпе задача лартнă тата вăл çирĕп контрольте. Ялсенчи пур шкула та ăшă туалетсемпе тивĕçтермелле. Ку ыйтăва çулталăк çурăра татса памалла. Ачасем хăтлă условисенче пулма тивĕç", - тенĕ Михаил Игнатьев.
"Конвертпа", "сăрă схемăпа" ĕç укçи илекенсемпе çирĕппĕн ĕçлемеллине, ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине палăртнă Республика Пуçлăхĕ. Владимир Путин хăйĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче "сăрă ĕç укçи" çĕршыв экономикине пысăк сиен кỹрет" тенине аса илтернĕ Михаил Игнатьев.
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче 2016 çулта ЧР обязательнăй медицина страхованийĕн Территорири фончĕн бюджечĕн тупăшĕсемпе тăкакĕсене 0,3 процент ỹстерме палăртнă. Сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова законопроектпа "Земство тухтăрĕ" программăпа ỹсĕмĕпе 50 çула çитмен врачсене тỹлеме 36 млн. тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă. "Ку вăл 2016 çулта яллă тата вĕсемпе танлаштарнă вырăнсене 60 тухтăр яма май килет", - тенĕ вăл.
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çын пуçне тивекен пурăнмалли минимум виçине çирĕплетнĕ. 2015 çулхи 4-мĕш кварталта вăл 8 пин те 71 тенкĕпе танлашнă.
Пичете И.ГЛАДКОВ хатĕрленĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"