Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвартан упрар

18 марта 2016 г.

Тăвайри пушар чаçĕнче ĕçлекенсем вут-кăвар тухнă тĕслĕхсем тата вĕсен сăлтавĕсем пирки халăха пĕлтерсе тăраççĕ пулин те, ялсенчи хуралтăсенче тăтăшах "хĕрлĕ автан" ашкăнать.

Мунча кăмакисене тĕрĕс мар усă курнипе те тухать пушар, тата вĕсем юсавсăрринчен те килет инкек патне пырса тухасси. Çавăнпа кил хуçисен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Мунчана ытти хуралтăсенчен аяккарах вырнаçтармалла. Маччине типĕ шлак е çунман ытти япала хумалла. Тăррине те çунман япаласемпе витмелле. Кăмакапа йывăç стенасем хушши 13 сантиметртан кая пулмалла мар. Кăмакана тăмпа лайăх сĕрсе якатса тухмалла, çăварĕ умне вутă е çунакан ытти япала хурса ан хăварăр.

Хальхи вăхăтра нумайăшĕ шурă мунчасемпе усă курать. Мачча витĕр тухнă çĕрте мунча мăрйи кирпĕчрен пулмалла (38 сантиметр сарлакăш). Мунча тăрринчи мăрье хушшине хỹтĕлемелле. Йывăç каштасене е хăмасене лексе ан тăтăр мăрье. Лаçра выльăх валли апат пĕçеретĕр пулсан, хăвăрах пăхса тăрăр, пĕчĕк ачасене шанса ан парăр ку ĕçе.

Мунчари электролампăчкăсене ятарлă калпакпа е плафонпа хупăрламалла. Электропроводкăна кабельпе кĕртсен аван е вăл темиçе хутлă изоляциллĕ пултăр. Автоматлă предохранитель пулмалла мунча тулашĕнче. Вăл электропроводкăран пушар тухасран хỹтĕлĕ.

Н.ПАВЛОВ, Тăвайри пушар чаçĕн начальникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика