18 марта 2016 г.
Пуш уйăхĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ юнкун пирĕн республикăра, çав шутра - районта та. Унта ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Яковлев ертсе пыракан ушкăнпа "АККОНД" АО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, "Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ, "Шупашкарти элеватор" директорĕ А.Дмитриев, РФ Пенси фончĕн ЧР управленийĕн ертỹçин çумĕ В.Николаев, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ И.Архипов килнĕ.
"Акконд" АО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий ИВАНОВ ыттисемпе пĕрле районти активпа тата "Акконд-агро фирма" ХАОра ĕçлекенсемпе те тĕл пулнă, вĕсемпе пĕрлехи информацин кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе калаçнă. Пирĕн ыйтусем çине хуравлама та хирĕç пулмарĕ хисеплĕ хăна.
-Валерий Николаевич, пĕрлехи информаци кунĕнче çакă тĕп ыйту пулнă май, Чăваш Республикин 2015 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тата 2016 çулхи тĕллевсем пирки кĕскен мĕн каланă пулăттăр?
-Чăваш Ен, пĕтĕмĕшле Раççей Федерацийĕ пекех, ку чухнехи кăткăс условисенче те малалла аталанма вăй-хал çитерет. Тулашри санкцисем экономикăн хăш-пĕр ỹсĕмĕсен хăвăртлăхне вăхăтлăха чакараççĕ пулсан та, тепĕр енчен хамăрăн шалти ресурссене аталанма çĕнĕ майсем туса параççĕ, çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртме пулăшаççĕ. Чи пирваях 2015 çул пирĕншĕн республика бюджетне ăнăçлă пурнăçланипе, импорта улăштармалли таварсем туса кăларассине приоритет вырăнне хунипе, çĕнĕ производствăсем, технологи линийĕсем ĕçе кĕртнипе, хăватсене ỹстерсе пыма, малашлăха инвестицисем хывнипе, туса илекен продукцисен конкурентлăхне пысăклатса пынипе, промышленноç, строительство, ялхуçалăх отраслĕсен, инноваци технологийĕсен майĕсене аталантарса, социаллă пулăшăва сарса пынипе палăрса юлчĕ. Сăмахран, пĕлтĕр промышленноç производствин индексĕ 95,1 процентпа танлашнă пулсан, IV кварталта производство вăй илме тытăнчĕ, 2016 çулхи январьте вара промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çав уйăхрин 107,5 проценчĕпе танлашрĕ. 2015 çулта ВТБ 24 банкăн Сервис центрĕ, халăхсем хушшинчи АссоrHotels сечĕн "ibis" отелĕ, нумай функцильлĕ "Шупашкар. Арена" пăр керменĕ, "Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары" ООО, "Спектр НПП" ХАО, "Фросто" ООО уçăлнă, "Стройкерамика" (Улатăр районĕ) ООО, "Девелей" ООО, "Юрма" Агрохолдинг" ООО, "Ольдеевская" Агрофирма" ХАО, "Акконд" АО тата ыттисем хăйсен производство хăвачĕсене вăйлатма пултарнă.
2015 çулта Шупашкар хулинче индустри паркĕн инженери сечĕсене тăвассине вĕçленĕ. Икĕ çул хушшинче "Промтрактор" УАОна хирĕç çывăх вăхăтра ку чухнехи 10 промышленноç производстви ĕçлемелли промышленноç площадки туса хунă. Вĕсем ку чухнехи çĕнĕ йышши продукцисем кăларĕç. Хальхи вăхăтра, лайăх тимлеме ыйтатăп, Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле суммипе 270 млрд. ытла тенкĕлĕх пысăк эффективлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ 180 яхăн инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ.
Чăваш Енре 2015 çулта пур йышши çăлкуçсемпе усă курса пĕтĕмĕшле лаптăкĕпе 832,8 пин тăв.метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Эконом класлă çуртсем 399,7 пин тăв. метр (100,8 процент) ĕçе кĕртнĕ.
2015 çулта пур йышши хуçалăхсенче ку чухне вăйра тăракан хаксемпе пĕтĕмĕшле ялхуçалăх продукцийĕ 42,5 млрд. тенкĕлĕх туса илнĕ, индекс 107,9 (Раççейĕпе 103) процентпа танлашнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ сахал мар апат-çимĕç продукчĕн сутлăх хакĕсем чакнă. Тырă, çĕрулми, сĕт, аш-какай туса илесси ỹснĕ.
2015 çулта агропромышленноç комплексне пулăшса 2,8 млрд. тенкĕ бюджет укçи-тенки хывнă. Ку вăл 2014 çулхинчен 115,4 процент нумайрах.
2016 çулта та республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма производство, инноваци тата инвестици хăвачĕсемпе эффективлă та туллин усă курасса шанса тăратăп. Вăй хурса ĕçлемелле, пуçарулăхпа пултарулăха аталантарса пымалла, ресурссемпе тата майсемпе туллин усă курмалла. Хальхи вăхăтра акă Тăвай районĕнче 2016-2017 çулсенче хута ямалли Вырăс Сали çывăхĕнчи регион пĕлтерĕшлĕ автоçул çинчи кĕпере реконструкци тăвассипе ĕçе пуçăннă. Çакă пĕлтерĕшлĕ. Унăн тăршшĕ 1,105 км, хакĕ 92,32 млн. тенкĕлĕх.
-"Акконд" АО çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланмасăр тăма май çук, чĕрĕк ĕмĕр ытла ăна эсир генеральнăй директор пулса пултаруллă ертсе пыратăр, унăн нумай тĕрлĕ ассортиментлă пылак продукцийĕ чикĕ тулашĕнчи 20 патшалăха тата хамăр çĕршыва саланать. "Акконд" АО - республикăри агропромышленноç комплексĕн тĕп предприятийĕ, Раççей шайĕнче те чи ăнăçлă та кăтартуллă ĕçлекенсенчен пĕри. 2015 çул Сирĕн предприятишĕн те производство хăвачĕсене малалла ỹстернĕ çулталăк пулчĕ.
-Пирĕн коллектив чăнах та ĕçре пуян опыт пухнă, яваплăха туйса ĕçлет, çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртсе, пылак çимĕçсен ассортиментне хушса-пуянлатса пыма тăрăшать. Талăкра виççĕр тонна ытла продукци кăларатпăр. Телее, халăх ăна кăмăлласах туянать. Çакна эпĕ хамăр ĕçе ятарласа ырлас тесе каламастăп. Коллектив малашлăхпа пурăнать. 2015 çулта "Акконда" кĕрекен пур предприяти те пĕтĕм кăтартупа та тенĕ пекех ĕçре хастарлăх кăтартрĕ. Эпир 1994 çултанпа производство калăпăшне чакармасăр ĕçлесе пыратпăр. 2015 çулта кăна производствăна аталантарма 900 млн. тенкĕ инвестици хывма пултартăмăр. Ку ĕнтĕ хальхи условисенче те предприяти тикĕс ĕçлесе пыни çинчен калать. Иртнĕ çул вĕçĕнче бисквит цехĕн çĕнĕ линине ĕçе кĕртрĕмĕр. Ăна ĕçе кĕртме 170 млн. тенкĕне яхăн инвестици хывнă, çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума май пачĕ.
Анчах ку таранччен мĕн-мĕн тунипе кăна лăпланса ларасшăн мар эпир. Малашне те предприятире ĕç условийĕсене пурнăç ыйтнă пек çĕнетсе, производство хăвачĕсене, çимĕçсен ассортиментне тата вĕсен пахалăхне ỹстерсе пыма тимлетпĕр. Çак ĕçе предприятире ĕçлекенсем пурте хутшăнаççĕ. Вăй хумасăр, тухăçлă ĕçсĕр, пуçарулăхсăр нимĕн те ỹсĕнмест.
-Эсир, Валерий Николаевич, "Акконд-агро фирма" ХАОра ĕçлекенсемпе те тĕл пулнă пĕрлехи информаци кунĕнче...
- Унта эпир 2016 çулхи çуракине лайăх хатĕрленсе ирттермелли, тăрăшса ĕçлемелли, продукци ытларах туса илмелли çинчен калаçрăмăр. Республикăра кăçал 580 гектар (пĕлтĕрхин 101 проценчĕ) çинче тырпул туса илме планланă. Ку тĕлĕшпе усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртни те муниципалитетсен бюджетне пуянлатмалли пысăк ресурс шутланать. Ялхуçалăхне кăçал та патшалăх пулăшăвĕ параççĕ.
Тăвай районĕнче кăçал çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9210, çĕрулми 195, силослăх культурăсем 640 гектар тата курăксем акса çитĕнтерме палăртнă. Хамăрăн "Акконд-агро фирма" предприятире те ялхуçалăх культурисене, тĕпрен илсен, пĕлтĕрхинчен кая мар акса тума пăхнă. Вăрлăхсем пур, çитеççĕ, вĕсен пахалăхĕ начар мар. Куккурус вăрри 4 тонна çурă туяннă. Кĕçех топливо, минераллă удобренисем кỹрсе килеççĕ. Тăвай районĕнчи хăш-пĕр хуçалăхсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем удобренисем тата элита вăрлăхсем туянса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Вăхăтра хатĕр пулнине нимĕн те çитмест. Çураки вăл - чи лайăх та кĕске срокра туса ирттермелли хĕрỹ ĕç. Пысăк тухăçшăн тăрăшакан çĕр ĕçлекенсем çакна лайăх ăнланаççĕ, вăхăта усăсăр ирттермеççĕ.
И.ГЛАДКОВ калаçнă.
ВУТ-КĂВАРПА ШЫВ-ШУР СИЕН АН КỸЧЧĔР
Чăваш Республикин 2015 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене тата 2016 çулхи задачăсене сỹтсе явнă малтан пĕрлехи информаци кунĕнче. Пушар тухасран асăрханасси, çурхи ейỹ вăхăтне хатĕрленсе кĕтсе илесси, территорисене тасатса тирпейлесси, уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттересси пирки те калаçнă Шупашкартан килнисем район администрацийĕнче тăрăшакансемпе. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Анатольевич Ломоносов районăн социаллă пурнăçĕпе экономики кăçал икĕ уйăхра мĕнле аталанни пирки каласа кăтартнă, татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Алексей Николаевич Яковлев хăйĕн сăмахĕнче çуркуннепе çуллахи вăхăтра республика территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлени пирки те чарăнса тăнă. Вут-кăвар Чăваш Енри хуралтăсенче ытларах юсавсăр кăмакасемпе электрооборудованисенчен, çулăмпа асăрханусăр усă курнинчен, ỹсĕрле пирус туртнинчен тухнă.
Пирĕн районти Кушкă ялĕнчи кил-çуртра кăçал январь уйăхĕнче пуçласа пушар пулнă. Çав вăхăтра кил хуçи больницăра сипленнĕ. Унăн тăванĕсем виççĕн пулнă çуртра пушар хаярланса пынă вăхăтра. Умра вут-çулăм алхаснă пирки çынсем урама чỹрече витĕр тухнă. Çурта самаях сиенлесе хăварнă "хĕрлĕ автан". Пушар сăлтавĕ - кивĕ проводкăсемпе усă курни. Пĕчĕк шăрпăк пысăк инкек кăтартма пултарнине пурин те асра тытмалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - организацилессипе контроллес ĕçсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ В.Чайкин, "АККОНД" УО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, "Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ, "Шупашкарти элеватор" директорĕ А.Дмитриев район активĕпе тĕл пулнă асăннă кун. Унта районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, ялсенчи старостăсем, организацисен руководителĕсем хутшăннă. Валерий Николаевичпа Александр Иванович пĕрлехи информаци кунĕн темисене сỹтсе явнă, ыйтусем çине хуравланă. Районти депутатсен Пухăвĕн депутатне А.Морякова нумай ыйту пăшăрхантарать, çав шутра Тăвай енри çулсен пахалăхĕ начарри те. Ял хуçалăх предприятийĕсене транспорт налогне тỹлессинчен хăтарасси пирки сăмах пуçарчĕ В.Николаев фермер.
Ытти ыйтусем çине те тулли хурав панă Шупашкартан килнисем.
-Чăваш Енре тавралăха тасатас ĕçсем хăçан пуçланаççĕ-ши? - интересленнĕ Тăвайра пурăнакан.
-Çак сăваплă ĕçсене Чăваш Енре 260 пин ытла çын хутшăннă пĕлтĕр, пурĕ 1,1 пин шута илмен çỹп-çап купи пĕтернĕ. Йывăçсем лартнă, парксемпе аллейăсем тунă, чечексен клумбисем ăсталанă тата ытти те.
Пирĕн республикăри территорисене тасатмалли ĕçсене апрель-май уйăхĕсенче йĕркелĕç. Хăрăк йывăçсене, тĕмсене пирĕн районта та касĕç. Масарсене, асфальтлă çул хĕррисене тирпейлĕç, çуртсен фасачĕсене сăрлĕç, çăлкуçсене тасатĕç.
Кăçал Улатăр, Çĕрпỹ, Йĕпреç районĕсенче 20 шута илмен çỹп-çап купине тирпейленĕ, субботниксемпе экологи акцийĕсем ирттернĕ.
"Йывăç ларт та, ăна упра" акцие кăçал та йĕркелĕç. Çĕнĕ парксем, аллейăсем, симĕс зонăсем тума хатĕрленеççĕ çавна май.
Çакăн хыççăн ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Яковлев, "Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн çумĕ, "Шупашкарти элеватор" директорĕ А.Дмитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов Элпуç ял тăрăхĕнче, районти шкулсенче ĕçлекенсемпе калаçусем йĕркеленĕ, ыйтусем çине хуравланă. Кунта та районти çул-йĕре юсасси пирки сăмах пуçарнă.
Экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Берилло, РФ Пенси фончĕн ЧР пайĕн управляющийĕн çумĕ В.Николаев Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланнă.
"Кăçал çурхи ейỹ пысăк сиен кỹмест-ши çынсене?" - пулчĕ ыйту.
-Çурхи кунсенче, юханшывсем тулса, çыранĕсенчен тухса каяççĕ. Çывăхра вырнаçнă ялсем вара шыв варрине тăрса юлма пултараççĕ. Çутçанталăк пулăмĕ çынсене инкек ан кăтарттăр тесе, шыв-шур мĕнле вăйпа юхнине контрольте тытма ЧР Министрсен Кабинечĕ хушу кăларнă. ЧР çутçанталăк министерствин приказĕпе çурхи ейỹпе ĕçлекен комиссисем йĕркеленĕ. Районсенче вĕсен ĕç планĕсене çирĕплетнĕ тата ытти те. Çынсене, выльăхсене, япаласене шывран кăларассипе хăнăхмалли занятисем ирттереççĕ.
Çурхи ейỹ 6-7 çултан пĕр хутчен хăйĕн хаярлăхне кăтартни пирки палăртаççĕ. 2005 çулта, ак, 7 районта, уйрăмах Çĕрпỹ хулинче çурхи шыв самаях хур кăтартнă çынсене. 2012 çулта Улатăрти 410 çын пурăнакан 210 çурта шыв кĕнĕ, ейỹ 3,2 миллион тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Пирĕн районта пĕлтĕр çурхи шыв чиперех сăрхăнса пĕтнĕ.
Республикăри лару-тăрăва тĕпченĕ тăрăх кăçал юханшывсем тулса çыранĕсенчен шыв тухсан 55 ял, 2,2 пин çынлă 88 уйрăм çурт, Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕ çывăхĕнчи 0,1 километр чухлĕ автоçул, икĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объект шывпа сиенленме пултарĕç. Кăçал пурĕ 115 тăваткал километр чухлĕ çĕр лаптăкĕ, çав шутра 85 тăваткал метр чухлĕ ялхуçалăх пĕлтерĕшлисем, шыва кайма пултарать. Çурхи ейĕве хатĕрленсе ирттерсе яма тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Эппин, шыв-шур пире пысăк инкек кăтартмасăр юхса пĕтессе шанар.
Виççĕмĕш информушкăнри ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ И.Архипов, централизациленĕ библиотека системин директорĕ В.Павлов культура çурчĕн тата вулавăшăн работникĕсемпе калаçнă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче кăнтăрла хыççăн çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă Шупашкартан килнисем.
А.АЛЕКСАНДРОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"