04 марта 2016 г.
Ольга Голодец, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ:
"Чăваш Ен - тĕлĕнмелле лайăх регион. Вăл демографире тата социаллă политикăра пысăк çитĕнỹсем тума пултарчĕ. Çакна эпир 2015 çул кăтартăвĕсене сỹтсе явнă чухне те палăртнăччĕ. Регионта çын вилесси чакни сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç кăтартăвĕ. Чăваш Енре пĕчĕк ачасем вилессин шайĕ пĕчĕк пулнипе вара вăл тĕнчери чи лайăх кăтартусемпе танлашать. Çакă _ пысăк çитĕнỹ. Ку вăл пысăк калăпăшлă тата пĕлсе йĕркеленĕ ĕç. Раççей Федерацийĕнче кун пек кăтартусемпе камах мухтанма пултарĕ.
Эпир профессионалсене, хăйсен программине пурнăçа кĕртес текенсене тата вĕсене пурнăçлама пултаракансене яланах пулăшатпăр. Çавăнпа Чăваш Ен шкул вĕрентĕвне аталантармалли программăпа ĕçлеме хатĕррине пĕлтерсен эпир çак пуçарăва хаваспах йышăнтăмăр. Кăçал старт илекен асăннă проект вăй илессе, 10 çул хушшинче лайăх ĕçлесе, унăн кăтартăвĕсене регионта пурăнакан çынсем аван туйса илессе шансах тăратăп. Демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнни те чăнласах савăнтарать".
Чăваш Ене Раççей Правительствин Пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин Председателĕ Дмитрий Медведев килнĕ май асăннă партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, республикăри Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Николай Малов çапла комментари панă:
-Партин лидерĕ, Раççей премьерĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă тата Шупашкарта социаллă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.
Аса илтеретĕп: нарăс уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ "Единая Россия" партин ХV съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче Дмитрий Медведев Раççей çыннисене пулăшу памалли, экономикăна, унăн аталанăвне пулăшмалли мерăсем кăçалхи авăн уйăхĕнчи Дума суйлавĕсенче "Единая Россия" партин суйлав умĕнхи программине кĕрессине палăртрĕ. Программа докуменчĕ приоритетлă çул-йĕрсене çирĕплетет, унпа килĕшỹллĕн эпир хамăрăн çĕршыва аталантармалли задачăсене татса паратпăр, вĕсене мĕнле майпа тата хăçан пурнăçлассине палăртатпăр. Программăра çынсене пăшăрхантаракан чи тĕп ыйтусем çине хуравсем пулĕç, тенĕ парти Председателĕ.
Дмитрий Медведев, "Единая Россия" лидерĕ пулнă май, суйлав умĕнхи программăна туса хатĕрлекен комиссие ертсе пырать. Документа регионсен - партин регионти уйрăмĕсен, обществăлла организацисен, професси пĕрлешĕвĕсен, тата çавăн пекех малтанхи сасăлава хутшăнакан кандидатсен - сĕнĕвĕсене анлăн шута илсе хатĕрлеме палăртнă.
Сăмахсăрах паллă, Дмитрий Анатольевич съезд хыççăн регионсене тухса çỹрессине шăпах пирĕн Чăваш Ене килнинчен пуçлани питĕ савăнтарать. Федераци министрĕсем, регионсен пуçлăхĕсем, бизнес-пĕрлешỹ представителĕсем тата профсоюз организацийĕсем хутшăннă анлă канашлура чи актуаллă ыйтусене - ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тата халăхăн ĕçлевне пулăшу памалли мерăсене сỹтсе явнă.
Дмитрий Медведев кăçал валли социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне шанчăклă тивĕçтермелли ĕçсен Правительство планне алă пусни çинчен пĕлтерчĕ тата ĕçлеве пулăшма йышăннă хушма мерăсем çинчен каласа пачĕ: федераци бюджетĕнчен регионсене субсидисем пама 3 млрд тенкĕ уйăрма палăртаççĕ, тата 7 млрд тенкĕ питех те кирлĕ пулсан усă курма резервра тытаççĕ.
Халăха ĕçлев енĕпе пулăшассине, ĕçсĕрлĕхе сирсе яма мерăсем йышăнассине, экономикăн тĕп отраслĕсене - ялхуçалăхне, металлургие, хими промышленноçне, машинăсем тăвассине - пулăшу парассине пирĕн Партин суйлав умĕнхи программине кĕртессине шансах тăратăп.
(Хамăр инф.).
Источник: "Ял ĕçченĕ"