04 марта 2016 г.
"Ĕçчен çынра ĕç вĕрет" - теççĕ чăвашсем. Çак сăмахсене Вăтаялĕнче пурăнакан Черновсен çемйи çинчен каланă тесен те юрать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ахаль лармаççĕ вĕсем. Елизавета Никитичнăпа Герман Иванович çуллахи вăхăтра пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх, пыл хурчĕсем пăхаççĕ.
Хĕл кунĕсенче кил хуçи хĕрарăмĕн аллинче йĕппе çип хуçаланать: арлать, çыхать, тĕрлет. Ăна нихăçан та ахаль ларнине курма çук. Паллах, хăшне-пĕрне тăван-пĕлĕшĕсене парнелеме ăсталать, теприне вара - сутма. Унăн минтерĕсене ют çĕршыв çыннисем те куç хывнă. "Руç ăстисем" фестивале килнĕскерсем алă ăстин хатĕрĕсене хаваспах туяннă. Алса-чăлхана та эрешлесе çыхма кăмăллать вăл.
Районти пултаруллă алă ăстисемпе миçе хутчен Республика кунне хутшăнман-ши вăл? Кăçал та пысăк уяв валли ĕçсем хатĕрлесшĕн.
Елизавета Никитичнăпа Герман Иванович яланах пурнăç таппипе утса тăрăшаççĕ: хаçат-журнал çырăнса илеççĕ, кĕнекесем вулаççĕ. Кăçал тата Герман Ивановича "Çĕршыв чиккинче хурал тăнăшăн" медальпе наградăланă. Сăмах май каласан, вăл вăхăтра çĕршыв чиккинче 3 çул çурă службăра тăнă.
Икĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Черновсем. Халĕ вĕсен тăватă мăнук.
Чăннипех хастар, пултаруллă çак çемье. Ахальтен мар студент çулĕсене те пĕрлех такăрлатнă мăшăр. Иккĕшĕ те Чăваш ялхуçалăх академийĕнче вĕренсе тухнă, агроном специальноçне алла илнĕ.
Герман Иванович купăс калама ăста, Елизавета Никитична юрлама юратать. Ахальтен мар туслă мăшăр хăй вăхăтĕнче республикăра иртнĕ "Хăта-тăхлачă" конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. "Чи хастаррисем" номинацире палăртнă вĕсене.
Халĕ те Елизавета Никитична хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕсенчен аякра тăмасть: ĕçпе те, ырă сĕнỹсемпе те пулăшса пырать.
Л.СОКОЛОВА. Вăтаялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"