26 февраля 2016 г.
Районăн тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, район ĕçченĕсем 2015 çулта Тăвай енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе, халăхăн пурнăç шайне ỹстерессипе, вак тата вăтам предпринимательлĕхе вăйлатассипе, инвестицисем явăçтарассипе ĕçленĕ, социаллă сферăн ыйтăвĕсене татса панă, бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курма тăрăшнă.
Бюджета пурнăçлани
2015 çулта районăн пĕрлештернĕ (консолидациленĕ) бюджетне тупăшсем 259249,7 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, ку вăл планпа палăртнин 98,7 проценчĕпе танлашать.
Хамăрăн (налог тата налог маар) тупăшсем 53777 пин тенкĕ пухăннă, çав шутра налог мар тупăшсем - 7336 пин тенкĕ. Хамăр туса илекен тупăшсем енĕпе плана 102 процент пурнăçланă. Вĕсем пĕтĕм тупăшсен тỹпинче 20,7 процент йышăнаççĕ.
Çав вăхăтрах, 2014 çулхипе танлаштарсан, бюджета хамăрăн тупăшсем 10 процент е 6011 пин тенкĕ сахалрах кĕнĕ. Физически лицосен тупăшĕнчен налог илесси уйрăмах нумай - 18,8 процент е 6553 пин тенкĕ чакса кайнă. Çакă чылай сăлтавран килнĕ:
1) районăн пĕрлештернĕ бюджетне уйăрса паракан норматива 12 процент пĕчĕклетни (çавна май тупăшсем 5300,0 пин тенкĕ тухса ỹкнĕ);
2) районти организацисемпе предприятисен пĕтĕмĕшле ĕç укçи фондне 5 процент пĕчĕклетни;
3) хăш-пĕр ялхуçалăх предприятийĕсем тупăш тăрăх тỹлекен налогпа парăмра пулни ("Красная Чувашия" ЯХПК кăна 2016 çул пуçламăшĕ тĕлне 990,0 пин тенкĕ парăмра пулнă).
Çавăн пекех çĕр участокĕсем сутнинчен кĕрекен тупăшсем чакнă - 2 млн. та 399 пин тенкĕ е 44 процент. Ку вăл йышăнман çĕрсен чи пысăк пайне 2014 çулта сутнипе çыхăннă ("Акконд-агро фирма" ХАО 4 млн. ытла тенкĕлĕх туяннă пулнă).
Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкакĕсем 2015 çулта 257135 пин тенкĕпе танлашнă е ку енĕпе планпа палăртнин 97,2 проценчĕпе усă курнă.
Районăн 2015 çулхи пĕрлештернĕ бюджетне 2115 пин тенкĕ профицитпа пурнăçланă (планпа пăхнă дефицит 1850 пин тенкĕ. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕллевлĕ ĕçе кĕртмелли укçа-тенкĕн усă курса пĕтермен хисепĕ 2215 пин тенкĕпе танлашнă. Ăна кăçалхи январь уйăхĕнче Чăваш Республикин республика бюджетне тавăрса панă).
Тăвай районĕн 2016 çулхи пĕрлештернĕ бюджетне тупăшсем енĕпе 229385 пин тенкĕ суммăпа йышăннă. Хамăрăн тупăшсене кăçал валли 52604 пин тенкĕ планланă (пĕтĕм тупăшсен калăпăшĕн 22,9 проценчĕ. Ку вăл 2015 çулта хамăр туса илнĕ тупăшсенчен 1173,5 пин тенкĕ е 2,2 процент сахалрах. Хамăрăн тупăшсем чи малтанах çĕр участокĕсем сутнинчен 2346,5 пин тенкĕ сахалрах пырса кĕрессине планланă (2015 çулта - 3066,5 пин, 2016 çулта - 720,0 пин тенкĕ). 2016 çулта çĕр участокĕсем сутнинчен тупăшсем кĕрессине чакарни йĕркелесе çитернĕ йышăнман çĕр участокĕсене ĕçлеме пултаракан харпăрлăхçăсене, пуринчен малтан арендăна панипе çыхăннă.
Районăн 2016 çулхи бюджетне дефицитсăр йышăннă. Чи малтан тумалли тăкаксене пурне те тулли калăпăшпа кăтартнă.
Çакăнпа пĕрлех район бюджетне тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене малалла пысăклатмалли майсем пур, ку вăл пирваях вырăнти налогсем тĕлĕшпе татман парăмсене шыраса илнипе, ун пек парăмсен хисепĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 744 пин тенкĕ пухăнса кайнă.
Район бюджечĕн тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсен шайлашăвне тивĕçтерес тĕллевпе 2015 çулта район администрацийĕ çак ĕçсене туса ирттернĕ:
-налог хумалли базăна ỹстерме физически лицосен куçми пурлăхăн шута илмен 200 объектне кадастр учетне тăратнă. Хальхи вăхăтра шута илмен çавăн пек тепĕр 141 объекта кадастр учетне тăратмалла. Ку ĕçе 2016 çул вĕçĕччен туса ирттермелле;
-халăх ĕçсĕр шутланнă пек курăннине чакарас тата "сăрă" ĕç укçи илнине çиеле кăларас тĕллевпе çулталăк тăршшĕнче 205 ĕç хутшăнăвне легализациленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 2 рейд ирттернĕ, 9 организаципе предприятире пулнă. Вĕсемпе ĕç килĕшĕвĕ туман 3 ĕçлекене тупса палăртнă;
-йышăнман çĕрсене регистрациленĕ, усă курман муниципаллă пурлăха хыççăн приватизаци тума инвентаризаци тунă.
2015 çулта муниципаллă пурлăха приватизаци тумалли прогноз планне куçми пурлăхăн 10 объектне кĕртнĕ пулнă. Куçми пурлăхăн 9 объекчĕ (планăн 90 проценчĕ) тĕлĕшпе приватизаци условийĕсем пирки йышăнусем тунă, 6 объектне (планăн 60 процентне) сутнă.
Районăн муниципаллă пурлăхне приватизациленинчен 825 пин тенкĕ (планăн 102 проценчĕ) тупăш илнĕ. 2016 çулта куçми пурлăхăн 6 объектне приватизаци тумалла тата "ДЕЗ" МУПăн пĕр муниципаллă предприятине приватизацилемелле. Муниципаллă пурлăха приватизациленинчен 2016 çулта пĕр млн. тенкĕрен кая мар тупăш илме палăртнă.
Паянхи кун тĕлне районăн тата ял тăрăхĕсен муниципаллă харпăрлăхĕсене йышăнман çĕр пайĕсен 86 процентне йĕркелесе кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 4844 гектар йышăнакан 76 участокне (66 процент) кадастр учетне тăратнă. Эффективлă çĕр хуçисене 4720 гектар (97 процентне) панă. 2015 çулта пĕтĕмпе 1917 гектар йышăнакан 24 çĕр участокне арендăна панă тата пĕтĕмпе 246 гектар йышăнакан 3 участока харпăрлăха сутнă. Асăннă çĕр участокĕсене 2015 çулта арендăна тата харпăрлăха панипе çулталăкра 1 млн. та 907 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ. 2016 çулта йышăнман çĕр пайĕсене арендăна панипе тепĕр 400 пин тенкĕрен кая мар хушма укçа-тенкĕ кĕмелле. Йышăнман çĕр пайĕсене Чутей тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсенче регистрацилессине вĕçленĕ, 4 ял тăрăхĕнче çак ĕçе 86 процент ытла пурнăçланă, Тăрмăш (82,5 процент), Йăнтăрчă (78,6), Мучар (78,4) тата Тĕмер (63,1 процент) ял тăрăхĕсенче вара 86 процентран та каярах регистрациленĕ.
Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле 1862 тăв. м йышăнакан куçми пурлăхăн 15 объектне (100 проценчĕпе рынок хакĕпе) тата пĕтĕмпе 4937 гектар йышăнакан 192 çĕр участокне арендăна панă. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципаллă пурлăхпа тата çĕр участокĕсемпе усă курнăшăн аренда укçин парăмĕ 201 пин тенкĕ, çав шутра 39 пин тенкĕ пени пухăнса кайнă. Аренда укçине шыраса илес тĕллевпе тăватă организаци тĕлĕшпе (пурĕ 156,5 пин тенкĕлĕх) материалсене суда тăратнă, претензи ĕçĕн кăтартăвĕсемпе 44 пин тенкине ирĕккĕн тỹленĕ.
"Халăх инвентаризацийĕ" вăхăтĕнче тупса палăртнă стройка тумасăр усăсăр выртакан хуçасăр 16 çĕр участокĕнчен (пурĕ 2,5 гектар) 2 участокне аукциона сутлăх кăларма документсем хатĕрлеççĕ тата тепĕр 5 çĕр участокĕпе кăçал нумай ачаллă çемьесене тивĕçтерме палăртаççĕ. 6 участока сутнипе 300 пин тенкĕрен кая мар хушма укçа-тенкĕ кĕмелле.
Инвестици проекчĕсем
2015 çулта Тăвай енре 4 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ:
-"Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество сĕт цехне 30,2 млн. тенкĕлĕх пысăклатса çĕнетнĕ;
-С.Р.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ 200 пуç пăру вырнаçмалăх (смета хакĕ 28,2 млн. тенкĕ, çав шутран 22,6 млн. тенки кредит укçи-тенки) пăру вити тăвассине вĕçленĕ;
-О.С.Восторгин хресчен фермер хуçалăхĕ "Ялти усадьба" турист базине - унăн смета хакĕ 74 млн. тенкĕ - хута янă.
2015 çулта çемье выльăх-чĕрлĕх фермине аталантармалли ведомство тĕллевлĕ программăпа "100 пуçлăх пăру витине реконструкци туса çĕнетесси" бизнес-проектпа В.Г.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ 4,1 млн. тенкĕ çĕнсе илнĕ. Хуçалăхра палăртнă ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçланă.
Маларах асăннă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнипе çĕнĕ 38 ĕç вырăнĕ туса хунă.
Хальхи вăхăтра 13,1 млн. тенкĕ суммăлăх тепĕр икĕ çĕнĕ инвестици проекчĕпе малалла ĕçлеççĕ:
-Д.М.Антонов индивидуальнăй предприниматель 2,2 тоннăлăх пахча çимĕç хранилищи тăвать. Унăн пĕтĕмĕшле смета хакĕ - 11 млн. тенкĕ, паянхи куна ĕçе 55 процент пурнăçланă. 5 ĕç вырăнĕ туса хума палăртнă;
-С.В.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнче 120 пуç ĕне вырнаçмалăх витене реконструкци туса йĕркелеççĕ. Проектăн сметăпа пăхнă хакĕ - 6 млн. тенкĕ, çав шутран 2,1 млн. тенки - кредит укçи.
2016 çулта палăртнинчен:
"Акконд-агро фирма" ХАО смета хакĕпе 59,4 млн. тенкĕлĕх 360 пуçлăх пăру вити тăвасшăн. 6 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хума пăхнă.
Инвесторсене явăçтарас тĕллевпе район администрацийĕн сайчĕ çинче ирĕклĕ 8 инвестици площадки пирки информацисем вырнаçтарнă.
Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх
2015 çулта 31,976 млн. тенкĕлĕх çул-йĕр ĕçĕсем пурнăçланă.
Çак ĕçсене тунă:
-вырăнти пĕлтерĕшлĕ (районти çулсем) автомобиль çулĕсене пăхса тăнă - 101,36 км;
-вырăнти пĕлтерĕшлĕ "Аниш" - Нỹшкасси автомобиль çулне юсанă - 1,1 кмỸ6178,5 тăв.м.,
-ял тăрăхĕсен автоçулĕсене пăхса тăнă - 171,525 км;
-ял тăрăхĕсен сарман çулĕсене тỹрлетсе тăнă - 0,71 кмỸ2485 тăв.м.;
-картиш территорийĕсене юсанă - 1 картишỸ1421,85 тăв.м.;
-ялсемпе автомобиль çулĕсем тăвасси тата проектсем хатĕрлесси.
2015 çулта вăйра тăракан программăсемпе килĕшỹллĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатнă: 4 çын, 11 çамрăк специалист, виçшер ачаллă 2 çамрăк çемье. Нумай ачаллă пĕр çемье валли 3,4 млн. тенкĕлĕх пурăнмалли вырăн туяннă.
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр (хваттер) кирлĕ 580 çын учетра тăрать, çав шутран 376-шĕ - çамрăк çемьесем.
2015 çулта районĕпе пĕтĕмĕшле лаптăкĕпе 5,4 пин тăв.м пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.
Тăвай ялĕнче 12 хваттерлĕ пурăнмалли çурт тума тытăннă, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 740 тăв. метр, ăна кăçалхи виççĕмĕш кварталта хута яма палăртаççĕ.
2015 çулта çĕнĕ 2 фельдшерпа акушер пункчĕ çынсене йышăнма тытăннă.
Тăвай ялĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли 76 çурта газпа харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарнă. "УК Янтиковская" ООО нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрассипе тата юсассипе нумай ĕç тунă, çав тĕллевсемпе 982,0 пин тенкĕ тăкакланă. "Коммунальник" ООО ресурссемпе тивĕçтерекен предприятийĕ ĕçмелли шывпа тата ăшăпа тивĕçтерекен, канализаци тата йăлари хытă каяшсене пухакан объектсене туллин юсанă. Районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен çут çанталăк газĕпе те, электроэнергипе те, ĕç укçипе те, налогсемпе те парăмсем çук.
Кăçал пирĕн:
-Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тумалли программăна пурнăçлассипе (5 çуртăнне 2 млн. тенкĕлĕх электричество тытăмне юсассипе) ĕçлемелле;
-2016 çулхи январь вĕçĕнче "Тăвай ялĕнчи талăкра 500 кубла метр мăшкăлтăк шывне биологилле майпа тасатакан станци" тумалли проект документацине патшалăх экспертизинчен илме палăртаççĕ. Объект строительствин малтанлăха пăхнă хакĕ 34,0 млн. тенкĕ;
-Вырăс сали çывăхĕнче "Аниш" автоçулăн Тăм шывĕ урлă кĕпер каçăвне реконструкци тума пуçлаççĕ, вăл 1,105 км тăршшĕ. 92,32 млн. тенкĕлĕх, реконструкцие 2016-2017 çулсенче тăваççĕ;
-регион пĕлтерĕшлĕ автоçулсем çинче тĕп юсав тума палăртаççĕ: "Аниш" 50,62 млн. тенкĕлĕх 9,7 километр тата "Тăвай-Чутей-Кайпăç" 15 млн. тенкĕлĕх;
-вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен сийне тĕпрен юсамалла, пирваях пассажирсем турттаракан автоçулсене юсаса çĕнетни кирлĕ;
2015 çулта вак чуллă çыхăнуллă сийлĕ 8 автомобиль çулĕ тума пуçланă. 2016 çулта тепре тума планланă. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 17095,1 пин тенкĕпе усă курнă, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 10784,8 пин тенкĕ; республика бюджетĕнчен - 4945,2, вырăнти бюджетран - 1365,1 пин тенкĕ.
Вĕрентỹ
Юлашки çулсенче вĕрентỹ тытăмĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Халĕ ача сачĕсенче черет çук, ку ыйтăва татса панă. Районта ачасем çулталăк çурăран пуçласа кăмăл пулсан пурте ача сачĕсене çỹреме пултараççĕ.
Районта 20 вĕрентỹ учрежденийĕ ĕçлет, вĕсенчен 10-шĕ - пĕтĕмĕшле пĕлỹ параканни, 7-шĕ - шкулчченхи вĕрентỹ учрежденийĕсем, 3 учрежденийĕнче хушма пĕлỹ параççĕ. Пĕлтĕр вĕренỹ учрежденийĕсене оптимизацилессипе малалла ĕçленĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче 1600 ача вĕренет.
2014-2015 вĕренỹ çулĕн итогĕсемпе Тăвайри вăтам шкул Раççейри ялсенчи чи лайăх 200 шкул шутне кĕме тивĕçлĕ пулнă.
Çитес çулсенче районти вĕрентỹ тытăмĕн аталанăвĕнче çак ыйтусем приоритетлă пулса тăраççĕ:
-профильлĕх тата уйрăммăн аталану майĕсемпе усă курса шкул ачисен вĕренỹ пахалăхĕпе эффективлăхне ỹстересси;
-ỹсĕмĕпе çулталăк çурăран пуçласа ачасене шкулчченхи вĕрентỹ программисене ытларах явăçтарасси, çав тĕллевпе Элпуçĕнчи тата Чутейри вăтам шкулсенче хальхи кĕске вăхăтлăх ушкăнсем вырăнне шкулчченхи ушкăнсем уçмалла;
-шкулсене çамрăк педагогика кадрĕсем килме условисем туса парасси;
-вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине малалла çирĕплетсе пырасси, Мучар шкулĕн çĕнĕ çуртне тăвасси.
Культура
2015 çултанпа районта 2 культура учрежденийĕ ĕçлет, вĕсем 26 клуба, 18 библиотекăна, 2 музее, культура еткерлĕхĕн 13 объектне пĕрлештерсе тăраççĕ. Çичĕ культура учрежденине çĕнетсе лайăхлатнă. Культура учрежденийĕсенче 71 ĕçчен тăрăшать.
Физкультура тата спорт
2015 çул итогĕсемпе районта 5806 çын спорта вĕçĕм хутшăнать, унпа тимлет, ку вăл халăхăн 38 проценчĕ. Спортпа туслисен хисепĕ çултан çул ỹссе пырать.
Ялхуçалăх аталанăвĕ
Ял хуçалăхĕ, агропромышленноç комплексĕ район экономикинче тĕп вырăн йышăнаççĕ. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 11 ял хуçалăх предприятийĕ, çав шутра 6-шĕ - ял хуçалăх производство кооперативĕсем, тулли мар яваплăхлă 4 общество, 1 хупă акционерлă общество, 35 хресчен фермер хуçалăхĕ тата 7078 харпăр хăй хушма хуçалăхĕ ĕçлеççĕ. 2015 çулта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 14667 тенкĕпе танлашнă. Ỹсĕм умĕнхи çулхи шайран - 114 процент.
Çĕр ĕçĕ. 2015 çулта районти пур йышши хуçалăхсенче 20,0 пин тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, ку вăл 2014 çулхин 118,5 проценчĕ, 14,1 пин тонна (98,2 процент) çĕрулми, 5,2 пин тонна е умĕнхи çулхин 106,1 проценчĕ чухлĕ пахчаçимĕç пухса кĕртнĕ.
2016 çулта 20 пин тоннăран кая мар тырă, 14,5 пин тонна çĕрулми, 5,3 пин тонна пахчаçимĕç туса илме палăртса хунă.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Малтанхи даннăйсем тăрăх, 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур йышши хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 7527 пуç е умĕнхи çулхин 108,5 проценчĕ чухлĕ, çав шутран ĕнесем 3383 пуç (101,6 процент) пулнă.
2015 çулта пур йышши хуçалăхсенче чĕрĕ виçепе 1,2 пин тонна выльăхпа кайăк-кĕшĕк (2014 çулхин 92,4 проценчĕ) çитĕнтернĕ. Сĕт туса илесси районти пур йышши хуçалăхсенче 17,1 пин тоннăна (2014 çулхи шайăн 104,9 проценчĕ) çитнĕ. Продуктивлăх ỹснĕ - 2015 çулта районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 5116 килограмм (2014 çулхин 105,6 проценчĕ) сĕт суса илнĕ.
2016 çулта ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсем умĕнче выльăхсен, пуринчен малтан ĕнесен, йышне упраса хăварас тата сĕт туса илессине 2015 çулхипе танлаштарсан 102,5, аш-какайпа 100,6 процента çити ỹстерес тĕллев тăрать.
Промышленность
Иртнĕ çулта промышленноçра хамăр туса илнĕ продукцие тиесе ăсатнин калăпăшĕ 935,2 млн. тенкĕпе е 2014 çулхин 107,6 проценчĕпе танлашнă.
Вак суту-илỹ çаврăнăшĕ 2015 çулта 257,6 млн. тенкĕне çитнĕ, ỹсĕм - 9,8 процент, тỹлевлĕ услугăсемпе 84,4 млн. тенкĕлĕх е умĕнхи çулхинчен 4,1 процент ытларах тивĕçтернĕ, обществăлла апатлану 3,4 млн. тенкĕлĕх (103 процент) тупăш тунă.
Пысăк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсем 2015 çулта кашни уйăхра вăтамран 15942 тенкĕ ĕçлесе илнĕ е ĕç укçи умĕнхи çулхинчен 1,8 процент хăпарнă.
Вак тата вăтам предпринимательлĕх
Çĕршывра, çав шутрах пирĕн районта та, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çине пысăк тимлĕх хураççĕ.
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 316 (умĕн 286) вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ ĕçленĕ.
Вак тата вăтам бизнесра пĕлтĕр уйăхри ĕç укçи 2,3 процент ỹснĕ, вăтамран 15052,3 тенкĕ илнĕ.
Нумай ачаллă çемьесене - çĕр участокĕсем
Районта нумай ачаллă 106 çемьене тỹлевсĕр çĕр участокĕсем илме учета тăратнă. Паянхи куна вĕсенчен 59-шне (56 процент) çĕр участокĕсем панă.
Çак тĕллевпех районта Тăвай ялĕн чиккисене 51 гектар таран сарса пысăклатас ĕç пырать.
2016 çул вĕçлениччен нумай ачаллă çемьесене пурне те çĕр участокĕсемпе тивĕçтерме палăртнă.
Патшалăх тата муниципалитет услугисем парасси
Районта хальхи вăхăтра патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тăватă чỹрече тивĕçтерет. Çулталăк пуçланнăранпа услугăсем илме 5055 çын заявленисем панă. Пĕр кунта пĕр чỹрече вăтамран 15,1 заявлени йышăннă.
2016 çулхи март уйăхĕнче патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтерме тепĕр чỹрече уçма йышăннă.
Муниципале туянусем
44-ФЗ номерлĕ Федераллă закона пурнăçа кĕртсе 2015 çулта районта 93,1 млн. тенкĕлĕх 1425 туяну тунă.
Муниципаллă туянусемпе бюджет эффективлăхĕ 4,6 млн. тенкĕпе (7,2 процент) танлашнă.
Сывлăх сыхлавĕ
Районти халăха "Тăвайри тĕп район больници" бюджетлă учреждени сменăра 200 çын йышăнма пултаракан поликлиникăпа пĕрле тата талăкĕпе сипленмелли 50 койка фончĕпе, кăнтăрлахи уйрăмри 22 койкăпа, кăнтăрла выртса сипленмелли 2-шер койкăллă пĕтĕмĕшле врач практикин 7 уйрăмĕ, 16 фельдшерпа акушер пункчĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 248 çын, çав шутра 40 врач тата 124 вăтам медработник тăрăшать.
2527 çын (96,2 процент) диспансеризаци, 9554 çын (99,5 процент) флюорографи тĕпчевĕ витĕр тухнă.
Врачсен уйăхри вăтам ĕç укçи - 22583 тенкĕ, вăтам медперсоналăн - 12758, кĕçĕн медперсоналăн - 9011 тенкĕ.
Демографии лару-тăрăвĕ
Районти демографи лару-тăрăвне илес пулсан, 2015 çулта 214 ача çуралнине регистрациленĕ, умĕнхи çул - 243. Пĕлтĕр 261 çын е умĕнхи çулхинчен 14 çын сахалрах вилнĕ. Пурнăçран 133 арçын тата 128 хĕрарăм уйрăлса кайнă, арçынсем вăтамран 63-ре, хĕрарăмсем 76 çулта пулнă.
Районĕпе вилесси çуралнинчен 1,2 хут пысăкрах.
ЗАГС органĕнче 2015 çулта 90 мăшăр çемье чăмăртанине регистрациленĕ, çав вăхăтрах уйрăлакансем 42 пулнă. 2014 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр мăшăрланакансем 37 тата уйрăлакансем 2 чакнă.
Ĕç рынокĕ, халăха ĕçпе тата пенсипе тивĕçтерни
Çынсем ĕçлеме пултарни, вĕсемшĕн лайăх тỹлевлĕ ĕç вырăнĕсем пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен служба даннăйĕсем тăрăх, 2016 çул пуçланнă тĕле районта регистрациленĕ ĕçсĕр çынсем 32-н (2014 çулта - 43-н) пулнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ ĕçлеме пултаракан çынсен хисепĕпе танлаштарсан 0,3 (умĕнхи çул - 0,48) процентпа танлашать. 2015 çулта 784 çынна ĕçе вырнаçтарнă.
2015 çулта пĕр ĕçсĕр гражданина хăйне валли ĕç йĕркелесе яма 58,8 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă.
Раççейри Пенси фончĕн районти управленийĕнче 4913 пенсионер шутланать. Вĕсенчен 4048-шĕ ватлăх ĕç пенсийĕ, 198-шĕ инвалидлăхпа, 132-шĕ тăрантаракана çухатнипе пенси илсе тăраççĕ. Районта ватлăхри ĕç пенсийĕн вăтам виçи 10364 тенкĕпе танлашать.
Пур шайри влаç органĕсен ĕçĕнче те халăха социаллă хỹтлĕх парасси приоритетлă пулса тăрать. Тăвай районĕн халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайĕ 2015 çулта халăха пĕтĕмĕшле 85,7 млн. тенкĕлĕх пулăшу панă.
44 çемьене республикăн амăшĕн капиталне илмелли сертификатсем парса тивĕçтернĕ.
Пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă услугăсемшĕн тỹлеме 278 çемьене 1,540 млн. тенкĕлĕх субсидисем парса пулăшнă.
Çулталăкра сипленсе сывалма 9 путевка панă.
306 çынна "Ĕç ветеранĕ" ят панă, çав шутран ĕç стажĕ çитнипе - 259 çынна.
Преступноçа хирĕç - профилактика ĕçĕ
Профилактика ĕçĕсене тĕллевлĕ пурнăçласа пынине тата общественноç активлăхĕ ỹссе пынипе 2015 çулта районта преступноçа кăштах (94-ран 89-а çити) чакарма май килнĕ. Ỹсĕрле преступлени тăвакансен хисепĕ 50-ран 40 çити чакнă. Çул çитменнисем ырă мар ĕç тăвасси тăваттăран икке юлнă. Çав вăхăтрах экономика енлĕ преступленисем кăштах ỹснĕ, çиччĕрен тăххăра çитнĕ.
Уйрăм йывăрлăхсене пăхмасăрах, 2015 çул районшăн тĕпрен илсен ăнăçлă пулнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"