20 февраля 2016 г.
Пирĕн районти Пĕрлехи информаци кунĕ район администрацийĕнче тăрăшакансемпе калаçу йĕркеленинчен пуçланнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва сỹтсе явнă вĕсем малтан.
РФ пенси законодательствинчи улшăнусем пирки калаçнă.
Чăваш Ен территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма кирли çинчен те сăмах пынă.
ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, культура, наци ĕçĕсен, архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Иван Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, район прокурорĕ Оксана Ястребова Тăрмăш ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Алексей Николаевич çынсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав панă, хăш-пĕрисене контроле илнĕ.
Организацилессипе контроллес ĕçсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторĕ Андрей Симуков Тушкилти ял тăрăхĕн сотрудникĕсемпе, вăтам шкулта ĕçлекенсемпе тата вĕренекенсемпе калаçнă, вĕсен кăмăл-туйăмĕсемпе интересленнĕ.
Пурнăçри тивĕçтерỹ ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри профсоюзсен Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Эдуард Иванов, строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче пулнă. Йăнтăрчă, Тенеяль, Улянкă ялĕнчи çынсемпе Пĕрлехи информаци кунĕн темисене тĕплĕ сỹтсе явнă, ыйтусем çине хуравланă, вăтам шкулти ĕçсемпе паллашнă.
"Чăваш наци музейĕ" учрежденийĕн директорĕ Ирина Меньшикова, "Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ, "Шупашкарти элеватор" директорĕ Александр Дмитриев, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов Мучар ял тăрăхĕнчи пурнăçпа тĕплĕн паллашнă. Информаци кунĕн темисене хускатнă вĕсем çынсемпе, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăнă, ыйтусем çине хуравсем панă.
Шупашкартан килнисем юлашкинчен район администрацийĕн çуртĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Алексей Яковлев, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ, Тăвай ене килнĕ информушкăн ертỹçи:
-Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче республикăра физкультурăпа спорта аталантарасси, çак никĕс урлă çынсен сывлăхне тата сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Спорт инфратытăмне аталантарма 6 млрд. тенкĕ ытла хывнă. "Эпир физкультурăпа спорт сферине инвестицисем Раççей Федерацийĕн чи нумай хывакан пилĕк субъекчĕ йышне кĕретпĕр. Ачасен, çавăн пекех пирĕнпе сирĕн те спорта чун туртнипе те, професси шайĕнче те хутшăнма майсем пур", - палăртнă хăйĕн Çырăвĕнче регион ертỹçи. Физкультурăпа спорта аталантарассишĕн, ăна халăх хушшинче анлă сарассишĕн чăннипех те нумай тăрăшать Михаил Васильевич. Акă "Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссем тăвасси" социаллă проект шайĕнче республикăра 50 ытла спорт сооруженийĕ тунă тата юсаса çĕнетнĕ. Тĕрĕс кăтартса пачĕ хăйĕн Çырăвĕнче республика Пуçлăхĕ: спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн кăмăлне çирĕплетет, вăй-хал кỹрет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет. Физкультурăпа спорта явăçнă çын çаксене хăех туйса илет, хăйне лайăхрах туйма, нихçанхинчен ытларах хаклама тытăнать. Çакна иртнĕ вырсарникун Чăваш Енре "Раççейри йĕлтĕр йĕрĕ-2016" массăллă чупăва 56 пин çын хутшăнни те аван кăтартса парать. 2015 çулта кăна 64 спортсмен Раççей спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Кăтартусем тата лайăхрах пулччăр тесен, хальхи йышши спорт керменĕсем те йышлăрах кирлĕ. Çакна регион ертỹçи лайăх ăнланать, ахальтен мар ĕнтĕ республикăра юлашки çулсенче спорт объекчĕсем çине-çинех уçăлаççĕ. Ку вăл çынсене савăнтармасăр тăма пултараймасть, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех вĕсен ырлăхĕшĕн пулса пырать. Çĕннисенчен пĕри - "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕ. Вăл пĕрре те пушă тăмасть халĕ, унта тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Кăçалах Чăваш Енре Раççей шайĕнче ĕçлекен биатлон тата маунтинбайк центрĕсем уçăлмалла. Малашне республикăра ку чухнехи шкулсем тунă май, спортзалсем те вĕсене тивĕçтерекеннисем пулĕç.
Республика Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче строительство, промышленноç, ял хуçалăхĕ, спорт çинчен те, ытти сфера пирки те нумай каларĕ. Пурнăçра пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă. Спорта илес пулсан, пирĕн республикăра пĕлтĕр те пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем иртрĕç. Çав шутах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнира та асăнмалла. Унта тĕнчери чи паллă спортсменсем пухăнчĕç. Вĕсем çакăн пек пысăк шайри ăмăртусем Раççейре çеç мар, тĕнчере те сахал пулнине каларĕç.
Александр Дмитриев, "Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ, "Шупашкарти элеватор" филиал директорĕ:
-Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвне республикăра пурăнакансем хапăлласа йышăнчĕç. Хăйĕн Çырăвĕнче Михаил Васильевич республикăра юлашки çулсенче тунă ĕçсене, регионăн экономикăпа социаллă аталанăвне тарăннăн тишкернипе пĕрлех Чăваш Енĕн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсене, малашнехи аталанăвăн чи актуаллă задачисене, конкретлă ĕçсемпе тĕллевĕсене палăртрĕ. Эпир хамăр пуçланă ĕçсене малалла тăсатпăр, вĕсене тата лайăхрах пурнăçлама тăрăшатпăр. Çавăн пек ĕнтĕ вăл малалла каясси.
Михаил Васильевич хăй вăхăтĕнче чылай çул хушши ял хуçалăх министрĕнче ĕçленĕ, çавăнпа асăннă отрасль нушисемпе майĕсене, резервĕсене лайăх пĕлсе тăрать, отрасле, ялти пурнăç йăли-йĕркине аталантарма пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна эпĕ, "Чăвашçăкăрпродукт" УАО тытăмĕнче ĕçленĕ май, уçăмлă курса тăратăп.
Михаил Игнатьев производство калăпăшĕпе эффективлăхне ỹстерес, ялти пурнăç йĕркине упраса хăварас тата çĕнетсе-лайăхлатса пырас тĕллевпе ялта тавар туса илекенсене пулăшу парассине республикăшăн приоритетлă шутлать. Аграрлă сектора патшалăх пулăшăвĕ парасси çуллен ỹссе пырать. Çакă вăл, кирек епле пулсан та, питĕ лайăх. Аграрисем пĕлтĕр республика тата Федераци бюджечĕсенчен 2,8 млрд. тенкĕ илнĕ, ку вăл 2014 çулхинчен 15,4 процент нумайрах. 2016 çулта та, Çырура çапла палăртнă, тĕп пулăшу майĕсене пур хуçалăх формипе ĕçлекенсем валли те сыхласа хăварнă. Эпир хамăрăн продукципе шалти рынока хамăрах нумай енĕпе туллин тата ытлашшипех тивĕçтерме пултаратпăр, çав тĕллевпе ĕçлетпĕр те. Туса илнĕ продукцие упрассипе, ĕçлесе хатĕрлессипе тата продукцие сутлăха кăларассипе те ытларах ĕçлеме тытăннă республикăра.
Источник: "Ял ĕçченĕ"