12 февраля 2016 г.
Февралĕн 9-мĕшĕнче "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" кăçалхи ыркăмăллăх марафонĕ старт илнĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти сусăр ачасем вĕренекен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта асăннă марафон оргкомитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Пĕтĕм Раççейри "Раççей ача фончĕ" обществăлла ыркăмăллăх Фончĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Юрий Кислов, ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Çĕнĕ Шупашкар хулин ертỹçисем тата ытти официаллă çынсем хутшăннă.
Михаил Игнатьев ыркăмăллăх марафонне хăйсен тỹпине хывакан çынсене пурне те тав тунă. "Эпир предприятисен ертỹçисене, предпринимательсене социаллă енлĕ бизнесшăн тав тăватпăр. Чун-чĕри хушнипе яваплă миссие пурнăçлакан, хăйсен укçи-тенкине ыркăмăллăх фондне куçарса паракансене пурне те тỹрĕ кăмăлтан тав, - тенĕ республика Пуçлăхĕ. -Хăйĕн çĕршывне юратакан, хăйĕн несĕлĕн йăли-йĕркисене хисеплекен çын Раççейĕн тата республикăн ăнăçлă пуласлăхне туптать. Патриотлăх пире пурне те наци идейисемпе пĕрлештерсе тăрать".
2015 çулта марафона 1 пин те 674 çын хутшăннă, пухмача 7 млн. та 129 пин тенкĕ хывнă.
Çĕнĕ Шупашкарти сусăр ачасем вĕренекен пĕтĕмĕшле вăтам шкул паян асăннă хулари вĕрентỹпе культура попечителĕсен Пĕрлешĕвĕнчен кăна 50 пин тенкĕ укçа илнĕ. Унпа вĕренỹ кабинечĕсене юсама усă курĕç.
Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравласа республика Пуçлăхĕ хăй те, тата çавăн пекех патшалăх, муниципалитет служащийĕсем те çулленех ĕç укçин пĕр пайне марафонăн расчет счечĕ çине куçарса панине каланă.
"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонĕ Чăваш Енре 20 çул пырать. Юлашки виçĕ çулта пĕтĕмĕшле 25 млн. тенкĕ ытла пухăннă. Марафона кашниех хутшăнма пултарать. Çак тĕллевпе çыхăнмалли адрес: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт, тел: (8352) 62-89-42. Марафона пулăшса укçа-тенкĕне фондăн расчет счечĕ çине куçарма май пур: Получатель: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд". ИНН 2128005408, КПП 213001001, Расчетный счет №40703810075220 160067. В Отделение №8613 Сбербанка России г.Чебоксары, БИК 049706609, кỸс 30101810300000000609.
Источник: "Ял ĕçченĕ"