12 февраля 2016 г.
Пĕтĕм тĕнчери усал шыçă чирĕсемпе кĕрешмелли уйăхлăх пырать республикăра. Вăл нарăсăн 4-27-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче иртет. Республикăри онкологин клиника диспансерĕ амака маларах тупса палăртас, ку енĕпе çынсен теветкеллĕхне ỹстерес тĕллевпе профилактика акцийĕсем йĕркелет.
Усал шыççа маларах тупса палăртас тĕллевпе Республикăри онкологи клиникин диспансерĕн врачĕсен консультаципе диагностика йышăнăвĕн ушкăнĕ хулари 7-мĕш больницăра (13-мĕшĕнче), Хулари клиника центрĕнче (19-мĕшĕнче), Хулари 2-мĕш больницăра (20-мĕшĕнче), Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче (26-мĕшĕнче) 8.00-14.00 сехетсенче пациентсене йышăнать. Унта пымашкăн сиплев учрежденийĕсен регистрацийĕсене маларах çырăнмалла.
Нарăсăн 6-мĕшĕнче Шупашкар кỹлмекĕн хĕрринче "Тухтăрпа уçăлса çỹрени" сиплев акцийĕ иртрĕ. Республикăри клиника больницин диагностика центрĕнче (Мускав проспекчĕ, 19Ỹ4-мĕш çурт) нарăсăн 7-мĕшĕнче онкологи ыйтăвĕсемпе Евразин улттăмĕш семинарĕ ĕçлерĕ: усал шыçăран сиплессипе çыхăнман специалист-тухтăрсем чире аталанăвăн малтанхи тапхăрĕнче тупса палăртасси тата диагностикăласси çинчен канашларĕç.
Уйăхлăх онкологи диспансерĕнчи уçă алăксен кунĕпе нарăсăн 27-мĕшĕнче вĕçленет.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕ Сергей Агафонкинăн шухăшĕпе, мероприятисен тĕллевĕ - çынсене усал шыçă пуласран асăрхаттарасси, онкологипе çыхăнман специальноçлă тухтăрсен малтанхи диагностика ыйтăвĕсем тĕлĕшпе çыхăннă пĕлĕвне ỹстересси.
Пирĕн районта та усал шыçă чирĕпе аптăракансем çук мар. Вĕсем учетра тăраççĕ, сыватмăшсенче сипленеççĕ, шанчăка çухатмаççĕ. Рак серепине кĕрсе ỹкес мар тесен вара ỹпкепе карланкă, хырăмлăха тата ытти органсене тĕрĕслеттерсех тăрăр тухтăрсене. Сывлăхăр çирĕп пултăр.
О.ДМИТРИЕВА, врач-онколог.
Источник: "Ял ĕçченĕ"