Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тачă çыхăнса ĕçлемелле

26 марта 2013 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Наркотиксене хирĕç кĕрешекен районти комиссин ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем – сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсемпе шалти ĕçсен пайĕн органĕсен наркотикла хатĕрсемпе психотроплă япаласемпе усă курассине, вĕсемпе сутă тăвассине хирĕç пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси; Чутей ял тăрăхĕнчи профилактика совечĕ, культурăпа кану учрежденийĕсем сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе мĕнле ĕçлени.
Районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Борис Борисов 2012 çулта çÿлерех асăннă ыйтупа мĕнле ĕçлени, умра тăракан задачăсем çинче чарăнса тăнă. Наркотикла хатĕрсемпе туслашас сĕмлĕ çынсене тупса палăртас, çак сиенлĕ йăла ан сарăлтăр тесе правăна сыхлакан структурăри сотрудниксемпе вĕренÿ йĕркеленине пĕлтернĕ.
Диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ Валентина Белова пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче психоактивлă веществосемпе усă курассине хирĕç кĕрешнĕ чухне профилактика ĕçĕнче ачасемпе, педагогика коллективĕпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тачă çыхăну тытса, килĕштерсе ĕçлени тĕп вырăнта пулмалла, тенĕ.
Тăвайри больницăн тĕп врачăн çумĕ Татьяна Игнатьева районти наркологи тĕлĕшĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă.
Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Куприянова профилактика совечĕ ăнăçсăр çемьесемпе, учетра тăракан çул çитмен çамрăксемпе, йĕркелĕхе пăсакансемпе ĕçленĕ чух профилактика субъекчĕсене явăçтарни çинчен каланă. Çавăн пекех культурăпа кану учрежденийĕсенче наркомание, алкоголизма, табак туртнине хирĕçлесе тăтăшах тематика мероприятийĕсем ирттерни çинче чарăнса тăнă.
Ларăва комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Вăл профилактика ĕçне вăйлатас енĕпе тăракан çивĕч ыйтусене çĕкленĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.Борисов.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика