05 февраля 2016 г.
Преступноçа хирĕçле ĕçе координацилес тĕллевпе районти прокуратурăра патшалăх тата муниципаллă служба ĕçĕнчи, коррупципе тата йĕркеленнĕ преступноçпа кĕрешмелли законодательствăсене пурнăçланин ыйтăвĕсемпе ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ.
Ларура 2015 çулхи ĕç итогĕсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ.
Прокуратурăра, полици уйрăмĕнче, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен пĕрлехи тĕрĕслевĕсенче муниципаллă учрежденисен ертỹçисем тупăшсем çинчен сведенисем тăратассине кирлĕ пек пурнăçламан тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çавна май ĕç ушкăнĕн членĕсем район администрацийĕн никĕсĕ çинче тупăшсемпе тăкаксем çинчен сведенисем тăратас ыйтусемпе 2 семинар занятийĕ ирттернĕ. Муниципаллă служащи валли коррупцие хирĕçле никĕссен пĕрлехи астумалăх çырнине те туса хатĕрленĕ.
Çакăнсăр пуçне пĕрлехи тĕрĕслевсен результачĕсем тăрăх коррупци тĕллевлĕ (бюджет укçи-тенкине вăрлани) 2 уголовлă ĕç пуçарнă. Район прокуратурин тавăçĕсемпе суд килĕшнĕ, бюджет уссине пĕтĕмĕшле 900.000 тенкĕ шыраса илсе панă. Производство пурнăçа кĕнине прокуратура контроле илнĕ.
Штрафсем шыраса илес проблемăсене те тĕплĕ тишкернĕ. Суд приговорĕсем, йышăнăвĕсем вăя кĕнĕ хыççăн çирĕплетнĕ суммăсем бюджета кĕрессине тивĕçтерме мерăсем йышăннă.
Коррупци сĕмлĕ тĕслĕхсене тупса палăртма кăçалхи I кварталти пĕрлехи тĕрĕслевсене те палăртса хунă.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"