10 февраля 2016 г.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалланă викторинăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Çывхаракан çыравпа хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслесе парнеллĕ пулма çитĕннĕ кашни çынах пултарать.
Вĕсен www.vshp2016.ru адреспа сайт çинче регистрациленмелле. Кашни юнкун Мускав вăхăчĕпе вунă сехетре "Викторина" уйрăмра виçĕ ыйту тухать. Раççей радиовĕнче "Çырав чăнлăхĕсем" тематикăлла программăра юнкун 18 сехет те 25 минутра, пĕлтерĕç тата вĕсем пирки.
Пĕрремĕш тапхăра 700 ытла çын хутшăннă. Вологда, Новгород тата Орлов облаçĕсенче, Приморье крайĕнче пурăнакансем активлăх кăтартнă. Ку тапхăрти çĕнтерỹçĕсем ытларах Новгород облаçĕнче пурăнаççĕ. Викторина ирттерес йĕркесем пирки www.vshp2016.ru адреспа сайт çине "Викторина" уйрăмра пăхмалла тата ытти те.
А.КАЛИСТРАТОВА.