09 февраля 2016 г.
Мускавра февралĕн 5-6-мĕшĕсенче "Единая Россия" партин ХV съезчĕ пулса иртнĕ.
Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче - партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, парти председателĕн Чăваш Енри обществăлла йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи Николай Николаев, партин генеральнăй канашĕн членĕ Владимир Романов, регионти ĕçтăвком ертỹçи Дмитрий Щепелев тата çичĕ делегат, партин районти пуçламăш организацийĕсен тата хулари вырăнти уйрăмĕсен секретарĕсем. Вĕсен хушшинче Кивĕ Пуянкассинчи партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ Лариса Соловьева культработник та пулнă.
Февралĕн 5-мĕшĕнче, съезд ĕçĕн пĕрремĕш кунĕнче, дискусси площадкинче партин малтанхи сасăлавне ирттермелли йĕрке çинчен калакан положение сỹтсе явнă. Дискуссисем çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн, вĕренỹпе наука, бюджетсен хутшăнăвĕсен, финанссемпе налуксен, промышленноç, социаллă политика, ял хуçалăхĕ, экономика тата предпринимательлĕх, транспорт, культурăпа тĕн ыйтăвĕсемпе те пулнă. Каçхине медиафорум иртнĕ.
Февралĕн 6-мĕшĕнче делегатсем съездăн пленарлă ларăвне пухăннă. Дискуссисене хутшăннисем çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсемпе хăйсем туса хатĕрленĕ сĕнĕвĕсене пĕлтернĕ. Съездăн шăматкунхи ĕçĕнче делегатсем Патшалăх Думин суйлавĕ умĕнхи программине хатĕрлес енĕпе ĕçлекен комисси туса хурас пирки сасăланă, ертсе пыракан органсене çĕнетнĕ тата Парти Уставне хăш-пĕр тỹрлетỹсем кĕртнĕ.
Пленарлă ларура сăмах каласа, "Единая Россия" парти председателĕ, РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев çакна палăртнă: "Пирĕн парти Президентăн политика ресурсĕ пулса тăрать. "Единая Россия" чăннипе çĕршывăн ĕç тăвакан влаçне - Раççей Правительствине йĕркеленĕ, тата эпир политикăн çĕнĕ тапхăрне шанчăклăн кĕретпĕр. 2016 çул - яваплă йышăнусен çулĕ, вĕсене политиксемпе чиновниксем мар, çынсем, хамăр çĕршыври граждансем йышăнĕç. Шăпах вĕсем пĕрлехи сасăлав кунĕнче çĕршыва çăмăл мар тапхăрта кама шанмаллине палăртĕç, экономика аталанăвĕпе шанчăклă тивĕçтерме пултаракансене суйлĕç.
"Единая Россия" партин Патшалăх Думин сентябрьти суйлавĕсене кĕрекен программăна чи кĕске вăхăтра туса хатĕрлемелле, унта эпĕ калани пурте - çынсене пулăшу памалли тата экономикăна аталантармалли мерăсем "Единая Россия" партин суйлав умĕнхи программинче пулмалла", - палăртнă Дмитрий Медведев. Программа докуменчĕ партиецсен ĕçĕн приоритечĕсене çирĕплетет.
-Партин суйлав умĕнхи малтанхи сасăлавне эпир кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче ирттерĕпĕр. Съездăн иккĕмĕш тапхăрне июньте йĕркелĕç, унта "Единая Россия" Патшалăх Думине, пирĕн çавăн пекех республикăн Патшалăх Канашне сĕнекен кандидатсен списокне çирĕплетĕç. Çапла вара малта ĕç нумай, - тенĕ парти съезчĕн итогĕсене комментарилесе "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.
Источник: "Ял ĕçченĕ"