Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх вăхăтĕнче

10 февраля 2016 г.

Уйăхлăх вăхăтĕнче

 

Оборонăпа массăллă спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ Тĕмерти вăтам шкулта çамрăксене патриотла воспитани парас мероприятисенчен пуçланчĕ.

Чи малтанах Тĕмерпе Кармал тата Вăтаяль ялĕсенчи вăрçăра вилнĕ ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне юртан тасатассипе тимлерĕмĕр. Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Николай Афанасьев хăй ỹчĕпе тăшман амбразурине хупласа паттăрлăх кăтартнă куна халалласа йĕлтĕрпе чупу ирттертĕмĕр. Кăнтăрла йĕлтĕр сырнă шкул ачисем Кармал енне çул тытрĕç. Палăк умĕнче ентеше аса илсе шăп тăтăмăр, чĕрĕ чечексем, чăрăш тураттисенчен ăсталанă гирлянда хутăмăр. Кăрлачăн 30-мĕшĕнче вара пирĕн шкулта иртнĕ виçĕ енлĕ ăмăртăва 8 команда хутшăнчĕ. Спорт уявĕ пуçланиччен Н.Афанасьев пурнăçĕпе тата хăюлăхĕпе паллаштаракан презентаци куртăмăр. Шкул директорĕ А.А.Николаева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.А.Ломоносов, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И.Иванов çамрăк спортсменсене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Шкул командисене ертсе пыракан вĕрентекенсем ачасене ăмăртăва лайăх хатĕрлени курăнчĕ. Тĕл перессипе, Калашников автомачĕпе магазинне хăвăрт салатса пуçтарассипе хĕрсем хушшинче Мира Шакина, Валерия Николаева (Тăрмăш шкулĕ), Ирина Николаева (Тĕмер) палăрчĕç. Каччăсенчен вара Евгений Моисеевпа Александр Алексеева (Тăрмăш), Сергей Колотушкина (Чутей) асăнса хăвармалла.

Виçĕ енлĕ ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх куçса çỹрекен кубока Тăрмăш шкулĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Тĕмер шкулĕ, виççĕмĕшне чутейсем тивĕçрĕç.

Тĕмер шкулĕн администрацийĕ ăмăртăва хутшăнакансене вĕри апат çитерессине йĕркелерĕ. Çĕнтерỹçĕсене хисеп хучĕ, медальсем, торт парса хавхалантарнă. Мероприяти йĕркелеме спонсорла пулăшнă Тĕмер ял тăрăхĕн администрацине, "Ута" фермер хуçалăхĕн ертỹçине В.П.Краснова тав тăватпăр.

Виçĕ енлĕ тупăшу иккĕмĕш çул иртет, ачасене те вăл питĕ килĕшет. Çар ретне тăма хатĕрленекен çамрăксене тĕл перес ăсталăха ỹстерме, çирĕплĕхпе тỹсĕмлĕхе аталантарма, паттăрлăх кăтартнă ентешсене пĕлме, тавракурăма анлăлатма пулăшать.

С.ШАШКОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика