19 января 2016 г.
Иртнĕ эрнере РФ Правительствинче ĕç укçи вăхăтра тỹлес, ку тĕлĕшпе пулса тăнă парăмсене татас ыйтăва тимлĕн тишкернĕ.
Тăвай районĕн прокуратури те ĕç коллективĕсенче ĕç законодательствине пăхăннине тĕрĕсленĕ, çавна май икĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче ĕç укçи парăмĕ пуррине тупса палăртнă.
Çапла, Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх кооперативĕнче 30 ĕçлекене 286 пин те 200 тенкĕлĕх ĕç укçи парса татман. Граждансен ĕç укçи илмелли прависене пăснине пĕтерес тата вĕсен конституципе çирĕплетнĕ прависене тавăрса парас тĕллевпе прокуратура асăннă тĕслĕхпе представлени тăратнă. Çакăн хыççăн парăма туллин тỹлесе татнă. Бухгалтера дисциплина енĕпе яваплăх тыттарнă. Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх кооперативĕн ертỹçи тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе административлă право йĕркине пăснă пирки прокурор ĕç пуçарнă. Ăна пăхса тухнин результачĕсем тăрăх, патшалăх ĕç инспекцийĕ ертỹçĕне 4000 тенкĕ штраф тỹлеттерсе административлă яваплăх тыттарнă. Йышăну 2016 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Çавăн пекех Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа кỹршĕллĕ "Красная Чувашия" ял хуçалăх производство кооперативĕ те хăйĕн ĕçлекенĕсене - 42 çынна 481 пин тенкĕлĕх ĕç укçи парса çитерменни палăрнă. Тупса палăртнă çитменлĕхсем тăрăх, прокурор хуçалăх ертỹçи тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 5.27 статйин 4 пайĕпе пăхнă административлă право йĕркине пăснăшăн ĕç пуçарнă (вăл пăхса тухакан тапхăрта). Ĕçлекенсен интересĕсене хỹтĕлесе суда предприятирен ĕç укçи парăмĕсене шыраса илес пирки суд приказĕсем пама ыйтса 42 заявлени тăратнă. Суд прокурор заявленийĕсене тивĕçтернĕ. Прокурор представленийĕпе "Красная Чувашия" ялхуçалăх производство кооперативĕнчи должноçри айăплă çынна дисциплина енĕпе яваплăх тыттарнă.
Суд приказĕсене пурнăçа кĕртнине прокуратура контрольте тытать.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.