Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Диспансеризаци пырать

22 января 2016 г.

Районти тĕп больницăра диспансеризаци пырать. Ăна 2012 çулхи декабрь уйăхĕнчен ирттерме пуçланă. Кăçал тĕрĕслев витĕр 21 çултан пуçласа 99 çул таранчченхи 2823 çынна - кашни уйăхра 282-шер çынна - кăларма пăхнă. Çитĕннĕ çынсен сывлăха кашни 3 çулта пĕр хутран кая мар тĕрĕслеттермелле.

Кăçал 1995, 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917 çулсенче çуралнисен диспансеризаци тухмалла. Малтанах районти тĕп больницăри 62-мĕш кабинета е пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмне пымалла. Унта сире сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттермелли пирки каласа ăнлантарĕç, анализ памалли йĕркепе паллаштарĕç.

Сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăни сире йывăр чирсенчен сыхланма, çавах та чир палăрсан, унран çийĕнчех сипленме май парĕ.

Н.БУРДАСОВА, районти тĕп больница.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика