Ял хуçалăх коллективĕсенчи 2012 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетмелли отчет пухăвĕ Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче те пулчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин, асăннă пайăн тĕп специалисчĕ Елена Михайлова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Александр Шакин тата “Красная Чувашия ЯХПК ертÿçи Владимир Алексеевпа икĕ хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх пăхаканĕсем хутшăнчĕç.
Кармалти хресчен фермер хуçалăхĕ ĕçе сыснасем ĕрчетессинчен пуçланă. Валерий Геннадьевич Грачев ертÿçĕ пире сысна витипе паллаштарчĕ. Кунта таса, типĕ. Чух-чухсем ют çынсем кĕнине тÿрех сисрĕç, пĕчĕкреххисем кĕтессене тарса пытанасшăн пулчĕç, пысăкраххисем хăйсен лаптăк сăмсисене карта хушшинчен кăларса тавралăха шикленмесĕр сăнарĕç.
Лидия Шашкова йĕркелесе тăрать фермăри ĕçсене. Зоя Шашковапа Ирина Богачева икçĕр ытла сысна пăхаççĕ, вăхăтра апатлантараççĕ выльăхсене, уйрăмĕсене тасатсах тăраççĕ.
Çулсем иртнĕ май пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те акса туса илме пуçланă хресчен фермер хуçалăхĕнче. Начар мар тухăç илнĕ пĕлтĕр те кармалсем.
Унтан мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçлесе пăхма тĕллев тытнă. Ĕнесен кивĕ витине те кĕрсе куртăмăр, Енĕш Нăрваш ялĕнчен килнисем – Таисия Федорова заведующи, Елена Иванова, Ирина Герасимова, Альбина Григорьева дояркăсем – кунти тасалăхпа тирпейлĕхрен тĕлĕнчĕç.
Юлашкинчен çĕнĕ вите умне çитрĕмĕр.
–Ку объект – районта пĕлтĕр пурнăçа кĕртнĕ çичĕ инвестици проекчĕсенчен пĕри. Витере 200 пуç ĕне вырнаçма пултарать, выльăхсене кунтах пăрулаттараççĕ, сăваççĕ. 30 миллион тенкĕ проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ. Халь пурте пĕрле кĕрсе курса хаклăпăр кармалсен ĕçне, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин.
Чылайччен çÿрерĕмĕр çĕнĕ витере. Ĕнесем умĕнче апат çителĕклĕ, тăвар та пур. Трактор кĕчĕ кĕçех витене апат пама. Ку енĕпе Шашковпа Богачев Николайсем тăрăшаççĕ иккен. Галина Шашкова, Людмила Шуйкова, Марина Никитина, Наталья Ефремова дояркăсем пăхаççĕ ĕнесене. Алина Юзукова заведующи витери лару-тăрăва сăнаса тăрать.
–Ĕнер виçĕ пăру çутă тĕнчене килчĕ. Паян татах кĕтетпĕр-ха, – савăнăçне пирĕнпе пайлать хĕрарăм.
Дояркăсене Вячеслав Никитинпа Василий Егоров выльăх пăхакансем (скотниксем) пулăшса тăраççĕ.
Çĕнĕ витере ĕç условийĕсем лайăх. Çăвăнмалли, канмалли, специалистсем валли тата ытти пÿлĕмсем пур. Пысăк холодильник те вырнаçтарнă.
Выльăхсем хăйсене мĕнле туйнине Владимир Варламов ветврач сăнаса тăрать, чирлесен вăхăтра сиплет.
–Эй, тĕнче, çакнашкал таса вите те пур-и ял хуçалăхĕнче? Юмахри пек вĕт кунта. Юрла-юрлах ĕçлеççĕ ĕнтĕ хĕрарăмсем, – пăшăлтатаççĕ пĕр-пĕринпе “Красная Чувашия” ЯХПКри выльăхсене пăхакансем. Пăрусене чылайччен сăнаса тăчĕç вĕсем. “Пĕчĕк выльăхсем тăтăшах ан чирлеччĕр тесен ĕмкĕчлĕ витресемпе апатлантармалла”, – калаçăва малалла тăсрĕ выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Александр Шакин. Опытпа паллашма килнисене кармалсен пăрусене апатлантармалли витрине кăтартрĕ. “Эпир вара пÿрнесене чиксе ĕçтеретпĕр сĕте”, – теççĕ енĕшнăрвашсем. Витре хакне те пĕлтерчĕç вĕсене.
Унтан пурте кану пÿлĕмне вырнаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин уçрĕ пухăва.
–Çулталăк пуçланнă тĕле Тăвай енри пур йышши хуçалăхра 8600 пуç мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем – 2346 пуç, сурăхсем 6703 пуç шутланнă. Сăвакан ĕнесем пурĕ – 4324 пуç. Аш-какай туса илессин тата сĕт сăвассин 2012 çулхи кăтартăвĕсем начар мар. Акă, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне 6416 килограмм сĕт сунă. Чи малта пыраççĕ ку енĕпе кармалсем, талăкра 22,5 килограмм сĕт сăваççĕ халь. Енĕш Нăрваш ялĕнчи ĕçченсен вĕсемпе танлашма тăрăшмалла, – калаçăва пуçăнчĕ Валерий Васильевич.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн премине илме Надежда Дмитриева дояркăна свидетельство пачĕ юлашкинчен.
Кармалти хресчен фермер хуçалăхне йĕркелесе янă Валерий Грачев сăмах илчĕ унтан. 2006 çулта пуçăннă вĕсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама. Юсаса-çĕнетсе паянхи кунпа килĕшÿллĕ тунă кивĕ витене ăратлă сыснасем илсе килнĕ, кадрсем суйлама чылай тимлĕх уйăрнă. Çăмăл пулман вĕсене малтан, çурасем вилме пуçланă, аш-какайне вырнаçтарнă чухне йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, апачĕ те чылаях кирлĕ сыснасене. Тупăшлă ĕçлес тесе тивĕçлĕ мерăсем вăхăтра йышăннă вĕсем, пуçа усман. Çĕнĕ объекта кĕске вăхăтра ĕçе кĕртнĕ май сыснасен йышне чакарса пырас шухăшлă.
–Паянхи куна пирĕн пурĕ мăйракаллă шултра выльăх 410 пуç, çав шутра 130-шне сăваççĕ. Ĕнесем ку уйăхра пăруласа пĕтереççĕ, сĕт сăвассин талăкри кăтартăвĕ татах ÿсмелле. Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи рабочисен вунă пин тенкĕрен иртет. Пирĕн ĕçпе килсе паллашнăшăн, коллектива лайăхрах ĕçлеме хавхалантарнăшăн тав тăватăп, – çапла вĕçлерĕ калаçăвне В.Грачев.
“Красная Чувашия” ЯХПКра мăйракаллă шултра выльăх 335 пуç шутланать, çав шутра 175-шне сăваççĕ. Енĕш Нăрвашри выльăх пăхакансем, Кармал ялĕнчи ĕçченсен лайăх тĕслĕхне тĕпе хурса, кăçал малта пыракансемпе танлашма пултарасса шанатпăр, ăнăçу сунатпăр вĕсене.
–Енĕш Нăрваш ялне те пырса курăр. Çакнашкал чаплă витепе паллашнă хыççăн кăмăл-туйăм çĕкленчĕ, пирĕн пата та çитĕ-ха выльăх пăхакансен ĕç условийĕсене лайăхлатасси, – тесе ĕмĕтленсе уйрăлчĕç ĕçтешĕсенчен “Красная Чувашия” ЯХПК дояркисем.
Сăн ÿкерчĕксенче: асăннă хуçалăхри отчетлă пухура; Грачев хресчен фермер хуçалăхри ĕнесене апатлантарнă самантра; район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Чайкин Надежда Дмитриева дояркăна свидетельство панă самантра; ăратлă сыснасем.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн. |