13 ноября 2015 г.
П.Ф.Павлова Амалăх ялĕнче сумлă та авторитетлă çын. Вăл пирĕн яла Шупашкар районĕнчен учительсен институтне пĕтернĕ хыççăн 1949 çулта килнĕ. 39 çул хушши пĕр улшăнмасăр Амалăхри 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлесе ирттернĕ. Киччĕ, Амалăх ялĕсенчи 1000 ытла ачана шкултан вĕрентсе кăларнă, пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă, чунне панă вĕсемшĕн. Ачасем ăна юратнă, хисепленĕ, вĕренсе тухсан та унпа яланах çыхăну тытнă.
Перасковья Федоровна чăннипе 1939 çултах ĕçе кỹлĕннĕ, малтан Шупашкар районĕнчи Çĕньялта счетоводра тăрăшнă, унтан Мускав облаçĕнче ĕç фрончĕ шучĕпе окопсем чавма хутшăннă. Ĕç стажĕ унăн 45 çул ытла.
Амалăхра вăл Василий Павлович Павлов фельдшерпа çемье çавăрнă, икĕ ача пăхса ỹстернĕ. Шел пулин те, упăшки чире пула çĕре кĕнĕ. Халĕ ăна виçĕ мăнук, мăнукĕсен 6 ачи савăнăç кỹреççĕ.
Перасковья Федоровнăна ял-йыш чаплă юбилейпе саламлать, вăрăм ĕмĕр, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунать.
А.ШИШОВ, ĕç ветеранĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"