Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл Çуркуннене çул пачĕ

13 марта 2013 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Пуш уйăхĕ пуçланчĕ кăна, сывлăш температури çирĕм градусран та аяларах анчĕ, пĕр-икĕ кун çил-тăман та вĕçтеркелерĕ. Çывхарса килекен çуркуннене хăйĕн вăйне кăтартрĕ пулас хĕл. Унтан тÿпере сар хĕвел курăнма пуçларĕ, хĕлĕн кайма вăхăт çитнине аса илтерчĕ.
Кăçал хĕле ăсатмалли уяв районта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче пулчĕ. Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕнче ирех хĕвĕшÿ пуçланчĕ. Тимĕр конструкцисем лартса çÿллĕлетрĕç сценăна, ялавсем, шарсем, илемлĕ ÿкерчĕксем тĕрлĕ çĕре вырнаçтарчĕç культура çуртĕнче тăрăшакансем, кĕçех хаваслă кĕвĕ таврана саланма пуçларĕ. Уйрăм çынсен тата “Тăвай кооперативĕ” потребобществăн сутуçисем харпăр хăй ĕç вырăнне майларĕç, тĕрлĕ тавар вырнаçтарчĕç. Чылайăшĕ шашлăк хатĕрленĕ, тĕтĕмленĕ аш шăрши сăмсана кăтăклама тытăнчĕ. Çисе пăхмасăр ниепле те чăтаймăн. Çăварнин йăлине пăхăнса çуллă пĕлĕмпе вĕри чей те сĕнчĕç кооператорсем. Ăшаланă пăрçа та тутантăмăр кăçал пĕрчĕллĕ тата ытти культурăсене лайăх шăтса тухма сунса.
“Пирĕн кулă пуринчен хаваслăрах” ятлă вăйă пуçланчĕ 11 сехетре. Тăвай ял тăрăхĕнчи культурăпа кану центрĕн коллективĕ пухăннă çынсене выляттарчĕ, ташлаттарчĕ, юрлаттарчĕ, ахăлтатса култарчĕ те.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, АПК аталанăвĕпе экономика пайĕн начальникĕ, “Единая Россия” партин Тăвайĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Валерий Чайкин, район пуçлăхĕ Владислав Васильев пурне те “Хĕле ăсатни–2013” уявпа тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ (кăçал вăл 100-мĕш пулчĕ) ячĕпе саламларĕç, малашлăхра ăнăçусем сунчĕç, Тав çырăвĕсем, парнесем пачĕç. Ытти ялсенчен килнĕ çÿçеллĕ, илемлĕ чечеклĕ пысăк тутăрсемпе, вăрăм юбкăсемпе капăрланнă хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Çав вăхăтра ял тăрăхĕсенчи культурăпа информаци центрĕн работникĕсем çынсене тĕрлĕ конкурссенче тупăштарчĕç. Вĕрен туртса кăмăл-туйăмĕсене çĕклерĕç çынсем.
Спортсменсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç. Кире пуканĕ çĕклекен паттăрсене ăмсанса сăнарĕç хĕрсемпе хĕрарăмсем. Пăчкă кĕрпи тултарнă михĕсемпе пĕр-пĕрне çапса пĕрене çинчен ÿкерес енĕпе те вылярĕç çамрăксем. Шашка-шахмат тата волейбол турнирĕсене те йĕркелерĕç уяв кунĕнче.
Капăрлатнă лашасемпе пĕчĕккисене ярăнтаракансем пулчĕç.
Вырăнти артистсем, вăйă карти йĕркелесе, пухăннисене пĕрле савăнма йыхăрчĕç. Ашшĕ-амăшĕпе килнĕ ачасем аслисемпе пĕрлех хавасланчĕç.
Хĕл тата тĕрлĕ чир-чĕр кайтăр тесе çÿллĕ çĕре вырнаçтарнă катемпине çунтарчĕç.
Çакăн хыççăн Хĕл Çуркуннене çул пачĕ.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика