28 июля 2015 г.
Ял хуçалăх çыравĕччен çулталăк кăна юлчĕ. Аса илтеретпĕр, вăл 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен пырать. Унăн девизĕ - "Ялта йĕрке - çĕршывра çителĕклĕх". Вăл яллă вырăнсенче кăна мар, хуласенче, хула тăрăхĕсенче те иртет. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене пурне те пырса тивет - харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕсенчен, дача хуçисенчен, сад ĕрчетекенсенчен, пахчаçăсенчен тытăнса фермер хуçалăхĕсем тата ял хуçалăх организацийĕсем таранах.
Сведенисене пухма хальхи çĕнĕ технологисемпе анлă усă курма палăртаççĕ, çав шутра Интернет сечĕпе те...
Çырав ыйтăвĕсем тĕлĕшпе улшăнусем пур. Унта çĕнĕ пунктсем кĕртнĕ - ял хуçалăх организацийĕсем хуçалăха аталантарассипе малта пыракансен ĕç мелĕсемпе, вĕсем кредит укçи-тенкипе усă курни, бюджетран субсидисем тата дотацисем илни. Çырава анонимлăх условийĕсене тĕпе хурса ирттереççĕ. Унăн малтанхи итогĕсене 2017 çулхи тăваттăмĕш кварталта пĕтĕмлетме тивĕç. Юлашки результатсем 2018 çулхи тăваттăмĕш кварталта хатĕр пулаççĕ.
2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ял хуçалăх çыравĕн пресс-центр сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Кунта çырав программипе, çырав листин формин макечĕпе, законодательство тата норматив докуменчĕсемпе, çырава хатĕрленессипе çыхăннă чи çĕнĕ хыпарсемпе паллашма пулать.
А.КАЛИСТРАТОВА, Чăвашстатăн тĕп специалист-эксперчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"