24 июля 2015 г.
"Чăваш Республикин ял халăхне медицинăпа санитарин малтанхи пулăшăвне парассине çĕнетмелли хушма мерăсем çинчен" указа пурнăçласа иртнĕ çулсенче пирĕн районти 3 ялта фельдшерпа акушер пункчĕ тунă. Çывăх вăхăтрах Тенеялĕпе Амалăхра та çĕнĕ ФАПсем алăкĕсене уçасса кĕтеççĕ ял çыннисем.
Хальхи вăхăтра икĕ объектĕнче те отделка тата инженери сечĕсене çыхăнтарас (газопровод, водопровод, электричество) ĕçсем пыраççĕ. Территорие тирпей-илем кỹрессипе те тимлемелле.
Фельдшерпа акушер пункчĕсене кăçалхи август уйăхĕнче хута яма палăртнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"