17 июня 2015 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă тунтикун пулнă ларăва.
-"Акатуй-2015" уява лайăх йĕркелесе ирттерсе яма пулăшнăшăн пурне те тав тăватăп, - тенĕ Владимир Алексеевич.
"Тăвай районĕнчи депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен", "Тăвай районĕн 2015 çулхи тата 2016-2017 çулсен тапхăрĕчченхи бюджет çинчен" кун йĕркипе Тăвай районĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулать çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче, район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче.
Тăвай енри ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене 1150 гектар çулнă, 1900 тонна сенаж хатĕрленĕ, 360 тонна утă пресланă.
Шкулсенчен вĕренсе тухакансем экзамен тытаççĕ. Ĕçпе сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем начар мар ĕçлеççĕ. Тĕмерти тата Енĕш Нăрвашри шкулсенче тĕп юсав тăваççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче вĕрентỹ ĕçченĕсен турист слечĕ иртет.
Районти полици начальникĕн çумĕ Борис Борисов, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторĕ Алексей Симуков, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова тухса калаçнă.
Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕнчи аллăмĕш çуртра харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвас ĕçсене тимлеме, бюджетăн тупăш пайне вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшма сĕннĕ Владимир Алексеевич.
Г.ЕГОРОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"