Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи хаклав

09 июня 2015 г.

Çурхи хаклав

 

Çулленех çапла, Акатуй умĕн районти комисси хуçалăхсен уйĕсене çитсе, тĕш тырăпа ытти культурăсен калчисен пахалăхне малтанлăха пăхса, хак парса çаврăнать. Çурхи хаклава кĕрхи кун тỹрлетме пултарать, паллах. Анчах ытларах чухне паян хаклани кĕркуннехипе пĕрешкел килсе тухать. Çакă калчасен пахалăхĕ, пулас тухăç çĕр ĕçлекенсенчен хăйсенчен нумай килнине кăтартса парать.

Хальхинче районти комисси калчасене иртнĕ кĕçнерникун пăхса çаврăнчĕ, вĕсен аталанăвне хак пачĕ. Комиссие район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ертсе пычĕ, унта асăннă пайăн специалисчĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсем хутшăнчĕç. Комиссипе пĕрле калчасене пăхса хаклама çавăн пекех районти аграрлă сектора нумай çул хушши ертсе пынă Михаил Яковлев та кăмăл тунă.

Малтанах "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество уйĕсенче пулчĕç. Пысăк предприятин ĕçĕ те нумай: козлятнике сенажлăх çулса пăрахнă, инçех мар люцерна çулма пуçăннă, тĕш тырăпа кукуруза калчисем аван паркаланаççĕ, вĕсене çум курăкран химилле майпа хỹтĕлеççĕ. Çурхи ĕçсене епле ирттернипе предприяти агрономĕ Анатолий Николаевич Михайлов паллаштарчĕ. "Çак кунсенче çумăр пулсан тата ылтăн пек аталанса каймалла та кусем" - чĕлхе вĕçне килнĕ шухăшĕсене пытараймаççĕ хăшĕсем. Ку пурне те паллă, çакăнпа кашни килĕшет. "Çапах та тăпрара нỹрĕк çук мар", - сăмах хушать Йăнтăрчăри хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Андрей Моряков. Вĕсем çĕр улми речĕсене чĕрнĕ, çавăн чухне палăрнă çакă.

Çĕнçырмари Вячеслав Николаев фермерăн вăтам шкул çывăхĕнчи çурхи тулли аван ешерет. Умĕнхи кун çеç çум курăксене химилле майпа пĕтерме тытăнни çинчен каларĕ Вячеслав Владимирович.

Андрей Николаевич Моряков фермерăн Эскада 70 сортлă çурхи тулă пусси патĕнче чарăнтăмăр. Лайăх паркаланса аталанать калча. 89 гектар йышăнать вăл кунта. Кĕркунне сухаласа кăпкалатнă уя, азофоска кăткăс удобрени парса акнă ăна. Çум курăксене пĕтерме гербицидпа усă курнă. Акнă ытти уйсем те лайăх. Пĕтĕмпе 550 гектар çурхи тĕш тырă культурисем, хăй хальлĕн 150 гектар нумай çул ỹсекен курăксем акнă, 8 гектар çĕр улми лартнă. Пĕтĕмпе 9 кунта ирттернĕ çуракине - хăвăрт, пахалăхлă. Михаил Яковлевич Яковлев та питĕ ырларĕ А.Моряков хресчен фермер хуçалăхĕн тĕш тырă калчисене. Çĕр улмине фермер çурхи тулăпа юнашар, кĕркунне сухаласа хăварнă ана çине вырнаçтарнă. Ред Скарлетт тата Гала сортсене вырăн панă. Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, ретсен хушшисене пĕр хут чĕрсе ĕлкĕрнĕ те. Ана таса, хỹхĕм. Кăткăс удобрение халичченхи пек вăрлăхпа пĕрле мар, маларах, йăрансем чĕрсе хатĕрлес умĕн разбрасывательпе гектар пуçне 400-шер килограмм панине каларĕ Андрей Николаевич. Ку ĕнтĕ азофоска. Удобрение вăрлăхран уйрăм хывнин сăлтавĕ те çук мар иккен. Ун пирки те ăнлантарса пачĕ фермер. Çĕр улмипе А.Н.Моряков пуçласа ĕçлемест, ку тĕлĕшпе сахал мар опыт пухнă вăл.

Тенеяльпе Тушкилти хуçалăхсен уйĕсем пирки пит чарăнсах тăрас килмест. Вĕсен ĕç пахалăхĕпе тата çĕр ĕç культурипе тимлĕрех пулма кирлине çеç кăтартса хăварас килет. Пысăк тухăçшăн пыракан кĕрешỹре ку факторсене шута илмесĕр тăма çук, ахăртнех.

Çăлпуçĕнчи "Родник" ООО (ертỹçи А.П.Петров) тĕш тырă культурисемпе çĕр улмисĕр пуçне, севок туса илмелли хура вăрă та вунă гектар акнă. Вăл аван шăтнă. Кĕçех пăхса тăрас ĕçсене пуçăнмалла ĕнтĕ кунта. Çакăнпа пĕрлех мана ăнăçлă фермерсем, предпринимательсем яланах шыравра пулни, рынок условийĕсене шута илсе, тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме тăрăшни кăмăла каять. А.Моряков паранкă лартма тытăннă акă кăçал çĕнĕрен, халăхран сĕт пухма пуçланă. Ытти ялсенче сĕте литрне 11 тенкĕпе туянаççĕ пулсан, вăл 13 тенкĕпе илет. Халăхшăн лайăх мар-и вара çакă? А.Петров услам ытларах курас тесе, пуçласа хура вăрă акса тума тытăннă. Сергей Михайлов (Вăрманхĕрри) тырăпа курăксемсĕр тата çĕр улмисĕр пуçне кăçал пĕрремĕш хут кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕре вырăн панă. Тырă калчисем унăн иртнĕ çулхи пекех аван курăнаççĕ, вĕсене çум курăкран хỹтĕлеççĕ хальхи вăхăтра. Çапла йывăрлăхсене пăхмасăр тăрăшаççĕ фермерсем.

Ытти çĕре те çитрĕ комисси. "Дружба" ЯХПКн улăхри тĕш тырă калчисем уйрăмах тикĕс аталанаççĕ. Çакăнтанах Эльпе Вăта юхан шывĕсем юхса иртни те ырă витĕм кỹмесĕр тăмасть ĕнтĕ вĕсене.

Леонид Канясевăн люцерна пусси патĕнче те чарăнса илтĕмĕр. Кăмăла каймалла ỹснĕ вăл. Тĕрлĕ уйри тыррисене те пăхрăмăр. "Чутеевский" ЯХПКпа Сергей Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕн уйĕсемпе те иртрĕмĕр. Чылай çĕрте пулчĕç комисси членĕсем. Ял хуçалăх ĕçченĕсем вăй хунипе çурхи культурăсем, тĕпрен илсен, начар мар пулни курăнчĕ. Агротехника тĕлĕшĕнчен чи лайăх вăхăтра, пахалăхлă та кĕске сроксенче акнă калчасем аталанăвĕпе уйрăмах палăрса тăраççĕ. Чылай çĕрте хальхи вăхăтра ял хуçалăх культурисен калчисене пăхса тăрассипе тимлеççĕ, сенажлăх тата утăлăх курăк çулаççĕ.

Юлашкинчен комисси, итогсене пĕтĕмлетсе, калчасене çапла пахаларĕ: ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна "Акконд-агро фирма" ХАО, иккĕмĕшне "Чутеевкий" ЯХПК, виççĕмĕш вырăна "Дружба" ЯХПК йышăнчĕç, хресчен фермер хуçалăхĕсем хушшинче А.Н.Моряков хуçалăхĕ пĕрремĕш, С.Н.Михайловăн - иккĕмĕш, В.В.Николаевăн виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех Ленин ячĕллĕ ЯХПК, "Родник" ООО, С.В.Хумышев, В.Г.Грачев тата ытти хăш-пĕр хресчен фермер хуçалăхĕсен аван ĕçне те палăртса хăварнă.

2015 çулхи ака чемпионне те палăртрĕ районти комисси.

И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика