20 марта 2015 г.
Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен республикăра çуллен туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттереççĕ.
Мĕншĕн ăна шăпах çак вăхăталла ирттернин хăйĕн сăлтавĕ пур. Мартăн 24-мĕшĕ туберкулеза хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун пулса тăрать. 1882 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Берлинта нимĕç докторĕ Роберт Кох асăннă йывăр чирĕн бациллине тупса палăртнă. Тепĕр 100 çултан - мартăн 24-мĕшне - туберкулеза хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун туса хума йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Шурă чечеке - салтак тỹмине (ромашка) унăн эмблеми вырăнне суйласа илнĕ, вăл ỹпкесем таса пулнин палли.
Туберкулез - чи йывăр чирсенчен пĕри. Юлашки вăхăтра вăл пирĕн çĕршывра тепĕр хут сарăлма пуçларĕ. Çакă пурнăçри тĕрлĕ факторсемпе çыхăннă. Алкоголизм, наркомани сарăлса пыни, çынсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнманни, пурнăç условийĕсем япăхланни тата ытти те. Ачасенне чире Манту тата Диаскин тест пробисене лартса, çитĕннисене рентген пăхса е флюорографи туса палăртаççĕ. Профилактикăн (чиртен сыхланмалли, ăна тупса палăртмалли ĕçсем) пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк. Иртнĕ çул районта профилактика тĕллевĕпе 12245 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев 7 çын туберкулезăн активлă формипе чирленине тупса палăртнă. 2013 çулта 9 çын чирлĕ пулнине тупнă. Вĕсенчен саккăрăшне медосмотр вăхăтĕнче асăрханă, пĕри сывлăх япăххине туйса хăех больницăна пынă.
Чир никама та шеллемест. Ỹсĕм çулĕпе илсе тишкерни те çавнах çирĕплетет. Туберкулезпа чирлисенчен чи çамрăкки 35 çулта, чи асли 54 çулта пулнă. Вĕсем пурте арçынсем (хĕрарăмсем хушшинче тупман). Социаллă положени тăрăх: ĕçлес ỹсĕмри çынсем - 4, ЯХПКсенче ĕçлекенсем - 2, пĕтĕмĕшле чире пула инвалид пулса тăнисем - 1. Çакна та каламалла: чир пуррине тупса палăртнă 7 çынран тăваттăшĕн бациллăсем тухни паллă пулнă. Пĕр çын маларах туберкулезпа чирлесе илнĕ, сипленсе сывалнă хыççăн вĕсене учетран кăларнă. Анчах çулсем иртнĕ май вĕсен чир паллисем тепĕр хут палăрма пуçланă, унăн та бациллăсем тухнă. Аса илтеретпĕр, бацилла кăларакан çын çулталăкра 5 çынран пуçласа 15 таран çынна чир ертме пултарать. Акă мĕншĕн кашни çыннăн вăхăтра флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалла.
Хальхи вăхăтра районта туберкулезпа чирлĕ 48 çитĕннĕ çын, 10-11 çулхи 2 ача учетра тăраççĕ. 11 çын активлă формăпа чирлĕ, вĕсенчен 9-шĕн бациллăсем тухаççĕ.
2014 çулта туберкулез чирĕнчен çын вилмен. Кăçалхи январьпе февральте районта тепĕр 3 чирлĕ çын тупса палăртнă.
Туберкулез - ерекен чир, ăна Кох бациллисем пуçараççĕ. Уйрăмах уçă формăпа чирлĕ çынсем урлă сарăлать. Вĕсем ỹсĕрнĕ, апчхулатнă е калаçнă чухне тавралăха Кох патаккисем тухаççĕ. Çав патаксем нумай вăхăт упранма пултараççĕ. Тỹрремĕн лекекен хĕвел пайăркисем кăна вĕсене 1-2 сехетрех пĕтереççĕ.
Чире ăçтан пĕлме пулать-ха? Çын вăрах вăхăт (2_3 эрне ытла)ỹсĕрсе çỹрет, унăн апат анми пулать, кăкăр кăшкарĕ ыратать, вăйсăрланнине туять, сурчăк çинче юн палăрать. Вăхăтран вăхăта çыннăн температура ỹсет. Çавнашкал паллăсенчен хăшĕ те пулин палăрсанах çыннăн çийĕнчех больницăна кайса сывлăха тĕрĕслеттермелле. Пирвайхи тапхăрта хăш-пĕр çынсен чир паллисене асăрхама та йывăр, ун пек чухне флюорографи кăна пулăшма пултарать.
"Шурă ромашка" уйăхлăх вăхăтĕнче республикăри диспансерта тата муниципалитетсен сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче "Уçă алăксен кунĕсене" йĕркелеме палăртнă. Эсир врач-фтизиатрпа е, сăмах ачасем пирки пулсан, ача-пăча врачĕпе тĕл пулса калаçма, сывлăха тĕрĕслеттерме пултаратăр. Ку хăвăршăн та, обществăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Чире пуçламăшĕнчех тупса палăртни унран хăвăртрах сипленсе çитме пулăшать, ăна сарăлма памасть.
М.НИКИТИНА,
врач-фтизиатр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"