20 марта 2015 г.
Кун хыççăн кун иртет, çулсем хыçа юлаççĕ. Çапăçу хирĕнче пуç хунă аттесемпе пиччесем, тăвансем асран тухмаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре - аттепе пĕртăван Федор Петрович Петров. Вăл Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вун саккăрта вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
1943 çулта 10 класс пĕтерсенех Федор Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Анчах та хаклă çыннăмăр вăрçăран таврăнайман. Çапăçу хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Юлашки çырăвне 1944 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче çырнă, Калинински облаçĕнчи В-Волочок хулинчен янă. Вĕсен чаçĕ вăрманта тăнă. "Çĕр пỹртсенче пурăнатпăр", - тесе пĕлтернĕ. Çак çыру хыççăн тепĕр уйăхран унăн вилнĕ хучĕ килнĕ. Вун саккăрти яшăн вăрçă хирĕнчех кун-çулĕ татăлнă.
Çеçке те çурса ĕлкĕреймен чечекпе танлаштарас килет унăн пурнăçне. Çемье телейне курма, ывăл-хĕрĕ ăшшăн "атте" тесе чĕннине илтме шăпа пỹрмен ăна. Çутă ĕмĕчĕсене, пысăк тĕллевĕсене тăшман пульли татнă.
Часах Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитет. Паянхи мирлĕ пурнăçра тетен те тỹпи пурах тетĕп. Миршĕн пуç хунисене пирĕн нихăçан та манмалла мар.
Хăш-пĕр çемьерен 3-4 çын таранах вăрçа тухса кайнă. Пирĕн килтен те виççĕн хутшăннă çĕршыв ирĕклĕхне хỹтĕлеме. Тĕмер ялĕнчен вара 432 çынран 194-шĕ каялла таврăнайман. Чĕррисем те сывлăхĕ хавшанипе пурте çĕре кĕнĕ.
Василий ПЕТРОВ,
ялти ветерансен совечĕн председателĕ.
Тĕмер ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"