Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕвел" модулĕсен промышленноç производствине старт панă

20 февраля 2015 г.

"Хĕвел" модулĕсен промышленноç производствине старт панă

Юнкун Чăваш Енре Дмитрий Медведев премьер-министр пулнă. Аэропортран вăл тỹрех Çĕнĕ Шупашкара çул тытнă. Унпа пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çĕнĕ технологисем хатĕрлекен центрăн аталану фончĕн президенчĕ Виктор Вексельберг, РОСНАНО правленийĕн председателĕ Анатолий Чубайс тата ыттисем пулнă.

Тĕп йыш - РФ Президенчĕ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейĕн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн членĕсем. Асăннă канашăн президиумĕн ларăвĕ "Хĕвел" ООО заводра иртнĕ.

Лару умĕн хăнасем, журналистсем завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Чăннипех паянхи пурнăçа тивĕçтерекен предприяти ку. "Хĕвел" компани продукцийĕпе тĕпрен илсен хĕвел электростанцийĕсем тума усă кураççĕ. Акă вăл - завод продукцийĕ: 1,4 тăваткал метр пысăкăш панельсем. Вĕсемпе энерги çителĕксĕр тата инçетри районсенче пурăнакансене электричествăпа тивĕçтерме меллĕ.

2015 çулăн иккĕмĕш çурринче завод проектпа пăхнă хăватпа (çулталăкра 97,5 МВт) ĕçлеме пуçламалла. Паян кунта 300 çын вăй хурать. 2020 çулччен "Хĕвел" ООО хăйĕн фотоэлектричество модулĕсемпе усă курса пĕтĕмĕшле хăвачĕпе 254 МВтпа танлашакан хĕвел электростанцийĕсене хута яма палăртать. Халех Алтай республикинче Кош-Агач хĕвел электростанцине хута янă. Халĕ Бурятире, Пушкăртстанра, Оренбург, Саратов облаçĕсенче, ытти регионта çавнашкал станцисем проектлас тата тăвас енĕпе ĕçлеççĕ.

Кантăка цинк оксичĕн ток яракан ятарлă сийĕпе витекен автомат линийĕпе, роботсем ĕçлекен производствăн ытти участокĕпе паллашнă хыççăн Дмитрий Медведев çỹхе пленкăллă хĕвел модулĕсен промышленноç производствине старт панă. Ăслă технологисене тĕпе хуракан çĕнĕ производство Чăваш Ен экономикишĕн çирĕп тĕрев пулма кирлĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта РФ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейри инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Дмитрий Медведев премьер-министр ертсе пынă.

Вăл çакна палăртнă: "Пирĕн пурнăçа çĕнĕлĕх питĕ хăвăрт кĕрсе пырать. Çакна эпир хĕвел батарейисем туса кăларакан производствăна курнă хыççăн та аван туйса илтĕмĕр. Нанотехнологисене ĕçе кĕртессипе çĕршыв юлашки вăхăтра курăмлă утăмсем туни - ырă пулăм. Анчах паян ăс-хакăл пурлăхне упрасси тата право тĕлĕшĕнчен хỹтĕлесси мала тухса тăнине пурин те асра тытмалла. Çак тĕллеве пурнăçлассипе Правительство тивĕçлĕ йышăнусем турĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ шухăшсене производствăра ĕçе кĕртесси вăйланать, ăс-хакăлпа çыхăннă проектсене саккун енчен хỹтĕлеççĕ".

РФ вĕрентỹ тата наука министрĕ Дмитрий Ливанов каланă тăрăх кирек епле çĕнĕлĕхĕн уссине те маларах курса тăмалла. Ку тĕлĕшпе тĕнче опычĕ те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, Китай ăсчахĕсем хăйсен çулне суйласа илнĕ. Вĕсем ыттисем алла илмен производствăна хута яраççĕ те кайран тин патент процесĕ вăй илет. Пирĕн наукăпа техника аталанăвĕнче патент хатĕрленипе пĕрлех производствăна та урăхлатаççĕ. Унччен çĕршыв тупăшĕнче чĕртавар сутнипе пулнă укçа тĕп вырăн йышăннă, халĕ çĕнĕ технологисем сĕнме майсем пур. Паян çакна ăнланса илмелле: ăс-хакăл вăл - пуянлăх. Раççей ăсчахĕсемпе специалисчĕсем сĕннĕ проектсене нумай çĕршывра ырласа йышăннă. МАГАТЭ ертỹлĕхĕ те пирĕн çĕнĕлĕхсене тишкерсе çул парать. Çавăнпа лицензи тата патент илессипе çыхăннă мĕнпур документсене хатĕрленĕ чухне тĕнче стандарчĕсене пăхăнмалла.

РФ Президенчĕ çумĕнчи канаш президиумĕн ларăвĕ хыççăн Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

"Михаил Васильевич, сирĕнпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкарта уçнă лайăх производствăпа, чăннипех çĕнĕ йышшискерпе, паллашрăмăр. Вăл республика территорийĕнче те, пĕтĕм çĕршыв территорийĕпе унăн тулашĕнче те пысăк усă кỹрессе шанатăп, мĕншĕн тесен кунта - çĕнĕ технологисем, вĕсем чарăнса тăмаççĕ, аталанаççĕ", - тенĕ Дмитрий Анатольевич.

Çакăн хыççăн Правительство ертỹçи республикăн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕпе, ĕçлевпе, ачасен шкулчченхи учрежденийĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе паллаштарма сĕннĕ, Михаил Игнатьев татăклă хурав панă.

-Эпир - Çĕнĕ Шупашкарта, вăл - пĕлтерĕшĕпе Чăваш Республикин иккĕмĕш хули. Хула çыннисен ячĕпе Раççей Президентне Владимир Владимирович Путина, Правительствăна, Сире çак монохулана пулăшас тĕлĕшпе вăхăтлă йышăну тунăшăн тав тăватăп.

Тăватă çул каяллахи лару-тăрăва илес-тĕк кунта ĕçсĕрлĕх шайĕ пысăкчĕ - 9,5 процент. Паян - 0,5 процент шайĕнче. Çак заводсăр пуçне кунта вăтам, пĕчĕк бизнес аван аталанма тытăнчĕ. Чылай производство уçăлчĕ.

Пирĕн иртнĕ çулхи макроэкономика кăтартăвĕсем япăх мар. Регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн ỹсĕмĕ - 2,5 процент. Промышленноç производствин индексĕ 104,5 процент шайĕнче, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси - 103 процент, ялхуçалăх производстви - 102,8 процент.

Дмитрий Медведев унăн сăмахне пỹлсех: "Сирĕнпе пĕрле паллашрăмăр вĕт - куртăмăр. Унта - пысăк стройкăсем, çав шутра пурăнмалли çурт-йĕр массивĕсем çĕкленеççĕ. 1 млн тăваткал метр терĕр-и?"

Михаил Игнатьев хăйĕн хуравне малалла тăснă. "Пĕлтĕр эпир 862 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă. Тĕллев - 1 млн тăваткал метра çитересси. Мĕншĕн тесен пирĕн умма тĕллев лартнă: кашни çын пуçне 1 тăваткал метр пулмалла. Иртнĕ çул ку кăтарту 0,7 тăваткал метр пулнăччĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтарту - çак шая тытса пырăпăр. Патшалăх тĕрев панине кура эпир инфратытăм енĕпе пулăшакан микрорайонсем пур. Правительство йышăннă программăна 1 тăваткал метршăн 4 пин тенкĕпе пулăшаканскере, хутшăнатпăр.

Дмитрий Анатольевич çакна ырланă. Çав вăхăтрах вăл ипотека рынокĕнчи лару-тăрăва сăнаса тăма сĕннĕ. Мĕншĕн тесен паян кредитсен никĕс шайĕнчи виçи питĕ пысăк, çакă ипотекăна пырса çапнă. Акă мĕншĕн Правительство шайĕнче темиçе йышăну тунă, çав шутра - ипотека программисене субсидисемпе пулăшас тĕлĕшпе те.

-Çак ĕçе сирĕнпе, регионсемпе, пĕрле тăвăпăр, - тенĕ вăл. -Мĕншĕн тесен кризиса хирĕçле пĕрлехи утăмсем кирлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика