Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мероприятисенчен пуян пулĕ

20 февраля 2015 г.

Мероприятисенчен пуян пулĕ

"Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса..."

Çак сăвă йĕркисене пĕлмен чăваш ачи сахал-тăр. Пĕчĕкрех чухне "Нарспи" поэмăри çут çанталăк, Сентти пирки çырнă йĕркесене пăхмасăр вĕренеттĕмĕр. Ỹсерехпе Нарспипе Сетнер хушшинчи юрату çирĕплĕхне туяттăмăр.

Тĕмер библиотекинче те поэта халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. "Нарспи" - чăваш поэзийĕн эткерĕ", "К.В.Иванов - чăваш халăхĕн юратнă ывăлĕ" кĕнеке куравĕсем йĕркелерĕмĕр.

Поэтăмăрăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен электронлă презентаци хатĕрлеме пуçланă. Пукане театрĕн артисчĕсем те пулĕç-ха хăнара. Буклетсемпе викторинăсем йĕркелени те кĕнекепе туслаштарма пулăшĕç ачасене.

Г.ИВАНОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика