Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ палăк тума хутшăнар!

20 февраля 2015 г.

"Тĕмерти вăтам шкулта Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç захватчикĕсене хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене чысласа лартнă палăка уçнă ятпа митинг пулса иртрĕ. Çак палăкăн никĕсне тума пĕрремĕш кирпĕче В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен пионер дружинин хисеплĕ пионерĕ А.Сучков хунă. Вăл вăтам шкулта 10 класс вĕренсе пĕтерсен аттестат илеймесĕрех фронта тухса кайнă...", вулатпăр "Ял ĕçченĕ" хаçатăн 1970 çулта тухнă номерĕнче. Çĕнтерỹ кунĕнче Тĕмерти вăтам шкулта уçнă асăннă палăка. Çак паллă кун кунта Тăвай райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ П.Я.Яковлев, "Победа" совхоз директорĕ П.А.Воробьев, Тĕмер ял совечĕн председателĕ П.Я.Николаев, вăрçăра пуç хунисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем, учительсемпе вĕренекенсем пулнă. Пионерсемпе комсомолецсем хисеплĕ караулта тăнă. Палăк кивĕ шкулăн çĕрĕ çинче вырнаçнă. Ăна тунă çĕре Тĕмер çыннисем, шкул ачисем хастар хутшăннă. Палăка никĕс ярса, кирпĕчпе купаласа улăхтарнă, вăрçăра пуç хунă вĕрентекенсемпе вĕренекенсен хушамачĕсене çырнă плита вырнаçтарнă. Çак сăваплă ĕçе пирĕн ентеш Андрей Анисимович Сучков пуçарнă. Хăй вăл Кармалта çуралса ỹснĕ, вăрçă участникĕ, Мускавра юрисконсультра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Нумай çул палăк умĕнче митингсем иртнĕ, ачасем чечексем ỹстернĕ, йĕри-тавра тирпейленĕ. Çĕнĕ шкул туса лартсан, унти çĕре уйрăм çынсене валеçнĕ, палăк та кивелнĕ, юхăннă.

Асăну вырăнне тунăранпа 45 çул çитет. Кăçал, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнĕ май, дирекципе коллектив çак палăка çĕнĕрен туса Тĕмер шкулĕн территорине куçарма шутларĕ. Çавна май çак шкултан вĕренсе тухнă Тĕмер, Кармал, Вăтаяль, Амалăх, Чутей, Ишпуç, Мучар çыннисене чĕнсе каласшăн: "Шкул сакки çинчен тăрса хаяр тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, пуçĕсене хунă çамрăксене, вĕрентекенсене асра тытар, çĕнĕ палăк тума кар тăрар!"

Палăк çинче Н.А.Афанасьевăн хушамачĕ те пур. Вăл пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн панă, хăйĕн ỹчĕпе тăшман дзотне хупланă. Кашнин шăпи хаклă пирĕншĕн, кашниех мухтава тивĕçлĕ. Паян анăçри политиксем историне тепĕр май çавăрттарма пăхнă май, пирĕн хамăр çĕнтерỹçĕсене пĕлмелле, вĕсен ырă ятне çỹлте тытмалла. Çĕре çити тав вĕсене çак çутă та илемлĕ пурнăçшăн. Ырă та хисеплĕ, сăваплă ĕçрен айккинче юлар мар, туссем!

Тăван çĕре _ чăваш çĕрне _ чунтан юратнă Андрей Анисимович Сучков тунă ырă ĕçе çĕнетер!

С.ШАШКОВА. Тĕмер шкулĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика