Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2010 - 2014 çулхи кăтартусем

11 февраля 2015 г.

-Пилĕк çул хушшинче агропромышленноç комплексне аталантарма 605,4 млн. тенкĕлĕх инвестицисем хывнă.

-Ял хуçалăх машинисен паркне çĕнетме 124,4 млн. тенкĕ тăкакланă, 105 единица ял хуçалăх техникипе оборудовани туяннă.

-Пĕтĕмпе 4989 гектар усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ĕçе кĕртнĕ.

-Пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 5 субъекчĕ 205,5 пин тенкĕлĕх муниципаллă пулăшу илнĕ. Хăй ĕçне пуçлакан 3 çынна 300 пиншер тенкĕлĕх грантсем панă.

-Тăвай ялĕнче бассейнлă, спорт тата тренажерсен залĕсемлĕ "Аль" спорткомплекс ĕçлеме пуçланă.

-Тăвайри больница çуртне тĕпрен юсама 30 миллиона яхăн тенкĕлĕх тăкакланă.

-4991 туяну 549950 пин тенкĕлĕх тунă. Бюджет эффективлăхĕ 14 миллион та 392 пин тенкĕпе танлашнă.

-Муниципаллă пурлăха тытса пынинчен налог мар тупăш 5 çул хушшинче 47 миллион та 500 пин тенкĕлĕх пырса кĕнĕ.

-Тăвай ялĕнче 176 ача вырнаçмалăх шкул çулчченхи учреждени хута янă. Тушкилте 76 ача вырнаçмалăх ача садне юсаса çĕнĕрен ĕçе кĕртнĕ тата 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче тепĕр çĕнĕ ушкăн уçнă.

-Вĕрентỹ сферинче пурлăхпа техника базине çирĕплетме 52512,9 пин тенкĕ инвестици хывнă. Çав укçа-тенкĕпе 7 шкулта юсав ĕçĕсем тунă (19015,0 пин тенкĕ), 7 автобус (8323,7 пин тенкĕ) тата тĕрлĕ оборудовани (25227,6 пин тенкĕ) илнĕ.

-2010 çулта Элпуçĕнче 140 ача вырнаçмалăх вăтам шкул çуртне туса хута янă.

-53007 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă. 160 çынна кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçарнă.

-"2013 çулччен яла аталантарасси" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн 33 çынна 11260,7 пин, 21 çамрăк специалиста 12854,34 пин тенкĕлĕх социаллă тỹлевсем илмелли свидетельствăсем панă.

-"Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программăна пурнăçласа 60 çемье çурт-йĕр çавăрма е туянма (26118,33 пин тенкĕлĕх) социаллă тỹлев свидетельствисем илнĕ.

-78 çамрăк çемье çăмăллăхлă ипотека кредичĕпе усă курнă.

-Нумай хваттерлĕ çуртсене юсама 24 млн. та 186 пин тенкĕ уйăрнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика