11 февраля 2015 г.
Район лаптăкĕ - 52,2 пин гектар, çав шутра ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем 35,7 пин гектар, вĕсенчен 30,6 пин гектарĕ - сухалакан çĕрсем.
Халăх йышĕ - 15607.
Район территорийĕнче 10 ял тăрăхĕн - Элпуç, Йăнтăрчă, Мучар, Çĕнĕ Пуянкасси, Тăрмăш, Тĕмер, Чутей, Тушкил, Тăвай, Енĕш Нăрваш - составĕнче 31 ял вырнаçнă.
Тĕп предприятисем: "Акконд-агро фирма" ХАО, "Тăвайри кооператив" ПО, "Тăвай çăкăрĕ" ООО, "Красная Чувашия", Ленин ячĕллĕ, "Дружба", "Чутеевский" ЯХПКсем, "Буяново" ООО, "Тăвайри кирпĕч завочĕ" ХАО, В.Грачев, С.Хумышев, С.Илларионов ХФХсем.
Район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем 2014 çулта Тăвай енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе, халăхăн тулăх пурнăçĕпе унăн шайне ỹстерессипе ĕçленĕ, социаллă сферăн ыйтăвĕсене татса панă, бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курнă.
Районăн пĕрлештернĕ бюджетне тупăшсемпе 334 миллион та 072 пин тенкĕ (100,1 процент) чухлĕ пурнăçланă. 2013 çулхипе танлаштарсан тупăш 76 миллион та 559 пин тенкĕ (29,7 процент) чухлĕ ытларах пырса кĕнĕ.
Пырса кĕнĕ налог тата налог мар тупăшсен калăпăшĕ 2014 çулта 59 миллион та 788 пин тенкĕпе (101,4 процент) танлашнă. 2013 çулхипе танлаштарсан ку кăтарту 15 процент е 7 миллион та 813 пин тенкĕлĕх пысăкрах (Чăваш Республикипе асăннă ỹсĕм 2,8 процент чухлĕ).
Налог тупăшĕсем 49 миллион та 232 пин тенкĕлĕх (101,4 процент) пырса кĕнĕ. 2013 çулхипе танлаштарсан, 9,2 процент е 4 миллион та 129 пин тенкĕлĕх пысăкрах çỹлерех асăннă сумма. Налог мар тупăшсем - 10 миллион та 556 пин тенкĕлĕх (101,4 процент). Ку кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 53,6 процент е 3 миллион та 683 пин тенкĕлĕх ỹснĕ. Тавăрса памалла мар укçа-тенкĕн калăпăшĕ 274 миллион та 284 пин тенкĕпе (99,7 процент) танлашнă. Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкакĕ 2014 çулта 342 миллион та 536 пин тенкĕлĕх (99,7 процент) пулнă. Пĕрлештернĕ бюджета Тăвай районĕ 2014 çулта 8 миллион та 463 пин тенкĕлĕх дефицитпа пурнăçланă. Планпа пăхнă тăрăх дефицит 10 миллион та 410 пин тенкĕлĕх пулмалла пулнă.
2015 ÇУЛХИ ЗАДАЧĂСЕМ
2015 çулхи йывăр экономика условийĕсенче Тăвай район бюджечĕн шайлашăвне налог тата налог мар тупăшсен калăпăшне ỹстернипе тивĕçтерме тăрăшмалла. Бюджетăн кашни тенкипе эффективлă, шухăшласа усă курассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла.
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ
Район экономикин тĕп отраслĕсенчен пĕри - ял хуçалăхĕ.
Агропромышленность комплексне аталантарма бюджетран финансланин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 115,6 миллион тенкĕлĕх пулнă. Çав шутран 81,3 миллион тенки федераллă бюджетран, республикăн - 34,3 миллион тенкĕ.
2014 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 12421 тенкĕпе танлашнă.
ỸСЕН-ТĂРАН ТУСА ИЛЕССИ
Пур йышши хуçалăхсенче пурĕ 17,7 пин тонна тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, 11,4 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Гектар пуçне тухăç тĕш тырăпа - 16,7, çĕр улмипе 179,2 центнерпа танлашать.
Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче кашни гектартан 21,7 центнер тухăç туса илнĕ. "Родник" тулли мар яваплăхлă общество 40 гектар çинче вырăн панă пулнă çĕр улмине. Гектар пуçне 250 центнер çĕр улми туса илнĕ çăлпуçсем.
Районĕпе пурĕ 5100 гектар çинче кĕрхи çĕртме туса хăварнă. 2013 çулхипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах ку кăтарту.
Кĕрхисене 2850 гектар çинче акса хăварнă.
2014 çулта 25,3 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техникипе ытти оборудовани туяннă.
ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ
Тăвай енри пур йышши хуçалăхсенче 6910 мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çав шутра 3430-шне сăваççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче 2881 пуç мăйракаллă шултра выльăх, ĕнесем - 1353 пуç.
Пур йышши хуçалăхсенче 2014 çулта пурĕ 20179,2 тонна сĕт суса илнĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 6413,8 тонна. Ку енĕпе "Акконд-агро фирма" общество ырă тĕслĕх кăтартать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесен продуктивлăхĕ ỹсни палăрать. 2014 çулта пĕр ĕнерен вăтамран пурĕ 4844 килограмм сĕт сунă, 2013 çулта - 4667 килограмм.
Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕр ĕне пуçне вăтамран 6000 ытла килограмм, "Новый путь" ЯХПКра, "Акконд-агро фирма" обществăра, Хумышевпа Канясев хресчен фермер хуçалăхĕсенче - 5000, "Дружба", "Чутеевский", "Красная Чувашия" ЯХПКсенче, Борисов, Павлов хресчен фермер хуçалăхĕсенче 4000 ытла килограмм сĕт сунă.
Пĕр ĕне пуçне сĕт туса илес енĕпе "Новый путь" (848 килограмм), "Чутеевский" (235 килограмм) ЯХПКсем палăрнă.
Кашни çĕр ĕнерен 89,4 пуç пăру илнĕ районта. Выльăхсен ăратне çĕнетессипе те тимленĕ, 82 пуç сĕт нумай антаракан ĕне илнĕ.
ИНВЕСТИЦИ ПРОЕКЧĔСЕМ
Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе начар мар ĕçлеççĕ Тăвай енре.
"Акконд-агро фирма" обществăра сĕт-çу цехне пысăклатса çĕнетеççĕ. Унăн смета хакĕ - 43 миллион тенкĕ. Талăкра пурĕ 30 тонна сĕт ĕçлесе хатĕрлеме пуçласшăн, 7 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн.
Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче 200 пуç пăру вырнаçмалăх вите (смета хакĕ 28,2 миллион тенкĕ) тăвассине вĕçлесе пыраççĕ.
Ку хуçалăх "Сĕте пастеризацилесси" ятлă бизнес-планпа çемье фермине аталантарма пулăшакан 5 миллион тенкĕлĕх грант выляса илнĕ. Проекта пурнăçа кĕртсен тепĕр 4 çын валли ĕç вырăнĕ пулать.
Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнче 120 пуç ĕне вырнаçтарма май пур витене (6 миллион тенкĕлĕх) реконструкцилессине малалла пурнăçлаççĕ.
О.Восторгин пĕр тăванĕсемпе пĕрле "Ялти усадьба" турист бази тăвать район территорийĕнче, унăн смета хакĕ - 74 миллион тенкĕ. Малтанхи тапхăрта 25 çын валли ĕç вырăнĕ пулать. Проекта пурнăçа кĕртсен, пурĕ 52 ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă кунта.
500 тонна çĕр улми хумалли нỹхрепе юсама Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕнче 2 миллион тенкĕ тăкакланă.
Пĕлтĕр 3 фермер конкурсра мала тухса хресчен фермер хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма пулăшакан грант выляса илнĕ. Г.Гурьев сурăхсем валли вите тунă, А.Павлов - МТЗ-82 трактор, Н. Ильин мăйракаллă 17 шултра выльăх, çав шутра 16 ĕне туяннă.
"Акконд-агро фирма" общество 2015 çулта 366 пуç пăру вырнаçмалăх вите тума пуçласшăн, 100 пуç ерттернĕ пушмак пăру илесшĕн.
Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче вара хăйсен укçи-тенкипе (5 миллион тенкĕ) 100 пуç пăру вырнаçакан витене çĕнетес тĕллевлĕ.
2015 ÇУЛХИ ТĔП ЗАДАЧĂСЕМ
Пур йышши хуçалăхсенче те кăçал аш-какай туса илессине ỹстермелле, 2,92 пин тоннăна çитермелле сĕтпе - 21,1 пин тоннăна.
2015 çулта пĕр ĕне пуçне вăтамран сĕт сунине палăртакан кăтарту 5000 килогрампа (2014 çулта - 4844 килограмм) танлашмалла. Çуракине лайăх хатĕрленсе ирттерсе ямалла. 14136 гектар (2014 çулта - 14020) çинче çурхисене акмалла, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12114 гектар (2014 çулта - 11763) çинче.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем туянмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсен çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 16 миллион тенкĕлĕх кредит йĕркелемелле. "Илме лайăх, пама йывăр", - тенине тĕпе хурса укçа-тенкĕ кивçен илме васкамаççĕ-ха хуçалăхсем.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, юхăннă тепĕр 66 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлемелле.
Пуçланă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртмелле, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем тăвас, ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлес енĕпе çĕнĕ инвесторсене явăçтармалла.
ПРОМЫШЛЕННОСТЬ
Районта 2014 çулта харпăр хăй туса илнĕ продукци калăпăшĕ 318,4 миллион тенкĕлĕх пулнă. Промышленность продукцийĕ илессипе "Акконд-агро фирма", "Тăвайри кирпĕч завочĕ" обществăсем ырă тĕслĕх кăтартнă.
Пысăк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи ỹснĕ, 15378 тенке çитнĕ.
ПĔЧĔК ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬЛĔХ
Кăçалхи çул пуçламăшĕнче районта пурĕ 286 пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсем ĕçленĕ, çав шутра 61 пĕчĕк предприяти, 222 уйрăм предприниматель.
32 хресчен фермер хуçалăхĕ пур тата, ял хуçалăх продукцийĕн 42 процентне ытла туса илеççĕ вĕсенче.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх сферинче пурĕ 2677 çын ĕçлет. Пĕчĕк предпринимательлĕх представителĕсем 436,6 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă пĕлтĕр.
Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи кунта 13929 тенкĕлĕх пулнă.
"Арман" тулли мар яваплăхлă обществăна хăйĕн ĕçне аталантарма Тăвай район бюджетĕнчен 50 пин тенкĕ уйăрнă.
Ĕçсĕр ултă çынна харпăр хăй ĕçне йĕркелеме укçа-тенкĕ парса пулăшнă.
ПОТРЕБИТЕЛЬ РЫНОКĔ
Паянхи куна Тăвай район территорийĕнче ваккăн сутакан 168 объект ĕçлет, вĕсенчен 44-шĕ "Тăвайри кооператив" потребобществăн магазинĕсем, обществăлла апатланун - 11, халăхăн йăлари ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 13 предприяти тата пĕр ярмăркка.
2014 çулта ваккăн сутакан 4 объекта çĕнетсе уçнă. Потребитель рынокĕн объекчĕсене аталантаракан инвестицисен пĕтĕмĕшле хакĕ - 8 миллион тенкĕ, 16 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем шутланман суту-илỹ организацийĕсен ваккăн сутакан таварçаврăнăш калăпăшĕ 237,9 миллион тенкĕлĕх пулнă 2014 çулта.
Обществăлла апатланун таварçаврăнăш калăпăшĕ - 5,9 миллион тенкĕлĕх.
2014 çулта тỹлевлĕ услугăсен калăпăшĕ 86,5 миллион тенкĕлĕх пулнă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх районта тивĕçлĕ шайра ĕçлеймест-ха.
Районта хресчен фермер хуçалăхĕсене аталантармалли условисем çителĕклĕ. Ял хуçалăх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлессине йĕркелеме, стройка тума, халăха тĕрлĕ услугăсемпе тивĕçтерме пулать. Инвесторсем валли 8 инвестици площадки хатĕрленĕ.
МУНИЦИПАЛЛĂ ПУРЛĂХПА УСĂ КУРНИ
Муниципаллă пурлăхпа тата çĕр участокĕсемпе эффективлă усă курасси - районăн тĕп задачисенчен пĕри. Вĕсемпе усă курнăшăн паракан тупăш вырăнти бюджета кĕрет пĕтĕмпех.
2014 çулта муниципаллă пурлăхпа усă курнин тупăшĕ 9,199 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутра çĕр участокĕсене арендăна илнĕшĕн - 2,411 миллион тенкĕ. Муниципаллă пурлăха арендăна илнĕшĕн панă тупăш 307,1 пин тенкĕлĕх пулнă.
Муниципаллă пурлăха сутса район бюджетне 858,6 пин тенкĕ, çĕр участокĕсене сутса 5,447 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ.
Пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхĕнчи 17652 гектар çинчи çĕре регистрациленĕ. Çак лаптăкран районăн тата ял тăрăхĕсен муниципаллă харпăрлăхне пурĕ 3135 пай çĕр, 7161 гектар лаптăк чухлĕ шута илнĕ. Паянхи куна 53 çĕр пайĕ, 2813 гектар чухлĕ пур. Вĕсенчен 525,53 гектарне - арендăна 1022 гектарне ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен харпăрлăхне панă. Юлнисене вара, арендăна пама е аукцион урлă сĕнме документсем хатĕрлеççĕ.
Ял тăрăхĕсен тата 3498 гектар çинчи 1925 çĕр пайне регистрацилемелле. Паянхи куна 1398 гектар çинчи 741 çĕр пайĕ пирки суд пăхса тухать. Çĕр пайĕсене 2016 çул вĕçĕнче регистрацилесе пĕтермелле.
Çавăн пекех район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Тăвай енри юхăннă хуçасăр объектсене, куçман пурлăха, çурт-йĕрсем айĕнчи çĕрсене инвентаризацилессине хăвăртлатмалла. Районĕпе шута илмен - 1152 объект. 28-шĕ пачах та пулман, 24 çунса кайнă, 30 илсе кайнă, 48 çĕршĕнчĕк çуртсене çак списокран кăларнă. Капиталлă строительствăн 390 объектне инвентаризацилесе кадастр учетне тăратнă, тепĕр 101 объект валли кадастр планĕ тума заявлени пырса кĕнĕ. Тата 531 объекта инвентаризацилесе кадастр учетне тăратмалла.
Тỹлевсĕр çĕр пайĕсем пама нумай ачаллă 77 çемьене учета илнĕ районта. Вĕсенчен 43-шне тивĕçтернĕ. Тăххăрăшĕ çурт-йĕр çавăрасшăн, тепĕр 34 çемйин килти хушма хуçалăха аталантармалла иккен. Çĕр пайĕ панисенчен пĕр çемйи кăна çурт тума пуçланă. Çĕр пайĕ илес текен нумай ачаллă çемьесем ытларах Тăвай ял тăрăхĕнчен.
Муниципаллă пурлăхпа эффективлă усă курнине тĕрĕслесех тăмалла, район бюджечĕн тупăшне ỹстермелле. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме вара аренда укçи-тенки тата çĕр налогĕ мĕнле пырса кĕнине контроллесе тăмалла. Çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслессине йĕркелемелле. Учета илнĕ нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕпе тивĕçтерессине тимлемелле. Приватизацин прогноз планне кĕртнĕ муниципаллă пурлăха сутассипе аукционсем йĕркелемелле.
ПАТШАЛĂХ ТАТА МУНИЦИПАЛЛĂ УСЛУГĂСЕМ ПАРАССИ
Пĕлтĕр районти нумай функциллĕ центра 896 гражданин услуга илме пынă. Унта паянхи кун услугăсем паракан 2 чỹрече пур. Пĕр чỹречене районта вăтамран 9,7 ыйту (республикăра - 11,6) тивет.
Кăçал нумай функциллĕ центрта тепĕр чỹрече ĕçлессине йĕркелемелле. Патшалăхăн пĕрлехи Порталĕнче регистрацие тăнисенчен пароль илнисен йышне 40 процента çитермелле çулталăк вĕçлениччен. Паянхи куна 1910 çын регистрацие тăнă, вĕсем Пĕрлехи портал урлă пулăшу илме пултараççĕ.
МУНИЦИПАЛЛĂ ТУЯНУСЕМ
"Патшалăх тата муниципаллă нушасене тивĕçтермелли услугăсен, ĕçсен, тавар туянакансен сферинчи контракт системи çинчен" федераллă закона пурнăçа кĕртсе 2014 çулта районта 1263 туяну, 58039,05 пин тенкĕлĕх, тунă.
Бюджет эффективлăхĕ 2 миллион та 621 пин тенкĕпе (7,7 процент) танлашнă. Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсенче вырнаçнă тата коммерциллĕ мар организацисен туянăвĕсен тỹпи 56,8 процент пулнă.
СТРОИТЕЛЬСТВО ТАТА ЖКХ
2014 çулта 19,245 млн. тенкĕлĕх çул-йĕр ĕçĕсем тунă.
Ял тăрăхĕсенче 2,753 км сарман çулсене тата Тăвай ял тăрăхĕнчи Вăрманхĕрри ялĕнче пĕр кĕпер юсанă. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене 924 тăв. метр юсав туса çĕнетнĕ. Кусемсĕр пуçне вырăнти пĕлтерĕшлĕ икĕ автомобиль çулĕ çинче барьер картисем тытнă.
Пурăнмалли çурт-йĕр программине пурнăçласа укçа-тенкĕн мĕн пур çăлкуçĕпе усă курса 2014 çулта пĕтĕмĕшле лаптăкĕпе 11001,7 тăв. метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă е ку вăл 2013 çулхин 126,2 проценчĕпе танлашать.
Социаллă тỹлев илме 7 çын тата 4 çамрăк специалист свидетельствăсем илнĕ. 26 çамрăк çемье çăмăллăхлă ипотека кредичĕ йĕркеленĕ.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли черет списокĕнче 673 çемье шутланнă. Унсăр пуçне 22 тăлăх ача тата Аслă Отечествăлла вăрçăн 2 ветеранĕ черетре тăраççĕ.
Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ 78 çуртран 76-шне газпа харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарнă, тепĕр çуртне кăçал çавнашкал ăшăтмалла тăваççĕ.
Нумай хутлă нумай хваттерлĕ пурăнмалли 39 çуртра кашнинче электроэнергие тата сивĕ шывпа тивĕçтернине пĕтĕм çуртшăн шута илекен приборсем вырнаçтарнă. Пурăнакан асăннă çуртсенчи 785 хваттертен 692-шĕнче №88 процент№ сивĕ шывпа мĕн чухлĕ усă курнине харпăр хăй вырнаçтарнă приборсемпе шута илеççĕ.
2014 çулта асăннă капиталлă объектсене хута янă:
-176 вырăнлă ача сачĕ (пĕтĕмĕшле хакĕ - 86,2 млн. тенкĕ);
-Вăтаялĕнчи тата Çĕнĕ Ишпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕсем. Çак асăннă модульлĕ кашни фельдшерпа акушер пунктне тума 2,351 млн. тенкĕ, çав шутра оборудовани туянма 152,8 пин тенкĕ тăкакланă;
-Тăвай ялĕнчи РТП территорийĕнчи 12 хваттерлĕ пурăнмалли çурт. Вĕсенчен 10 хваттерне тăлăх ачасене панă (пĕтĕмĕшле хакĕ - 9,832 млн. тенкĕ);
-12 хваттерлĕ пурăнмалли тепĕр çуртне (38А) Ленин проспектĕнче хăпартнă, вĕсенчен 7 хваттерне пурăнма юрăхсăр кивĕ çуртсенчен куçнă çынсене тивĕçтернĕ (пĕтĕмĕшле хакĕ 6,041 млн. тенкĕ);
-"Тăвай ялĕнчи талăкра 500 кубла метр мăшкăлтăк шывне биологилле майпа тасатакан станци" строительство объектне проект тăвассине вĕçленĕ.
2015 ÇУЛХИ ЗАДАЧĂСЕМ
-Тăвай ялĕнчи Кооперативная урамри нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртăн пĕрремĕш подъездне туса пĕтерсе ĕçе кĕртесси;
-Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли 1 çурта харпăр хăй газпа ăшăтмалла тăвассине вĕçлесси;
-"Тăвай ялĕнчи талăкра 500 кубла метр мăшкăлтăк шывне биологилле майпа тасатакан станци" объекта патшалăх экспертизи витĕр кăларасси;
-Тенеяль тата Амалăх ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси;
-нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене тата вĕсене пырса кĕрекен вырăнсене 1421,8 тăв. метр лаптăк юсав тăвасси;
-57,9 км тăршшĕ горизонтальлĕ çул палли (разметка) туса тухасси.
РЕСПУБЛИКĂН АДРЕСЛĂ ИНВЕСТИЦИ ПРОГРАММИПЕ 2015-2017 ÇУЛСЕНЧЕ ÇАК ĔÇСЕНЕ ТУМА ПĂХНĂ:
-2015 çулта "Аниш" автоçул çинче (Нăрваш сали) Соломенка юхан шывĕ урлă хывнă кĕпере 49 млн. та 273 пин тенкĕлĕх реконструкци тăвасси, 2016 çулта 62 млн. та 932 пин тенкĕ тăкакласа çак ĕçе вĕçлесси;
-2016 çулта Тăвай ялне кĕмесĕр айккипе 38 млн. та 919 пин тенкĕлĕх автомобиль çулĕ тăвасси, 2017 çулта 63 млн. тенкĕ хывса çак строительствăна вĕçлесси.
2015 çулта "Аниш" (Тăвай-Канаш) автомобиль çулне 10 млн. тенкĕлĕх 9 км тăршшĕ юсама палăртаççĕ.
СОЦИАЛЛĂ СФЕРА
Вĕрентỹ учрежденийĕсен тĕп тата приоритетлă задачи ача сачĕсенчен пуçласах пахалăхлă вĕрентесси пулса тăрать.
Çĕнĕ ача сачĕ уçнă май, районта виçĕ çултан аслăрах ачасен черетне пĕтернĕ, Тăвай ялĕнчи ача сачĕсенче вара вĕсене çỹреме кăмăл тунă 1 çултан аслăрах ачасем пурте вырăн тупнă.
Пирĕн умра тăракан задача - ача сачĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, халĕ ĕçлекен шкулчченхи учрежденисене тĕп юсав тăвасси.
Районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче пурĕ 1654 ача вĕренет. Классенче вăтамран 13,5 ача вĕренет, кашни учитель пуçне 9,6 вĕренекен тивет.
Патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕн итогĕсем тăрăх 11 класс вĕренсе пĕтернĕ 135 ача тата 9 класс пĕтернĕ 199 ача пĕтĕмĕшле вăтам тата тĕп пĕлỹ илни çинчен аттестат илнĕ. 2014 çулта вĕренсе тухакансен ППЭн (ЕГЭ) вăтам балĕ вырăс чĕлхипе 62,65 (республикипе 66,94), математикăпа 42,47 (республикипе 47,14) пулнă.
11 классенчен вĕренсе тухнисенчен 22-шĕ, 9 класс пĕтернисенчен 14-шĕ лайăх паллăсемлĕ (с отличием) аттестатсем илнĕ.
Пултаруллă ачасене палăртса вĕсене аталанма пулăшни ырă результатсем парать. Районти шкулсенчи 11 вĕренекен тĕрлĕ предметсемпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулса тăнă. Тăвай шкулĕнчи 2 вĕренекен Пĕтĕм Раççейри асăннă олимпиадăн юлашки тапхăрĕн çĕнтерỹçипе призерĕ пулма тивĕçнĕ.
Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул инноваци программисемпе проекчĕсене ĕçе кĕртессипе вĕрентỹ учрежденийĕсен республикăри конкурсĕнче çĕнтерсе 200 пин тенкĕ грант илме пултарнă.
Вĕренекенсен 73 проценчĕ хушма вĕренĕве явăçнă.
Районта вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессипе малалла ĕçлеççĕ. 2014 çулта çак тĕллевсене пурнăçласа 6 млн. та 826 пин тенкĕ уйăрнă, вĕсемпе компьютерсемпе технологи оборудованийĕ, учебниксемпе вĕренỹ пособийĕсем туяннă, Йăнтăрчă тата Тушкил шкулĕсенче юсав ĕçĕсем тунă.
2014 çулта педагогика ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 20210,6 пин, шкул çулчченхи вĕрентỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен 17878,7 пин, хушма пĕлỹ педагогĕсен 14118,2 пин тенкĕпе танлашнă.
Районта вĕрентỹ пайĕн тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен çывăх çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕнче шкул ачисене вĕрентнин пахалăхĕпе эффективлăхне ỹстерес ыйтусем тата çавăн пекех районти шкулсене килекен çамрăк педагогика кадрĕсем валли тивĕçлĕ условисем туса парасси, вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси приоритетлă пулса тăраççĕ.
СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔН ĔÇĔ
Районти халăха ЧР сывлăхпа социаллă аталану министерствин "Тăвайри тĕп район больници" бюджетлă учреждени сменăра 200 çын йышăнма пултаракан поликлиникăпа пĕрле тата талăкĕпе сипленмелли 50 койка фончĕпе, кăнтăрлахи уйрăмри 22 койкăпа, кăнтăрла выртса сипленмелли 2-шер койкăллă пĕтĕмĕшле врач практикин 7 уйрăмĕ, 15 фельдшерпа акушер пункчĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ.
Районта сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 251 çын, çав шутра 39 врач тата 123 вăтам медработник, тăрăшать.
2014 çулта пурĕ 32274 чире регистрациленĕ, çав шутра пуçласа - 12937. Вĕсенчен ачасемпе _ 6918, çитĕннисемпе - 24356.
Пуçласа чирлесси 1000 çын пуçне - 778,3 (2013 çулта - 774,4).
Пĕтĕмĕшле чирлесси 1000 çын пуçне 1881,5-пе (2013 çулта - 1911,3) танлашнă.
2665 çын (95,6 процент) диспансеризаци, 7708 çын (96,9 процент) флюорографи тĕпчевĕ витĕр тухнă.
Врачсен уйăхри вăтам ĕç укçи - 22000 тенкĕ, вăтам медицина персоналĕн - 11679, кĕçĕн медицина персоналĕн - 9900 тенкĕ.
Кадрсем çитмеççĕ. Паянхи кун тĕлне районти тĕп больницăна пĕтĕмĕшле врач практикин 1 врачĕ, 2 вăтам медицина работникĕ, 1 юрист, 1 водитель тата территорие пăхса тăракан 1 çын кирлĕ.
КУЛЬТУРА
2014 çулта районти культура учрежденийĕсем халăхăн культурăпа кану ыйтăвĕсене йĕркелессипе пысăк ĕç туса ирттернĕ: культура çулне халалланă 4995 культурăпа массăллă мероприятисем ирттернĕ. Клуб йĕркеленĕ вĕсен хисепĕ 246 çитнĕ, çав шутра 14 çулчченхи ачасем валли - 81, çамрăксем валли - 44. Çакнашкал йĕркеленỹсене 3574 çын хутшăннă.
Отрасле вăйлатма пĕлтĕр 20 млн. та 763 пин тенкĕ е 2013 çулхинчен 58,8 процент нумайрах янă.
Районти культура учрежденийĕсенче 73 çын ĕçлет. 2014 çулта культура ĕçченĕсем уйăхра вăтамран 10203,8 тенкĕ ĕç укçи е умĕнхи çулхинчен 19,2 процент ытларах илнĕ.
Мучарти культура çуртне 1 млн. та 243 пин тенкĕлĕх тĕп юсав туса çĕнетнĕ.
Шел пулин те, районти культура учрежденийĕсен ĕçĕнче çитменлĕхсем те çук мар. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр культура çурчĕсенче ĕçлекенсен халăхăн кану вăхăтне çĕнĕлле йĕркелеме пултарулăх çитеймест, халăхпа хутшăнмалли, ăна хавхалантармалли çĕнĕ шыравсем, майсем тупаймаççĕ.
ДЕМОГРАФИ ЛАРУ-ТĂРĂВĔ
Районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. 2014 çулта 2013 çулхинчен 12 ача ытларах çуралнă. Чăн та, çынсем вилесси ỹснĕ, 2014 çулта умĕнхи çулхинчен 2 çын ытларах вилнĕ. Районĕпе вилесси çуралнинчен 1,1 хут пысăкрах.
ЗАГС органĕсенче пĕлтĕр 127 мăшăр çемье чăмăртанине регистрациленĕ. Çав вăхăтрах уйрăлакансем 44 пулнă. 2013 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр мăшăрланакансем 8 хушăннă, уйрăлакансем 7 сахалланнă.
ФИЗКУЛЬТУРА ТАТА СПОРТ
Районти физкультурăпа спортăн пурнăçри хавхаланăвĕ пысăк, вăл çуллен аталанса та сарăлса пырать, чылай енĕ массăлăхпа палăрса тăрать.
2014 çулта пурĕ 60 ытла спортпа массăллă мероприяти ирттернĕ, вĕсене нумай çын хутшăннă.
"ДЮСШ-ФСК "Аль" ДОД АУ тата районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсен воспитанникĕсем волейболпа, футболпа, кире пуканĕ çĕклессипе, йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа, кĕрешессипе республикăри ăмăртусенче пĕрре çеç мар çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.
Спортпа туслисен хисепĕ районта 6 пин çынна яхăн, ку вăл халăх йышĕн 37,4 проценчĕ (умĕнхи çулта 36,08 процент пулнă).
Кăçал та тĕрлĕ енĕпе спорт ăмăртăвĕсем тата çамрăксен мероприятийĕсем ирттерессине мала хунă.
ĔÇ РЫНОКĔ, ХАЛĂХА ĔÇПЕ ТИВĔÇТЕРЕССИ
Ĕçлеме пултаракан халăх ĕçе явăçни, çынсен тỹлевлĕ ĕç вырăнĕ пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2015 çул пуçламăшĕ тĕлне районта регистрациленĕ ĕçсĕр çынсем 43-н (2013 çулта - 45 çын) шутланаççĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ ĕçлеме пултаракан халăхпа танлаштарсан 0,48 процент. 2014 çулта 804 çынна ĕçе вырнаçтарнă.
Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен 7 ярмăрккине йĕркеленĕ, вĕсене 37 организаци хутшăннă, 186 ваканси тăратнă. Ярмăрккăна 92 çын пынă, вĕсенчен 41-шĕ хăйсене кăмăла каякан ĕçсене вырнаçнă.
Пур шайри влаç органĕсен ĕçĕнче те халăха социаллă хỹтлĕх парас ыйтусем приоритетлă пулса тăраççĕ. Тăвай районĕн халăха хỹтлĕх паракан пайĕнче çăмăллăхсемпе 6949 çын усă курать. Социаллă льготăсен 27 тĕсĕпе тивĕçтереççĕ. 2014 çулта социаллă тỹлевсем 73,2 млн. тенкĕ панă.
128 çемьене республикăн амăшĕн капиталне илмелли сертификатсем парса тивĕçтернĕ.
Пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă услугăсемшĕн тỹлеме 323 çемьене 2,885 млн. тенкĕлĕх субсидисем парса пулăшнă.
2014 çулта федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене сипленсе сывалма 19, регионтисене 6 путевка панă.
2015 çулта халăха социаллă хỹтлĕх паракан учрежденийĕн пĕчĕк тупăш илекен ачаллă çемьесене адреслă пулăшу парассипе, пурнăçри йывăр лару-тăрусенче пулăшассипе малалла тимлемелле, кашнин ыйтăвне шута илмелле, ватăсемпе пĕччен пурăнакансене ялан пулăшма тăрăшмалла.
Раççей Пенси фончĕн районти Управленийĕнче 4926 пенсионер шутланать. Вĕсенчен 4019-шĕ ватлăх ĕç пенсийĕ, 215-шĕ инвалидлăхпа, 134-шĕ тăрантаракана çухатнипе, 558-шĕ патшалăх пенсийĕпе тивĕçтернипе пенси илеççĕ. Пенсин вăтам виçи районта 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8776 тенкĕпе, çав шутра ватлăхри ĕç пенсийĕ 9355 тенкĕпе танлашать. Кăçалхи февральте пенсин страхлакан пайне 11,4 процент индексаци тунă. Çавна пула ватлăх пенсийĕн страхлакан пайĕн вăтам виçи районĕпе 10415 тенке çитнĕ.
Хисеплĕ юлташсем!
2014 çул итогĕсем районăн экономикăпа социаллă сферинчи кăтартусенчен ытларахăшĕ ырă динамикăпа упранса юлнине кăтартса парать. Çакăншăн пурте тав сăмахне тивĕçлĕ.
2015 çул çăмăл пуласса шантармасть. Районăн экономикăпа социаллă пурнăçне малалла аталантарасси тата хамăрăн халăх пурнăçне лайăхлатасси, паллах ĕнтĕ, пиртен экономика, технологи тата управлени тĕлĕшпе çĕнĕ йышăнусем тума, активлă та пултаруллă пулма ыйтать. Пĕрлехи вăйпа тата пĕрлехи хастар ĕçпе эпир йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса чылай ырă кăтартусем тума пултаратпăр. Чи кирли - кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче тухăçлă та перекетлĕ, творчествăлла ĕçлеме пултартăр. Пире пĕр тĕллев пĕрлештерсе тăрать - пурнăçа лайăхрах тăвасси, тикĕс те шанчăклăн аталанса пырасси, çав аталанăва хăвăртлăх кỹресси, тикĕс те эффективлă ĕçлесси.
Источник: "Ял ĕçченĕ"