13 февраля 2015 г.
Тăвай районĕнчи пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсем 16,885 пин тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса кĕртнĕ. Çакă 2013 çулхипе танлаштарсан 137,2 процент пулать. Çĕр улми тухăçлăхĕ вара 14,388 пин тоннăпа танлашать, виçĕм çулхипе танлаштарсан 140,5 процент. Пахча çимĕçе 4,903 пин тонна управа кĕртнĕ. Сĕт туса илессипе вара тăвайсем çуллен çитĕнỹ тăваççĕ. "Акконд-агро" обществăра вăй хуракансем пĕр ĕне пуçне 2014 çулта вăтамран 5846 килограмм (2013 çулхипе танлаштарсан 100,3 процент) сĕт сунă. Республикăри кăтарту - 4650 килограмм. Тăвай районĕн - 4877 килограмм. Ỹсĕм 8,7 процент.
Çак çитĕнỹсем ял хуçалăхри хастар çынсен тăрăшулăхĕсĕр тата патшалăхăн агропромышленноçа аталантарас тĕллевлĕ ятарлă пулăшу программисемсĕр, çавăн пекех çаврăнăçуллă ертỹçĕсемсĕр пулман паллах. Ку çитĕнỹсен шайне упраса хăварса çĕннисем патне ăнтăлма вăй-хал çитĕ-и Тăвай таврашĕнче? Районăн ял хуçалăхĕнчи потенциалĕ пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕпе Сергей Владимирович Павловпа сăмах пуçартăмăр.
-Районăн кăна мар, республикăн агропромышленноçне аталантарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ку пушă сăмах мар, патшалăхăн ял хуçалăхне пулăшмалли программисемпе килĕшỹллĕн бюджетран 2,42 млрд тенкĕ куçарнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1,61 млрд тенкĕ, республикăран 0,81 млрд тенкĕ уйăрнă.
Чăваш Республики кăçал та патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмĕ, ку тĕллевсем валли 1121 млн тенкĕ пăхса хăварнă: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме - 61,1 млн тенкĕ, ỹсен-тăран çитĕнтерме - 172,4 млн тенкĕ, процент ставкисене субсидилеме - 888,3 млн тенкĕ. Çакăнта Правительствăн 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 53-мĕш Постановленийĕ çине пусăм туса хăварас килет. Унпа килĕшỹллĕн агропромышленноç комплексне кредит парасси енĕпе улшăнусем кĕртнĕ.
Тăвай районĕ вара 2014 çулта патшалăхран 115,5 млн тенкĕ пулăшу илнĕ, ку 2013 çулпа танлаштарсан - 157 процент.
-Кредит илмесĕр пысăк ĕçе пурнăçлаймăн пуль. Районта çăмăллатнă кредитпа нумаййăн усă курнă-и?
-"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа кредит илме çăмăлланнине палăртмалла. 2006 çултанпа 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне асăннă нацпроекта тата ял хуçалăхне аталантарас тĕллевлĕ патшалăх программине пурнăçланă май Тăвай районĕнчи пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене 701,9 млн тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит панă, 2014 çулта вара - 81,4 млн тенкĕлĕх 409 кредит. Патшалăхăн çак пулăшăвĕ районта хуçалăх тытакан 3908 çынна тивнĕ.
-Фермер хуçалăхĕсене аталантарасси мĕнле пырать?
-Çĕршывра 2012 çулта йышăннă "Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси", "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси" программăсем ял хуçалăхне çĕнĕ варкăш кĕртрĕç. Çак тапхăрта ĕçе пуçăнакан 151 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 16 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ. Программăсем хута кайни республикăра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине палăрмаллах ỹстерме, фермер хуçалăхĕсене ура çине тăма пулăшрĕ. Сăмах май, виçĕ çулта çемье фермине тума патшалăхран - 91 млн тенкĕ, фермер хуçалăхне йĕркелесе яма 159 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.
-Патшалăх пулăшăвĕ харама кайманни куç умĕнчех. Тăвайсен сатурлăхĕ, пуçарулăхĕ палăрать-и?
-Тăвай районĕнче хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма 5-ĕн грант илчĕç. Çакă хушма ĕç вырăнĕсем тума май парать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен пĕр çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕ. 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне Тăвай районĕнче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 4173 пуçа çитрĕ. Сăмах май, Сергей Илларионов фермер 602 пуç усрать, вăл шутра сăвакан ĕнесем - 324. Хастар фермер кăçал патшалăх пулăшăвĕпе усă курса сĕт тирпейлекен цех хута ярасшăн. Ку тăрăхри Геннадий Гурьев сурăх усраса тупăш илме палăртнă.
-2015 çулта фермерсене пулăшу пулĕ-ши?
-Фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермине йĕркелекенсене пулăшас тĕллевпе республика федерацин патшалăх пулăшăвĕн программисене тăваттăмĕш çул хутшăнать. Иртнĕ çулхи кĕркунне Чăваш Енрен кирлĕ документсене Раççей ял хуçалăх министерствине тăратнă ĕнтĕ. Кăçал фермер хуçалăхĕсене пулăшма 39 млн. тенкĕ ытларах уйăрма палăртнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен - 16,3 млн. тенкĕ. Вăл 53 фермера пулăшма çитмелле.
-"Республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем майлă самантпа усă курни тата потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ ял хуçалăх продукцийĕсен тата тирпейлесе хатĕрлекен продуктсен производствин калăпăшĕсене ỹстерме май паракан миллиардшар тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçлани савăнтарать" - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку тĕлĕшпе Тăвайсем пирки мĕн калама пулать-ши?
-2014 çулта Чăваш Республикинче пĕр вăхăтлăха 25 пин тонна ытла пурлăх йышăнма пултаракан çĕрулмипе пахчаçимĕç упрамалли 10 хранилище тунă тата юсаса çĕнетнĕ. Çĕр улми упрамалли хранилищĕне реконструкци тунă е çĕнĕрен хăпартса лартнă тăкакăн 30 процентне патшалăх саплаштарать. Тăвайсем çак мелпе темĕн усă курма тăрăшмаççĕ-ха. Чăн та, 500 тоннăлăх çĕр улми хранилищине смета хакĕпе пăхнă 2 млн. тенкĕлĕх реконструкци тунă.
"АПК аталанăвĕ" нацпроект ĕçлеме пуçланăранпа 20 инвестици проекчĕ пурнăçланнине палăртмалла. Сăмахран, "Акконд-агро" хуçалăхра 980 пуç ĕне тытмалли фермăна хута яни те пысăк утăм. Кунта ĕнесене сумалли ятарлă зал пур, дояркăсене валли - уйрăм пỹлĕм. Çавăн пекех "Дружба", "Чутеевский" тата ытти хуçалăхра ĕне фермисене реконструкцилени те савăнтарать.
Кăçал вара "Акконд-агрора" 308 пуç пăру валли вите хута ярасшăн. "Акконд-агро фирма" ХАОн сĕт-çу комплексне аталантарма укçа-тенкĕ хывни тĕрĕс çул-йĕр пулнине кăтартать. Предприяти республикăри ял хуçалăхне аталантарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Унăн продукцие талăкра 30 пин тонна таран ĕçлесе тирпейлемелли цех ĕçлет.
-Пĕлтĕр Çĕрпỹ районĕнчи Сăнав поселокĕнче иртнĕ Чăваш Республикин АПК ыйтăвĕсене, апат-çимĕç рынокĕ улшăннине хак паракан правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аграрисен умне кашни килограмм тырра шута илме тĕллев лартнăччĕ. Шăвармасăр пахча çимĕç ỹсмест. Тыр-пул уйĕнче мелиораци мероприятийĕсене ирттерейĕпĕр-ши?
-Чăваш Енре "Чăваш Республикинче 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн чĕр таварĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" патшалăх программин "Чăваш Республикин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси" çум программа начар мар ĕçлет.
2014 çулта тĕллевлĕ программа федераци тата республика бюджетĕнчен 53 млн тенкĕ уйăрнă, республикăри 23 хуçалăх мелиораци техники туянма пултарчĕ. Çавăн пекех, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем шăвармалли техника туяннă чухне 50 процент таран çăмăллăхпа усă курнă.
Хальлĕхе Тăвай тăрăхĕнче икĕ хуçалăхра çеç 121 гектар çинчи ял хуçалăх культурине шăвараççĕ. Çакă, паллах, калама çук çителĕксĕр. Патшалăх условисем туса парать, пирĕн, хуçалăхсен вара, вĕсемпе туллин усă курмалла. Шăваракан лаптăксене çулран-çул пысăклатсах пымалла.
-Ял хуçалăхне аталантарасси - çав тери кăткăс та йывăр ĕç. Тăвай районĕнче мĕнле йывăрлăхсемпе "кĕ-решме тивет"?
-Вăхăт малаллах шăвать, васкать. Çавăн пекех акă çур аки те çитсе тăрĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлемелли техникăна хатĕррисен ретне лартмалла, сĕрмелли-çунтармалли материалсем, удобрени паянах туянмалла, ырана хăвармалла мар. Хальлĕхе районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăрлăхлăх 2379 тонна хатĕрленĕ. Ака вăхăтĕнче минерал удобрени çитменни те йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать: 3401,7 пин тонна минерал удобрени кỹрсе килнĕ, анчах та ку вăл кирлинчен 17,0 проценчĕ çеç. Района 20000 тоннăран кая мар удобрени кирлĕ.
Ỹсен-тăран çитĕнтерессине илсен - районта элита вăрлăх çитменни палăрать. Паха вăрлăхсăр пысăк тухăç илесси иккĕленỹллĕ.
"Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕнче 1700 ытла хуçасăр е тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкне тупса палăртнă. Республика Пуçлăхĕ вĕсене кирлĕ пек çырса йĕркелеме тата çаврăнăша кĕртме каларĕ. Тăвайра унччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме фермерсене явăçтарни аван.
-Сĕт туса илекеншĕн чĕр тавара ăçта тата тупăшлă хакпа вырнаçтарасси çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине палăртрĕ.
-Комсомольски тăрăхĕнче 2 организаци сĕт пухать. Сĕте 18 тенкĕпе туянаççĕ. Сĕт пуçтаракансем - "Янтиковский кооператив" ПО, "Молочный двор-Канаш" СПСК.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура килти хуçалăхсенчен паракан сĕт хакне тата пахалăхне патшалăх енчен йĕркелесе тăма хушрĕ. Ку ĕçе, паллах, Патшалăх ветеринари службипе муниципалитетсене явăçтармасăр пурнăçлаймăн. Сĕт пуçтаракансемпе заводсем килти хуçалăхсен сĕчĕн пахалăхĕ вăйра тăракан норматив требованийĕсене тивĕçтермест теççĕ. Пахалăхне кура - хакĕ. Çавăнпа та тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тỹлемелле. Республика Пуçлăхĕ сĕт пахалăхне шута илсе килти хуçалăхсемпе продукцишĕн татăлмалли йĕркене кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлеме хушрĕ.
-Чăнах та ĕнтĕ, юлашки вăхăтра яла таврăнакансен йышĕ ỹссе пыни палăрать. Çамрăксем тăван тăрăхрах пурăнма тĕв тунипе аслисем те кăмăллă. Çамрăксене вăй илсе кайма пулăшу тем пек кирлĕ...
-Тĕрĕс, патшалăх политики шăпах çамрăксене пулăшас тĕллевлĕ те. 2014 çулта районта пурăнса ĕçлекен çынсен, çамрăк çемьесен тата специалистсен пурнăçне лайăхлатма 6,04 млн тенкĕ уйăрнă. Çамрăк çемьесене тата специалистсене 2,18 млн тенкĕ тивнĕ. Вун пĕр ял çыннине социаллă тỹлевпе тивĕçтересси çинчен калакан свидетельство панă: 7 гражданина, çамрăк 4 çемьепе специалиста.
Пĕтĕмĕшле вара, 2003 çултан пуçласа федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тата "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020-мĕш çулччен тăнăçлă аталантарасси" тĕллевлĕ программăсенчи мероприятисене пурнăçлама республикăна федераци бюджетĕнчен 1520,25 млн тенкĕ çитнĕ.
Çак тапхăрта ялти 4483 çемье хăйсене ялта пурăнмалли кĕтеслĕ пулса тăнă, çав шутра 1589 çамрăк çемье тата специалист.
-Федерацин "Патшалăхăн ял хуçалăхне 2020 çулчченхи аталантарасси" программине улшăнусем кĕртни пирки пĕлтĕмĕр. Мĕн кĕтмелле-ши ял ĕçченĕсен?
-Малашлăх планĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕсене тĕпе хурса палăртса пурнăçламалла.
Правительство агропромышленноçа укçа парса пулăшнипе пĕрлех уй-хир ĕçĕсене, инвестици проекчĕсене пурнăçланăран пулакан тăкака саплаштарма, ял хуçалăх рынокне йĕркелеме тăратнă пуçарусене каярахри тапхăра хăварма, ĕçченсене хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăпа тивĕçтерме май паракан меслетсем хатĕрлеме палăртнă. АПКна аталантарма федераци бюджетĕнчен 50 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.
Чăнах та, 2014 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче РФ Правительствин Постановленийĕпе килĕшỹллĕн "Патшалăхăн ял хуçалăхне 2020 çулччен аталантарасси" программине улшăнусем кĕртнĕ. Федераци программине тата 5 çумпрограмма хушнă.
Пахча çимĕç ỹстерессине, çĕр улми вăрлăхĕ туса илессине, сĕт паракан ĕне выльăх ĕрчетессине аталантарассипе тата ыт. те çыхăннă мероприятисем çинчен калакан çумпрограммăсене пурнăçланă чухне тăкакланнин пĕр пайне тỹрремĕнех субсидилени - çĕнĕлĕх.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, 2015 çулта паха вăрлăх туса илессин центрĕсене тата ял хуçалăх кооперативĕсене пурлăхпа техника никĕсне туса хума, анлăлатма тата çĕнетме грант пулăшăвĕ парĕç.
Программа тĕллевĕсенчен пĕри - чикĕ леш енчи продукцие хамăрăннипе улăштарма çитес вăхăтрах майсем тупасси. Паян ỹсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ.
Çавăн пекех Патшалăх программипе килĕшỹллĕн кашни регион тĕлĕшпе ял хуçалăх продукцийĕ туса илмеллин индексне палăртнă, 2015 çулта вăл - 105,2 процент. Тăвай районне илес пулсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 23,0 пин тонна туса илмелле, çĕр улми - 27,3 пин тонна, пахча çимĕç - 6,0 пин тонна, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк - 2,83 пин тонна, сĕт - 23,41 пин тонна. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсене федераци бюджетĕнчен тивекен субсидисене йĕркелесси, парасси, пайласси çинчен" 999-мĕш постановленийĕпе килĕшỹллĕн субсиди илекенсемпе Килĕшỹ тăваççĕ. Субсидипе усă курнине тỹрре кăлармасан, кăтартусене çĕнетсе лайăхлатмасан, субсидие бюджета каялла тавăрмалла пулать.
Пирĕншĕн ку питĕ пысăк яваплăх. Планланине пурнăçламалла кăна мар, ăна ирттерсе пурнăçлама тăрăшмалла.
Интервьюна И.ГЛАДКОВ илнĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"