02 февраля 2015 г.
Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă оборонăпа массăллă ĕç тата спорт уйăхлăхĕ район шайĕнчи ăмăртупа Тĕмерти вăтам шкулта старт илчĕ.
Çак кун таврари çичĕ шкултан спортсменсемпе вĕсен ертỹçисем пирĕн шкула пуçтарăнчĕç. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев хавхалантарса тăчĕ: Николай Афанасьев паттăрлăхне халалланă виçĕ енлĕ ăмăртура çĕнтерсе куçса çỹрекен кубока çĕнсе илесси. Ăмăрту пуçланиччен малтан шкулти акт залĕнче çамрăксене Н.Афанасьев биографийĕпе тата паттăрлăхĕпе паллаштаракан презентаци кăтартнă, литмонтаж иртнĕ. Шкул директорĕ А.Николаева хăнасене саламласа çапла каланă: "Паянхи кун район шайĕнче виçĕ енлĕ ăмăрту пирĕн шкулта иртни пирĕншĕн питĕ пысăк яваплăх, çав вăхăтрах хăпартланмалли пулăм. Н.Афанасьев Кармал ялĕнче çуралса ỹснĕ, Тĕмер шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Аслă вăрçăра паттăрлăх кăтартса историре йĕр хăварнă. Паттăрсене манар мар, вĕсем пек пулма тăрăшар". Малалла тĕп судья Б.Емельянов ăмăрту йĕркипе паллаштарнă.
Виçĕ енлĕ ăмăрту (троеборье) спорт залĕнче иртрĕ: çамрăксем винтовкăран тĕл перессипе, автомата хăвăрт салатса пуçтарассипе тата магазина салатса вăхăтпа пуçтарассипе ăмăртрĕç. Тĕплĕ те чылай вăхăт хушши хатĕрленни, тăрăшни харама каймарĕ: Тĕмер шкулĕн икĕ команди те малти вырăнсене çĕнсе илчĕ. Аслă ушкăнри иккĕмĕш вырăна Тăрмăш шкулĕн команди, виççĕмĕшне вара Чутей шкулĕн команди тивĕçлĕ пулчĕç. Вăтам ушкăнри иккĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ, виççĕмĕш вырăнта - Тăрмăш шкулĕн команди. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе парнесем парса хавхалантарнă, çĕнтерỹçĕ-шкул куçса çỹрекен кубока тивĕçнĕ.
Çамрăксене тĕрĕс воспитани парса ỹстерес, вĕсен патриотла туйăмĕсене вăйлатас ĕçре çак мероприяти тĕслĕх вырăнне пулмалла. Хăй вăхăтĕнче Кармалти шкулта кашни çулах январь уйăхĕнче Н.Афанасьев паттăрлăхне халалласа йĕлтĕрпе чупу иртнĕ. Малашне çавăн пек ăмăртăва кашни çулах йĕркелесен аван пулмалла, унта пур шкулăн та хутшăнма тăрăшмалла.
Ăмăрту ирттерме спонсорла пулăшу панă Филипп Васильевич Михайлова чĕререн тав тăватпăр.
С.ШАШКОВА, вĕрентекен.
Источник: "Ял ĕçченĕ"