Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай ен малалла утăмлать

04 февраля 2015 г.

РАЙОН 80 ÇУЛ ТУЛТАРАС УМĔН 

Тăвай ен малалла утăмлать

"Халăхăн пурнăç шайне ỹстерес тата республика экономикине аталантарас тĕлĕшпе юлашки çулсенче çирĕп утăмсем турăмăр.

Тăван йăваран хакли нимĕн те çук, - теççĕ халăхра. Эпир хамăрăн Чăваш Республикине чун-чĕререн юрататпăр, унăн ырлăхĕшĕн патриотла туйăмсемпе пĕтĕм чĕре ăшшине парса, яваплăха туйса, ырми-канми ĕçлетпĕр", - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Тăвай енре пурăнакансем унăн сĕнĕвĕсене хапăлласах йышăнчĕç. Район экономикипе социаллă пурнăçне малашне те çирĕп аталантарса пырассишĕн çанă тавăрсах вăй хума тытăнчĕç ял ĕçченĕсем. Тăван кĕтес çутă та ырă пултăр тесе, хăйсен вăйне шанса, обществăри пĕрлĕхпе çирĕплĕхе упраса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ тăвайсем, район 80 çул тултарнине çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Пирĕн таврари çынсен харсăрлăхĕпе республикăри журналистсем хапăлласах паллашрĕç иртнĕ эрнере.

Малтан эпир Çĕнĕ Ишпуç ялне çитрĕмĕр. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ку ял, çавăнпа шăнса пăсăлнă хыççăн чылай чухне Тăвайри больницăна каймĕç те çынсем. Çакна шута илсе ялти магазинпа юнашар фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне вырăн панă. Туса пĕтернĕ хыççăн пĕлтĕрех уçрĕç ăна. Рената Григорьевна Гаврилова фельдшер çынсене йышăнма пуçларĕ унта. Эпир ушкăнпа пырса кĕнĕ чухне вăл пĕр хĕрарăмăн юн пусăмĕ мĕнле шайра пулнипе кăсăкланатчĕ. "Ĕнер пысăкчĕ, халь аванланса пырать. Паян сиплеве малалла тăсăпăр", - тет медицина ĕçченĕ.

-Фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне çỹреме питĕ лайăх халь, ăшă, таса. Тавах пурне те, пирĕншĕн çакнашкал тăрăшнăшăн. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăр республикăпа район ертỹçисем, ан чирлеччĕр, ĕçĕсем ăнса пыччăр, - калаçăва хутшăнса, шухăшне пĕлтерчĕ Çĕнĕ Ишпуçĕнче пурăнакан Т.Кармакова.

Чăваш Ен ял çĕрĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсен тытăмне тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене аталантарас енĕпе Раççейри чи лайăх сакăр регион йышне кĕнĕ. "Ял çыннисене - 100 ФАП" проекта пурнăçласа юлашки икĕ çулта 60 фельдшерпа акушер пункчĕ туса пĕтернĕ. Кăçал асăнннă документпа ĕçлессине вĕçлесшĕн.

Тăвай енре пурăнакансем 6910 мăйракаллă шултра выльăх пăхаççĕ, çав шутра 3430-шне сăваççĕ.

Районти хресчен фермер хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ ỹснĕ.

Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕн ĕçĕсемпе паллашма кăмăл турĕç Шупашкартан килнисем. Ырă кăмăллă, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултаракан ертỹçĕ Сергей Витальевич Хумышев йĕркелесе пырать кунти ĕçсене.

-Пирĕн мăйракаллă шултра выльăх 142 пуç шутланать. Ку кăтарту малтанхи çулхипе танлаштарсан 2,2 процент ỹснĕ. Сăваканни 70 ĕне пур, 2014 çулта пурĕ 354,6 тонна (4,9 процент ỹснĕ) сĕт сунă. Кашни ĕнерен вăтамран пурĕ 5066 килограмм (239 килограмм ытларах) сĕт илнĕ, - хăйсен ĕçĕпе паллаштарма пуçларĕ ферма заведующийĕ Ираида Леонидовна Егорова.

Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнче 120 пуç ĕне вырнаçтарма май пур витене реконструкцилеççĕ. Çак ĕçсене тума 6 миллионлăх укçа-тенкĕ уйăрнă. Журналистсем çĕнетекен объектпа та хаваспах паллашрĕç.

Пысăк аграри предприятийĕсемпе пĕрле пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем те аталанса пыраççĕ çапла.

-Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах та вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока хутшăнакансен - сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемелле, - тесе палăртрĕ Патшалăх Канашне янă Çырура Республика Пуçлăхĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркелекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартать. Сĕтшĕн тỹлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума сĕнчĕ. Эппин ку енĕпе пирĕн районта та лару-тăру лайăхланмалла, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хаçатçăсемпе радиотелеоператорсене малалла Тăвай енри "Ял пурнăçĕ" ятлă туризмпа кану базинче ĕçлекенсемпе тĕл пулма кайма сĕнсе.

Ку çĕнĕ объект Тĕмер çывăхĕнчи Паснер вăрманĕнче, 25 гектар çĕр çинче вырнаçнă. Проект хакĕ 74 миллион тенкĕлĕх.

"Ял пурнăçĕ" туризмпа кану базинчи ĕçсене йĕркелесе пыракан Петр Сергеевич Восторгин ĕç вырăнĕнчех пулчĕ. Автомашина çине лартрĕ те пире, вăрман ăшĕнче вырнаçнă çуртсенче ĕçлекенсен хастарлăхĕпе паллашма илсе кайрĕ. Паянхи кунпа килĕшỹллĕ çуртсенче арçынсем вăй хуратчĕç. Пĕрисем çывăрмалли пỹлĕмсенчи юлашки ĕçсене тăваççĕ, теприсем çăвăнмалли уйрăмсене хатĕрлеççĕ, апатланмалли, сипленмелли условисемлĕ çуртсем те пулаççĕ базăра. Пĕр сехете яхăн курса çỹрерĕмĕр вăрманта.

-Çулла килĕр. Унччен, тен, кунти ĕçсене вĕçлеме тăрăшăпăр. 64 миллион тенкĕлĕх ĕç тума май килчĕ-ха çак таранччен, нумаях юлмарĕ. Пирĕн база кăçал канакансене йышăнма пуçлĕ, - тесе ăсатрĕ пире П.Восторгин предприниматель.

"Акконд-агро фирма" обществăн сĕт-çу цехĕн ỹсĕмĕсемпе те кĕрсе паллашма тĕллев тытрĕç çакăн хыççăн журналистсем. В.Иванов директорпа В.Синяков хуралçă алăка уçрĕç.

Кунта иртнĕ çул реконструкци ĕçĕсем пынă. "Красночетайская" КСО ООО 30,2 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе вăй хунă.

Сĕт цехĕн çĕнетсе пысăклатнă пайĕнче чылайччен курса çỹрерĕмĕр. Чаплă оборудованисем хушшинче çухалса кайма та пулать. Вячеслав Павлович хăйсен чылай кăтартăвĕсем çинчен каласа пачĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма çителĕклĕ апат единици хатĕрленĕ вĕсем. Пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне пурĕ сĕт сунă кăтартăвĕ те чи аваннисен шутĕнче аккондçăсен. Талăкра пĕр ĕне пуçне вăтамран сĕт суса илесси те çỹллĕ шайра иккен.

Нумаях пулмасть "Чи лайăххисене - ачасем валли" республикăри программăна пĕтĕмлетнĕ. Ача-пăча валли хатĕрленĕ 109 тĕрлĕ продукци пăхса тухнă. Унта хутшăннă коллективсене "Чи лайăххисене - ачасем валли" пахалăх палли панă. Пирĕн районти "Акконд-агро фирма" общество коллективĕ те çак сума тивĕçлĕ пулнă.

Тăвай ялĕнчи "Асамат кĕперĕ" ятлă шкулчченхи учрежденине юлашкинчен кĕрсе курчĕç Шупашкар хăнисем.

Пирĕн район хăйĕн юбилейне лайăх кĕтсе илме хатĕрленнине палăртрĕç хăнасем, малашне тата пысăкрах ỹсĕмсем тума сунчĕç ял ĕçченĕсене.

А.НИКИТИНА

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика