06 февраля 2015 г.
Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ те вĕçленчĕ. Пурнăç шав малаллах шăвать. Вĕренỹ заведенийĕсенче студентсен хĕрỹ тапхăрĕ, хĕллехи сесси те иртсе пырать. Çак яваплă самант хыççăн каникул кунĕсем пуçланаççĕ. Тăван яла, çуралнă кил-çурта атте-аннене курма, юлташсемпе тĕл пулма васкаççĕ çамрăксем. Яла килсен вара юратнă шкул, "иккĕмĕш кил", хăй патне туртать.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăрлач уйăхĕн юлашки шăмат кунĕнче е нарăс уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче шкултан вĕренсе тухса кайнă яшсемпе хĕрсем тĕл пулăва пуçтарăнаççĕ. Тĕмерте çак кунсенче уяв каçĕ иртрĕ. Сессие аван вĕçленĕ, хаваслă сăн-питлĕ çамрăксем 11-мĕш класра вĕренекенсемпе, вĕрентекенсемпе кăмăлтан калаçрĕç. "Мĕнле вăл студент пурнăçĕ?Мĕнлерех йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ вĕреннĕ вăхăтра? Экзаменсенче миçе балл пухсан вăл е ку института вĕренме кĕме пулать?" - çак тата ытти ыйтусем кăсăклантарчĕç кăçал шкулпа сыв пуллашакансене.
Малтанах А.А.Николаева директор саламларĕ пухăннисене. Ачасем пĕчĕк концерт лартса пачĕç. Тĕл пулура тĕрлĕрен конкурссем пулчĕç. Вĕсенче студентсемпе вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне, тавракурăмне кăтартрĕç. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Чернова "Сĕнỹ хаçачĕ" йĕркеленĕ. Хăнасем хăйсен шухăшĕсене унта çырса хăварчĕç. Çак мероприяти тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе Наталья Николаевнана 9-мĕш класри Д.Большовапа Е.Шашкова пулăшса пычĕç.
Тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕ спортзала куçрĕ. Виçĕ команда волейболла выляса тупăшрĕ. Хĕрỹ кĕрешỹре учительсен команди пĕрремĕш, студентсен - иккĕмĕш, вĕренекенсен виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Тăван шкул алăкĕсем пуриншĕн те яланах уçă. Сире вĕрентекенсем хапăл туса кĕтсе илĕç, кирлĕ вăхăтра сĕнỹсем парса пулăшĕç.
В.ГАВРИЛОВА.
Тĕмер шкулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"