Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксем – пирĕн туссем

15 февраля 2013 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Кайăксем хĕллехи вăхăтра сивĕпе çеç мар, выçăпа аптăраса ви-леççĕ. Çавăнпа та пирĕн вĕсене пулăшмалла.
Тĕмерти ача садĕнче çунатлă туссене халалласа эрне иртрĕ. Унта ачасем кайăксем çинчен калавсем, сăвăсем урлă пĕлĕвĕсене ÿстерчĕç. Тĕрлĕ ÿкерчĕксем туса, пластилинран ăсталаса кайăксен ячĕсене пĕлнине çирĕплетрĕç.
Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе сырăшсем хатĕрлесе садик территорийĕнче ÿсекен йывăçсем çине çакса тухрĕç. Халĕ унта çунатлă тусĕсем валли апат хурсах тăраççĕ. Уйрăмах çак ĕçре Никита Филиппов, Никита Яковлев, Маша Прокопьева, Саша Павлов, Виталий Кучеров, Антон Краснов, Ульяна Аксанова, Вася Канясев, Яна Шахмамедова, Ульяна Зайцева, Тимур Ананьев çемйисем хастар хутшăнчĕç.
Çапла вара пире çунатлă туссем питĕ пысăк усă параççĕ. Çут çанталăк – пирĕн кил. Килти чĕр чуна хаклама пĕлес пулать. Пурин те пĕр-пĕрне пулăшмалла. Ваттисем калани те вырăнлă пулĕ: “Çăкăр-тăвар хире хирĕç”.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2013 çулта çĕр-шывра Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май эпир те коллективра çут çанталăка упрас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене палăртрăмăр. Ачасем те вăй-халĕ çитнĕ таран пĕрлехи ĕçе хутшăнма пуçларĕç акă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика