Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессие тĕрĕс суйламалла

25 ноября 2014 г.

Профессие тĕрĕс суйламалла

Профессие тĕрĕс суйласа илесси - чи йывăр, кирлĕ пулăмсенчен пĕри. Тĕрĕс суйласа илнĕ професси çынна малалла аталанма, хăйĕн ĕçне юратса, киленсе пурнăçлама май парать. Ача тивĕçлĕ професси суйласа илтĕр тесе шкулсенче учительсем вĕренекенсене тĕрлĕрен профессисемпе паллаштараççĕ, экскурсисем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсене çитсе курма майсем туса параççĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем валли профессие тĕрĕс суйласа илме пулăшакан урок та пур, "профподготовка" урокĕ.

Çак ĕçре аслисене волонтерсем те пулăшма тăрăшаççĕ. "Твой выбор профессии" республикăри акцие хутшăнса "Тĕмер çамрăкĕсем" волонтер ушкăнĕ "Манăн професси - манăн чун туртăмĕ" стена хаçачĕ кăларчĕ, 5-8 классем хушшинче "Эпĕ килĕштерекен професси" плакатсен конкурсĕ йĕркеленĕ. Повар, учитель, каменщик, медсестра профессийĕсене суйласа илме хатĕрленеççĕ ачасем.

5-6 классем хушшинче "Профессие лайăх суйласа илер" тренинг йĕркелерĕç. "Кам пулăп-ши эпĕ тепĕр 10 çултан?", "Профессие лайăх пĕл" тата тĕрлĕрен конкурссенче вăй виçрĕç ачасем. Çивĕч кĕрешỹре туслăх çĕнтерчĕ. Волонтерсем çавăн пекех хальхи вăхăтра кирлĕ профессисемпе паллаштарчĕç. Атте-анне, учительсем хистенĕ профессие мар, чун туртаканнине суйласа илме сĕнỹ пачĕç.

Н.БОЛЬШОВА. Тĕмер ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика