19 ноября 2014 г.
Журналист тĕллевĕсене 30-мĕш çул туса пыратăп. Сумлă çынсемпе кăсăклă пулăмсем çинчен пĕрре кăна мар пичетлеме тỹр килнĕ вырăнти пичет кăларăмĕнче. Хальхинче Кармалти Андреевсем "Аль" спорткомплексри бассейна çемйипех шыва кĕме килни пирки интересленме сĕнчĕç. Иртнĕ кĕçнерни кун тĕл пултăмăр вĕсемпе.
Сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантаракан виçĕ хутлă çурт. Аякранах курăнать илемлĕ объект. Иртен-çỹрен кулленех кĕрсе кăсăклантăр тесе чылай тăрăшнă строительсем. Чăваш Ен ялавĕ тĕслĕ автобус ларать спорткомплекс çывăхĕнче. "Алдиаровская средняя школа" тесе çырнине вулама пулать чỹречи витĕр. "Элпуçсем уроксем хыççăн шыва кĕме килнĕ пулас", - вĕçрĕ пуçра шухăш алăка уçнă май. Чăнах та, 15 сехет кăна çывхарать пулин те, спорткомплексра çынсен сассисем илтĕнетчĕç. Пĕрисем çиелти тумĕсене гардероба хăвараççĕ, теприсем арçынсен тата хĕрарăмсен хывăнмалли пỹлĕмĕсене васкаççĕ, виççĕмĕшсем бассейна кĕмелли пушмаксем, спорт костюмĕсем тăхăнаççĕ тата ытти те.
-Кармалти Андреевсем ăçта-ши? - интереслентĕм шурă халатлă хĕрарăмран.
-Вĕсем бассейнра, - йăл кулса хуравларĕ вăл.
Бассейн алăкне уçсан ăшă сывлăш пит-куçа çупăрларĕ. Шыва кĕме çỹрекенсене сивĕ мар ĕнтĕ кунта.
-Ишме пĕлетĕн-и? - тĕпчетĕп сикме хатĕрленекен арçын ачаран.
-Пĕлетĕп, эпир кунта тăтăшах килетпĕр. Бассейнра шыва кĕме питĕ аван, - хавхаланса пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне вĕренекен.
Çынсен ушкăнĕ патне çывхаратăп. Çиччĕн вĕсем. Аслă, вăтам, çамрăк çулсенчисем. Шыв ытамĕнче хăйсен кăмăлĕсене çĕклеççĕ. Пăхатăн та вĕсем çине, чунра ырă-ырă туйăм çуралать. Ав, еплерех туслă вĕсем, Кармалти Андреевсем. Самантран çывăхрах паллашрăмăр.
Чи асли - Анна Михайловна. 85 çулта вăл. Кармалти тăхăр класс вĕренмелли шкулта ĕмĕрĕпех тасалăхшăн тăрăшнă, пенсие тухсан та ĕçленĕ. Çамрăк чухне ялти пĕвере шыва кĕме юратнă иккен. "Çулсем иртнĕ май, паллах, чунăн çак киленĕçне пурнăçлайми пултăм. Тăвай ялĕнчи бассейнлă спорткомплекс туни пирки каласа панăччĕ Люба хĕрĕм. Питĕ килсе курас килетчĕ ăна. Шел, иртнĕ çулсенче хăрушă чир ураран ỹкерчĕ. Рака çĕнтерсен Тăвайри бассейна шыва кĕме каятпăр, тесе пĕлтертĕм ачасене. Манăн вĕсем питĕ маттур, пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Пурте пĕрле тăрăшнипе хăрушлăх хыçа юлчĕ те, паян ак, çитрĕмĕр йышпа "Аль" спорткомплекса", _ терĕ Анна аппа.
Мăшăрне ăшшăн сăнакан 82 çулхи Иван Андреевич çамрăкланнăн курăнать халь.
-Хăвăра мĕнле туятăр? - ыйту патăм ăна.
-Хамăн ывăлсемпе хĕр йышĕнче, çавнашкал ăшă шыв ытамĕнче начар мар, паллах. Анна Михайловнапа иксĕмĕр лайăх ăру çитĕнтертĕмĕр. Пиллĕкĕн вĕсем пирĕн, тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Пурте çĕр-шыва юрăхлă пулчĕç. Мăнуксем вуннăн, - ытарлăн хурав пачĕ ветеран. Вăл нумай çул лашасене пăхнă. Ялти пушарникре те ĕçлеме тỹр килнĕ ăна.
Пĕринчен тепри кĕрнеклĕрех Андреевсен ывăлĕсем. Василий Иванович - тракторист, водитель. Мускавра ĕçлесе пурăнать.
Юрий Иванович Чулхулара йăва çавăрнă çемйипе. "Толкач ОТ-2453" теплоход çинче 1978 çултанпа вăй хурать.
Сергей Иванович çемйипе ашшĕпе амăшне пăхать.
Иван Иванович кăна çукчĕ бассейнра. "Питĕ шел, çитейместĕп, тесе пĕлтерчĕ, пирĕнтен каçару ыйтрĕ, Атлашевăра пурăнать вăл кил-йышĕпе, - пĕлтерчĕç Андреевсем.
Любовь Ивановна - район центрĕнче. Штукатур-маляр вăл, Мускава ĕçлеме çỹрет.
-Тăвай ялĕнче спорткомплекс, бассейн туни пирки каласа параттăм аттепе аннене. Вĕсем тимлĕ итлетчĕç мана, хĕрĕ спорткомплекса илемлетме хутшăннăшăн савăнатчĕç ĕнтĕ, - хавхаланса сăмахлать хĕрарăм. Кристина мăнукĕ те килнĕччĕ. Вăл медсестрара тăрăшать.
Амăшне хăрушă чир ытамĕнчен туртса илме май килнине çапла пĕрле, район центрĕнчи бассейнра шыва кĕрсе палăртрĕç Кармалти Андреевсем. Вĕсен тепĕр ырă йăлине пĕлме тỹр килчĕ тата. Кашни çулталăк пуçламăшĕнче пурте пĕрле ашшĕ-амăшĕн килĕнче пухăнаççĕ.
-Сывă пурнăç йĕркине ăруран-ăрăва куçарса пырăр малашне те. Çĕр çула çитичченех пурăнăр, ан чирлĕр, - тесе сывпуллашрăм Кармалти туслă кил-йышпа. Çĕкленỹллĕ кăмăлпа килелле утрăм çакăн хыççăн.
А.НИКИТИНА.
Сăн ỹкерчĕкре: Кармалти Андреевсенчен хăш-пĕрисем бассейнра.
Сăн ỹкерчĕкĕ авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"