07 ноября 2014 г.
Çак кунсенче Тĕмер ялĕнчи Матрена Дмитриевна Башмакова 90 çул тултарчĕ. Тыл ĕçченне юбилейпе РФ Президенчĕ В.В.Путин саламланă, вăл вăрçă асапне тỹссе ирттернĕ, вăрçă юхăнтарнă хуçалăха ура çине çĕклеме хутшăннă, Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ ăру çыннисем умĕнче пуçне тайнине палăртнă, юбиляра ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă. Патшалăх ертỹçин саламне Матрена Дмитриевна патне райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Е.Бельская тата Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Ярхунова çитернĕ, хăйсен ячĕпе те вăрăм кун-çулпа телей сунса ăшă сăмахсем каланă, хаклă парне парса чысланă.
Матрена Дмитриевна ĕçе çамрăклах кỹлĕннĕ.
-Эпĕ 15 çултах ялти участок больницине лаша пăхма пырса кĕтĕм. Кирек мĕнле çанталăкра, çĕрле-тĕк çĕрле сывлăх хуралçисене лавпа йывăр çынсене пулăшу пама илсе кайнă. Каярах лавпа уя тракторсем патне çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, шыв турттарнă. Кĕлте кỹнĕ, тырăпа кайнă, арман авăртнă. Вăрăм ĕмĕрте тем тĕрлĕ ĕç тума тиврĕ мана, нихăçан та нăйкăшман. Çавăнпа тỹ-сĕмлĕхшĕн Турри вăрăм ĕмĕрпе телейлĕ ватлăх парнелерĕ пуль мана. Манăн анне те 93 çул пурăннă, - тет Матрена Дмитриевна.
Чăннипех телейлĕ теме пулать халĕ унăн ватлăхне. Çунса кайсан амăшĕпе иккĕшĕ ларткаланă пĕчĕк пỹрт вырăнне ывăлĕ Георги икĕ хутлă кирпĕч пỹрт янтăларĕ. Ăна газпа хутса ăшăтаççĕ. Шывне те пỹртех кĕртнĕ. Картиш тулли ĕне выльăх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Тăватă мăнук тата мăнукĕсен виçĕ ачи халĕ Матрунь аппан. Мĕн çиес килни пурте сĕтел çинче. Хуларан килсен асламăшĕ умĕнче тĕпĕртетсе кăна тăраççĕ мăнукĕсем, кил хуçалăхра пулăшаççĕ. Ывăлĕ Шупашкарта васкавлă пулăшу машини çинче ĕçлесе пенсие тухрĕ те амăшне пăхма яла таврăнчĕ. Ĕçченскер, кунта та алăсене усса лармасть, ял тăрăхĕнчи пушар деповне водителе вырнаçрĕ.
Матрена Дмитриевнан вăрçă çулĕсенчи хастар ĕçшĕн панă медалĕ çумне "Ĕç ветеранĕ" медаль хушăнчĕ. Çемье ăшши, туслăх хуçаланать Башмаковсен килĕнче.
И.СОЛОВЬЕВ.
Сăн ỹкерчĕкре: юбиляра чысланă самант. Матрена Дмитриевна ывăлĕн çемйипе. Сулахайра - ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Ярхунова.
Источник: "Ял ĕçченĕ"