Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул пĕр пичевре

08 февраля 2013 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Ыран пирĕн ĕçтешĕмĕр, хаçатăн экономикăпа социаллă аталану пайĕн редакторĕ Иван Иванович Гладков 60 çул тултарать. Вăрçă инваличĕпе колхозница çемйинче çут тĕнчене килнĕ вăл. Хăй йĕркипе ялти пуçламăш, Кармалти 8 çул вĕренмелли тата Тĕмерти вăтам шкулсенче ăс пухнă. Ун хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехник-организатора, каярах Чăваш ял хуçалăх институчĕн зооинженери уйрăмĕнче вĕреннĕ.
“Ял ĕçченĕ” хаçатпа Кармал шкулĕнче вĕреннĕ çулсенчех туслашнă, унта заметкăсем çырса тăнă. Çавна май техникумра та стена хаçачĕсен редакторне суйлаççĕ. Техникумри литпĕрлешÿ членĕсем вырăнти, Шупашкарти сăвăçсемпе тĕл пулни, Лев Толстойăн Ясная Полянăри именине кайса курни каччă асĕнче манăçми йĕрсем хăварнă, унри çырас туртăма тата ытларах вăйлатнă.
Алла диплом илсен, вăл ĕçлеме тăван хуçалăха – “Победа” совхоза таврăнать, зоотехник-организатор пулса тăрать. Çав çулах çамрăк специалиста “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцине ял хуçалăх пайĕн литсотрудникĕ пулма чĕнсе илеççĕ. Эпĕ унран пĕр çул маларах çырусен пайне ертсе пыма тытăннăччĕ. Çапла Иван Ивановичпа паллашнăранпа кăçал 40 çул çитет. Хĕрĕх çул пĕр пичевре пыратпăр, пĕр хуранта пăтă пĕçеретпĕр. Кам вуттине хурать, кам кĕрпине ярать, виççĕмĕшĕ пăтраштарса тăрать, тăварне хушаканни те кирлĕ. Вĕт хаçат ĕçĕ пĕччен-иккĕн тумалли мар, унта редактортан пуçласа кашни хăйĕн тÿпине хывать, ялти обществăлла корреспондент таранах. Пурте пĕрле хатĕрленĕ çимĕç вулаканшăн юрăхлă, унăн кăмăлне килĕштĕрччĕ тесе тăрăшаççĕ. Хăçан мĕнле, тепĕр чух пăтти тĕпне ларасси те, тăвар каламанни те пулать – пур чухне те пĕр мар ĕнтĕ.
Хĕрĕх çул хушшинче Иван Ивановичпа иксĕмĕр хушăмăрти хутшăнусем тĕрлĕрен пулнă пуль: çывăхланасси те, хушша-хуппа “хура кушак” кĕресси те – пурнăç вĕт. Анчах кирек мĕнле пулсан та, сивĕ юхăм иртнĕ те, эпир каллех ним пулман пекех чи çывăх юлташсем пулса тăнă, пĕр-пĕринпе канашланă, вуланă кĕнекесене, центрта тухса тăракан хаçатсенчи статьясене пĕрле сÿтсе явнă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Хамăрăн пĕрлехи ĕçе – хаçат ĕçне иксĕмĕр те чунтан юратни пĕрлештерсе тăнă пире. Эпир пĕрлехи кĕрешÿре пиçĕхнĕ.
Иван Иванович Гладков опытлă журналист, сăмах ăсти. Вăл кирек мĕнле жанрпа та çырма пултарать. Ку вара шăпах унăн професси ăсталăхĕ пысăк пулнине кăтартать. Район хаçачĕсенче кăна мар, республикăри хаçат-журналсенче те пичетленсе пычĕç унăн калавĕ-очеркĕсем, сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем. Перекет банкĕн районти офисĕн ĕçне лайăх çутатнăшăн икĕ пинĕмĕш çулсенче республикăри журналистсен конкурсĕнче “Ĕçлĕ перо” премие тивĕçрĕ. 1979 çултанпа вăл РФ Журналистсен союзĕн членĕ. Хĕрĕх çул пĕр вырăнта, вĕсенчен 30 çулне пай ертÿçинче ĕçлеме çăмăл мар. Кунта пысăк тÿсĕмлĕх кирлĕ. Иван Иванович хăй вăхăтĕнче пĕр-пĕр хуçалăх ертÿçине те кайма пултарнă, пĕрре çеç мар суйланă та ăна, анчах хаçат уншăн чун суйласа илнĕ ĕмĕрлĕх ĕç пулса тăнă, вăл çав ĕмĕте нихăçан та улăштарман. Тавах ăна хаçат тусĕ пулса юлнăшăн.
Хаклă ĕçтешĕмĕре çуралнă кунпа чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу, пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем сунатпăр. Калемÿ яланах çивĕч пултăр сан.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика