15 октября 2014 г.
Раççейре кĕрхи призыв пуçланчĕ. Тăван çĕр-шыва чунтан парăннисен, кăмăлпа çирĕпписен, çĕр çинче, тинĕсре, тỹпере хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма хатĕррисен тепĕр ăрăвĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çар ретне тăрать.
Çурхи призывра таса тивĕçне пурнăçлама çар подразделенийĕсене 1897 ентеш тухса кайнă, кĕрхинче 1204 çамрăк хĕсмете тăмалла.
Çамрăксене çара ăсатмалли тапхăр пуçланнă май республикăри çар комиссариачĕсен çумĕнче 26 призыв комиссийĕ йĕркеленĕ. Вĕсем хĕрỹ ĕçе пуçăннă.
В.СОРОКИН.
Источник: "Ял ĕçченĕ"