10 сентября 2014 г.
Республикăн ял, вăрман тата сунар хуçалăхĕнче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 12174,1-шер тенкĕ е пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 13,8 проц. пысăкрах пулнă.
Ку вăл - ЧР экономикине тỹпе хывакансен вăтам шалăвĕн 60 проценчĕ чухлĕ. Çав вăхăтрах пĕтĕм экономикăра тăрăшакансен ĕç укçи 9,5 процент ỹснĕ.
Пирĕн районти ял ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçалхи 7 уйăхра - кăрлач-утă уйăхĕсенче 11817 тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 32,9 процент ỹснĕ. Пĕлтĕр вăл 8893 тенкĕ пулнă.
Кăçалхи 7 уйăхра апат-çимĕç, вăл шутра ĕçмелли шывсем, туса кăларакан производствăра ĕçлекенсем уйăхсерен 18540,6-шар тенкĕ (2013 çулхи асăннă хушăринчен 9,3 процент нумайрах) илнĕ.
А.НИКОЛАЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"