04 февраля 2013 г.
Çулсем иртнĕçемĕн ачалăх аса килет. Пĕлтĕр мĕн пулнине маннă та пулĕ, анчах ача чухнехи халĕ те куç умĕнче - чул çине çырса хăварнă çыру пек упранать. Вăрçă вăхăтĕнче хамăр ялта саппасри полк салтакĕсем тăнине те, Ленинградран эвакуаципе килнĕ Вова Смирновпа йĕлтĕрпе ярăннине те, унпа вырăсла-чăвашла перкелешнине те ас тăватăп. Шкула çÿреме тытăнсан вăрçă çинчен çырнă кĕнекесем вулама юрататтăм. Пĕррехинче шкул библиотекинчен «Генерал Доватор» /авторĕ П.Федоров/ илсе килтĕм те тÿрех шĕкĕлчеме тытăнтăм. Апат çимесĕр, çĕр каçипе куç хупмасăр вуларăм. Анне: «Çывăрма вырт-ха, краççына ытлашши ан пĕтер», - терĕ. Тул çутăлнă тĕле хулăн кĕнеке вĕçне çитрĕм-çитрĕмех. Уроксене хатĕрленмесĕрех шкула вĕçтертĕм. Кĕнекене тавăрса панă чухне библиотекарь: «Ĕнер кăна парса ятăм-çке. Мĕншĕн вуламасăрах илсе килтĕн?» - тесе ыйтрĕ. Вуласа тухнине ĕненмесĕр содержани калама хушрĕ. Ун чухне эпир вăрçăра паттăрлăхпа палăрнă Геройсен ячĕсене аванах пĕлеттĕмĕр. Александр Матросов çинчен ÿкернĕ кинофильм та курнăччĕ...
Унтанпа вăхăт самай иртрĕ. Çапах вăрçă вăхăтне манма çук. Кĕтмен çĕртен сиксе тухнă самантсем те ун пирки аса илтереççĕ. Пĕррехинче Екатеринбургри чăвашсен ушкăнне ертсе пыракан Д.М.Николаевпа калаçса ларнă чухне акă мĕн паллă пулчĕ. Унăн куккăшĕ Николай Афанасьев та Александр Матросов пекех паттăрла вилнĕ - пĕр уйăх маларах. Вăл та нимĕç дзочĕн амбразурине хăйĕн кĕлеткипе хупласа ыттисене малалла кайма май туса панă. Ку 1943 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче пулнă. Николай Афанасьев çинчен унччен те илтнĕччĕ-ха, вуланине те ас тăватăп. Чыса тивĕç чăваш арĕ паттăрлăхне кăтартни 70 çул çитрĕ. Йăмăкĕ Анастасия Афанасьева Шупашкарта пурăннине пĕлсен ун патне васкарăм. 88-ра кайнăскер çамрăк чухнехине аванах ас тăвать. Вĕсем Тăвай районĕнчи Кармалта йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Афанасий Илларионовичпа Агафия Андреевнăн ултă ача - тăватă хĕрпе икĕ ывăл - пулнă. Коля - виççĕмĕшĕ, 1923 çулхи акан 17-мĕшĕнче çуралнă. Хăюлăхпа паттăрлăх - мĕн ачаран аталанса пыракан пахалăхсем. Пĕррехинче Афанасьевсен лаши вĕçерĕнсе кайнă та киле таврăнман. Коля ăна шырама вăрмана тухса чупнă, çĕрĕпе çÿренĕ, ир енне лаша çавăтса таврăннă. Вăл пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Тĕмер шкулне çÿренĕ. Кашни кун кÿршĕ яла васканă, çил-тăманпа çумăра та пăхман, кашкăра тĕл пуласран та хăраман. Коля ашшĕнчен те тĕслĕх илнĕ. Афанасий Илларионович авлансан çара кайнă. Мăшăрĕ çичĕ çул кĕтнĕ. Колхоза кĕмен çемьене пурăнма çăмăлах пулман, хĕсĕрлекен тупăнсах тăнă. Йывăрлăхсене курса ÿснĕ Николай Канашри «Швейник» артельре ĕçлеме тытăннă. Шут ĕçне юратаканскере шутçа лартнă. Шăпах çавăн чухне ăна çара илнĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче ăна тăванĕсем Канашран ăсатнă...
Хăюллă çамрăка çарта та асăрханă: разведчиксем хатĕрлекен шкула янă. Каярахпа Николай Афанасьев аслă сержант взвод командирĕн пулăшуçи пулнă. Киле янă çырусенче вăл тăшмана пĕр шелсĕр тавăрни çинчен, чылайăшĕ паттăрлăх кăтартни пирки пĕлтернĕ, хăюллăн çапăçма сăмах панă. Пĕр çырăвне йăмăкĕ патне янă. Анастасия Афанасьевна ăна упрайманшăн пăшăрханать.
Тĕреклĕ те тавçăруллă разведчик ăсталăхне ĕçпе çирĕплетнĕ, «чĕлхесем» тытнă çĕре хутшăннă, питĕ кирлĕ хыпарсем тупса ыттисене пулăшнă. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Ржев хули патĕнче хăрушă çапăçу пынă. Пирĕннисен Кондраково ялне çăлмалла пулнă. Тăшман тĕплĕн хатĕрленнĕ, дзотсем тусах. Тупăсенчен персе аркатнă хыççăн нимĕçсем лăпланнă. Пирĕн пехота тапăнăва васканă. Çав хушăра çÿлерех вырнаçнă дзотран пулемет хĕм сирпĕтме пуçланă. Атака чыхăннă... Вăхăт каç енне сулăннă... Николай Афанасьев хăйĕнпе пĕрле икĕ салтака илсе дзот патне вăрттăн шуса çывхарнă, меллĕ самант тупса граната ывăтнă. Пулеметран пеме чарăннă. Ыттисем каллех тапăнăва çĕкленнĕ, ура! кăшкăрнă. Ак тамаша, нимĕçсем вăхăтлăха кăна лăпланнă иккен. Пулеметран каллех пенĕ. Тарăхнă Николай Афанасьев чăтса тăрайман - дзот амбразурине хăйĕн кĕлеткипе хупланă... Çапăçу вĕçленнĕ, Кондраковăна нимĕçсенчен хăтарнă. Тăвай районĕнчи Кармалта çуралса ÿснĕ паттăр пурнăçĕ çапла татăлнă. Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Николай Афанасьев кăрлачăн 29-мĕшĕнче вилнĕ.
Интернетри сайтра Александр Матросов пек вилнисен ячĕсем пур: 264 çын. Алфавитпа кăтартнă списокра пирĕн ентешĕмĕр - 12-мĕш. Унта хăшне мĕнле награда панине те çырнă. Ытларахăшĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Николай Афанасьев ячĕ хыççăн нимĕн те çырман. Тĕрĕссипе, героя вилнĕ хыççăнах, 1943 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.
Унтанпа миçе ăру улшăнчĕ. Тăвай тăрăхĕнче мухтава тивĕç паттăра манмаççĕ, Кармалсем палăк умне чечексем лартаççĕ. Тĕмерсем Николай Афанасьев вĕсен шкулĕнче вĕреннĕшĕн мухтанаççĕ.
Вăрçăран хăрушши нимĕн те çук. Унăн суранĕсем паян та тÿрленмен. Пурнăç малаллах шăвать. Ирĕклĕ çĕр-шывăмăршăн пуç хунисене манас марччĕ, вĕсен ырă сăнарĕ çамрăксемшĕн тĕслĕх пултăр, паттăрлăх туйăмне вăйлăлаттăр.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"