Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Закона пĕрле хатĕрлемелле

01 августа 2014 г.

Çĕр-шывра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли законсем улшăнчĕç. Çавăнпа та эпир тĕп çĕнĕлĕхсем тата вĕсем республика пурнăçĕнче мĕнле палăрасси çинчен Чăваш Енĕн юстици министрне Надежда Прокопьевана каласа пама ыйтрăмăр.

-Çапла, кăçалхи майăн 27-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче патшалăх влаçĕн законсем йышăнакан тата ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераллă законăн 26.3 статйине тата "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераллă закона улшăнусем кĕртес пирки çĕнĕ закон йышăннă (136№). Закон муниципаллă тытăмсене çĕнĕлле йĕркелемелли майсем туса парать. Калăпăр, шалти пайлануллă тата шалти районсемлĕ хула округĕ. РФ субъекчĕн, асăннă законпа килĕшỹллĕн, муниципаллă çавнашкал тытăмсем йĕркелеме право пур. Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ улшăну - хулапа ял тăрăхĕсем татса памалли вырăнти ыйтусене пайласси. Вырăнта татса памалли 39 ыйтуран ял тăрăхĕсем татса памалли 13 ыйту юлать, ыттисем (тепĕр 26-шĕ) муниципаллă район шайне куçать. РФ субъекчĕсене влаçăн вырăнти тата регионти тивĕçĕсене пайлама хăйсене шанса панă.

Чи пĕлтерĕшли вара - федераллă закон вырăнти влаçа йĕркелес ыйтăва суйласа илме май пурри. Калăпăр, муниципалитет пуçлăхне тỹрремĕн суйламалла е суйланнă депутатсен йышĕнчен лартмалла? Депутатсен Пухăвĕн йышне те тỹрремĕн сасăлавпа (хальхи пек) е ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ялсенчи депутатсен Пухăвĕн представителĕсенчен йĕркелемелле? Çакна РФ субъекчĕ хăй палăртать.

Патшалăх влаçĕн республикăри органĕсем çĕнĕ закона пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçлеççĕ-ха?

-Республикăра çакна ĕçлĕ ушкăн туса хунинчен тытăннă. Çав ушкăна законсем йышăнакан тата ĕç тăвакан влаç представителĕсем, федераллă тĕп инспектор, политика партийĕсен регионти, республикăри Тĕп суйлав комиссийĕ, Обществăлла палата, территорири общество хăй тытăмлăхĕн представителĕсем, старостăсем, муниципаллă тытăмсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кĕреççĕ. Иртнĕ уйăхра ĕçлĕ ушкăнăн пирвайхи ларăвĕ пулчĕ, унта закона муниципаллă тытăмсенче анлăн сỹтсе явассине йĕркелеме йышăннă, çав тĕллевпе 7 пĕчĕк ушкăн туса хунă, вĕсен ертỹçисене çирĕплетнĕ. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем республикăри пур хулапа районта та вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелес ыйтусене активпа, депутатсемпе, территорири общество хăй тытăмлăхĕн, ĕç коллективĕсемпе обществăлла организацисен, политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен представителĕсемпе анлăн сỹтсе явнă. Пĕр вăхăтрах ку ыйтусене Обществăлла палата площадкисенче, Тĕп суйлав комиссийĕнче тишкереççĕ.

Мĕнле шухăшсене палăртма пулать? Ытларахăшĕ мĕн çинче чарăнса тăрать?

-Эпĕ Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле районĕсенче пултăм. Закона сỹтсе явасси пур çĕрте те пысăк хастарлăхпа иртнине палăртмалла. Шухăшĕсем, паллах, тĕрлĕрен. Çавах та ытларахăшĕ муниципаллă районсен пуçлăхĕсене пĕтĕм халăхпа тỹрремĕн суйласси, район пуçлăхĕн пĕр вăхăтрах район администрацийĕн пуçлăхĕ те пулмалли çинче чарăнать.

Урăхла каласан, икĕ влаçлăха - муниципалитета район пуçлăхĕпе сити-менеджер ертсе пырассине пăрахăçламалла?

-Çапла, халăх суйлакан район пуçлăхĕ пĕр вăхăтрах район администрацийĕн пуçлăхĕ те пулса тăрать. Власть пĕр алла куçать. Суйлавçăсем ăна шанăçпа суйлаççĕ пулсан, унăн халăх умĕнчи яваплăхĕ те пысăкрах пулмалла. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсен хальхи полномочийĕсем виçĕ пайĕнчен иккĕшĕ район шайĕнчи влаçа куçни те район пуçлăхне тỹрремĕн суйланин пĕлтерĕшне ỹстерет.

Ял тăрăхĕсенчи власть органĕсене йĕркелес пирки мĕн шутлаççĕ çынсем?

-Эпĕ пулнă районсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен ытларахăшĕ тỹрремĕн суйлавшăн, çакă демократие çирĕплетме пулăшать тесе шутлать. Çынсенчен чылайăшĕ вара ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланнă депутатсем хушшинчен çирĕплетме те хирĕç мар. Вĕсем çакна депутат статусне ỹстерме пулăшнипе çыхăнтарасшăн. Район пуçлăхне суйланма кандидат тăратнă чухне ку ĕç çине республика пуçлăхĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланма кандидат тăратнă чухне район пуçлăхĕ витĕм кỹме пултарасса асăнчĕ чылайăшĕ. Власть вертикалĕ пирки те, пуçлăхсене çỹлтен лартнă чухне вĕсен професси, çын пахалăхĕсем, ертсе пырас пултарулăх пуррипе çукки çинчен те сăмах пычĕ. Паянхи пурнăçра власть çирĕпрех ыйтни те кирлĕ, вĕт умра тăракан задачăсене çынсен интересне шута илсе эффективлăрах татса памалла. Çак шухăша республика Пуçлăхĕ патне çитерме ыйтакансем те пулчĕç. Мана уйрăмах пĕр депутатăн ăслă сăмахĕсем килĕшрĕç. Вăл пур шайри влаçа та Раççейри, тĕнчери юлашки вăхăтри пулăмсене шута илсе вăйсене пĕрлештерме кирли çинчен каларĕ.

Сỹтсе явнă хыççăн закон проектне хатĕрлес ĕç мĕнле тапхăра çитнĕ?

_Халăхра сỹтсе явнине май пур таран шута илме тăрăшса, "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" закона улшăнусем кĕртесси çинчен Чăваш Республикин законĕн проектне туса хатĕрлерĕмĕр. Проект пур шайри депутата та харпăр хăй округĕнче паянхи пекех тỹрремĕн сасăласа суйлама сĕнет. Хуласенче вара муниципаллă тытăмсен пуçлăхĕсене унчченхи пекех халăх суйланă депутатсен йышĕнчен суйласа лартма пăхнă. Муниципаллă район шайĕнчи пуçлăха (вăл пĕр вăхăтрах районпа унăн администрацийĕн пуçлăхĕ) пĕтĕм халăхпа тỹрремĕнех суйлавра суйлама сĕннĕ. Тăваттăмĕшĕнчен, ял тăрăхĕн пуçлăхне (пĕр вăхăтрах вырăнти администраци пуçлăхĕ те, депутатсен Пухăвĕн председателĕ те шутланать) депутатсен хăйсен йышĕнчен çирĕплетмелле пулать. Çапла вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пĕр вăхăтрах виçĕ должноçпа ĕçлеме пултарать.

Хăй тытăмлăха йĕркелессине сỹтсе явасси вĕçленмен-ха, вăл малалла пырать. Закон проекчĕпе республикăри Юстици министерствин сайтĕнче паллашма пулать. Ăна çавăн пекех тепĕр хут пăхса тухма, сĕнỹсем тăратма вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те ярса панă.

Тĕл пулусенче ытти ыйтусене те хускатнă пуль?

-Паллах. Шупашкарта, акă, хула ăшĕнче районсем тăвассине никам та ырламарĕ. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх суйлавне партисен списокĕпе мар, пĕр мандатлă округсем тăрăх ирттерме сĕнчĕç. Çапла тусан суйлавçăсем хăйсем камшăн сасăлассине, шантарса каланă сăмахсене пурнăçа кĕртессине камран ыйтмаллине пĕлеççĕ. Нумайăшĕ ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе пысăклатас, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен полномочийĕсене района парас, республикăри тăнăçлăха упраса хăварма кирли пирки каларĕ тата ыт. те.

Тавах калаçушăн.

Калаçăва И.СОЛОВЬЕВ çырса илнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика